Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тятюк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ нимӗн те шарламарӑм, анчах Тятюк, хӑйӗнчен темӗскер пытарнине сиссе, ман ҫине шӑртланса кайрӗ.

Я отмалчивалась, и Тата даже обиделась на меня, что я скрываю от нее что-то.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Чӑнах та эс, Сима, паян ытла та темӗнле, — пӑшӑрханса каларӗ Тятюк.

— Ты правда сегодня, Сима, какая-то странная, — удивилась Тата.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Географи урокӗнче учительница манӑн ята ҫине-ҫинех асӑннӑ иккен, эпӗ илтмен; вара — Тятюк пӗр икӗ хутчен аякран тӗртсен, ҫатӑр чӗпӗтсен — тин тӑна кӗтӗм.

Тате пришлось несколько раз ткнуть меня в бок и щипнуть за локоть, прежде чем я услышала, что меня вызывает учительница географии:

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк — ман хыҫран.

Тата бросилась за мной.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк ман пата чупса пычӗ, алӑран ярса тытрӗ, анчах эп унран хирӗнчӗклӗн туртӑнса вӗҫерӗнтӗм те малти пӳлӗмӗ тухрӑм.

Тата подбежала ко мне, схватила за руку, но я вырвала руку, резко повернулась и вышла в переднюю.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк пианино калама ларчӗ.

Тата села за пианино.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк ман хута кӗчӗ:

Тата пришла мне на помощь:

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк мана икӗ аллипе икӗ чавсаран ярса тытрӗ те ҫавӑрма пуҫларӗ.

Тата схватила меня за локти и закружила.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк ҫинче вӗр ҫӗнӗ платье, куна вӑл халиччен тӑхӑнманччӗ-ха.

Тата, в новом платье, которого я еще не видела у нее.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тятюк мана таҫта та илсе ҫӳрет, пирӗн хӑш-пӗр пакӑлти ҫӑварсем: «Ҫав Бурмиловӑна сартут питӗ килӗшнӗ пулас…» — тесе кӗвӗҫсе калаҫнисене вӑл пӗрре те хӑлхана чикмест.

Тата всюду водила меня за собой, хотя некоторые наши сплетницы-завистницы и язвили, что, мол, Бурмиловой очень к лицу чужие веснушки…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ чӑнах та Бурмилова Тятюк патне кайма хатӗрленсе тӑраттӑм, Тӗрӗссипе, Тятюкӑн ҫуралнӑ кунӗ виҫӗмкунах иртнӗ, анчах та эп ӑна ҫак чи майлӑ куна — паянхи канмалли куна хам сӗнтӗм.

Я действительно собиралась идти к Тате Бурмиловой, на самом деле день рождения Таты уже прошел позавчера, но я уступила ей лучший день — выходной.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑна Тятюк чӗннӗ, вӗсем иккӗш пӗр кунта ҫуралнӑ та.

— К Таточке приглашенная, в один день рожденные.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех