Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хумхану вӑйланчӗ; тӗксӗм сӗвек валсем тикӗс кӗрлевпе — сывлӑш кӗрлевӗпе — уҫлӑхалла кусаҫҫӗ, валсен тӑррисенче шурӑ чӗнтӗр хыпса ҫулӑмланать те вӑйлансах пыракан тӗттӗмре сӳнет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑйӑ иртекен тӳпемпе юнашарах сӗвек ҫырмара валакран шӑнкӑртатса шыв юхать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӗвек енче икӗ рет майлаштарса хунӑ чул куписем курӑннӑ.На отлогом склоне виднелись груды камней, расположенных в два ряда.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫыран айлӑмӗнчен сукмакпа тухса вӑл сӑртӑн тепӗр аяккинчи сӗвек енне кайнӑ.Из речной долины он по тропе выехал на противоположный отлогий склон утеса.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ тӳпен сӗвек маччине ҫине-ҫинех хаяррӑн сӑха-сӑха илет, ӑна астивсе, унӑн вутлӑ юнне ӗмсе пӑхать те, йӑл-ял ҫутӑлкаласа, ҫав мачча ҫумӗнчен хӑйпӑнса ӳкет, ун ӳтне тепӗр минутранах урӑх ҫӗртен сӑхас тесе, куҫа курӑнмасӑр кӗмсӗртеттерсе вӗҫсе ҫухалать.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫав галерейӑсене пӗр-пӗринпе тата утрав тӑррипе сӗвек картлашкасем ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ.Отлогие лестницы соединяли их между собой и с вершиной острова.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тинӗс тӗпӗ ытла та сӗвек пулнӑ пирки, ман ҫыран хӗрне тухиччен пӗр миля яхӑн шывра ашса утмалла пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Таҫта, ҫав ҫулсен вӗҫӗнче, инҫетре кӑвак тӗтӗм кӑларкаласа, сӗвек тӑвайккисем тӑрӑх катари ялсем сапаланса ларни курӑнать.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр уй тӑрӑх сӗвек сӑртсем ҫине пӗр улӑхса, пӗр анса пыратӑп.Один пологий холм сменялся другим, поля бесконечно тянулись за полями,
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ку айлӑм сӗвек хӗрӗллӗ хуран пекех ҫаврака.Лощина эта имела вид почти правильного котла с пологими боками.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ҫыранӗсем унӑн сӗвек, шывӗ ҫутӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Андрий ҫаврӑнса пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: ун хыҫӗнчи сӗвек ҫыран пӗтӗм хире ҫын ҫӳллӗшӗнчен те ытларах тӳрӗ стена пек хупӑрласа тӑрать, ун ҫийӗнче темиҫе хирти курӑк туни ҫилпе силленкелет, тӳпере таса ылттӑн тӗслӗ ҫурла пек уйӑх чалӑшшӑн хӑпарса пырать.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Юлашкинчен, сӗвек вырӑнпа чӑнкӑ ҫыранлӑ айлӑма анчӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ерипен, шӑппӑн сасӑ пачӗ, вара — сас илтӗннӗ хыҫҫӑн — пӑчӑ ҫӗр шӑтӑкне шурӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ хуҫа, урисене ҫӑмӑллӑн вылянтарса, сӗвек тӑрӑх шуса анчӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сӗвек ту ҫинчен айлӑмалла чие сачӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, тӗл-тӗл ҫеҫ вӗсен хушшинче шурӑ ҫуртсен стенисем палӑраҫҫӗ, тата ҫурта пек тӳрӗ те шӗвӗр тӑрӑллӑ топольсем хуран курӑнаҫҫӗ.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл сӗвек ҫыранпа шыв хӗрринелле шуса анать.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Ҫакӑ вӑл, инкеке лекнӗ вӑйлӑ ҫыннӑн пулӑшу ыйтса чӗнекен сасси пулчӗ, анчах Бил ҫаврӑнса пӑхмарӗ, унӑн юлташӗ, вӑл сӗвек тӑвайккин ҫемҫе пӗлӗтсемпе пӗрлешекен йӗрӗ патнелле тӳрккессӗн сиккелесе, малалла пӗшкӗнсе, тирпейсӗр утӑмсемпе хӑпарса аяккалла мӗнле кайнине пӑхса тӑчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Хӗрлӗрех ҫутӑ ҫуртсен сӗвек стенисене куҫкалакан мӗлкесемпе чӗртрӗ, чӳречесенче ҫиҫет.Красноватый свет оживил колеблющимися тенями покатые стены домов, мерцал в окнах.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кукӑр-макӑр нумай тӑкӑрлӑкран тухсан тапӑнуҫӑсем ҫывхарчӗҫ те арсенала ҫавӑрса илчӗҫ: унӑн стенисем сӗвек те ҫирӗп.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.