Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сува (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Фой — Имаф патши — Давид Сува патшийӗн Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен илтнӗ.

9. И услышал Фой, царь Имафа, что Давид поразил все войско Адраазара, царя Сувского.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулӑшма ҫитнӗ, анчах Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.

5. Сирияне Дамасские пришли было на помощь к Адраазару, царю Сувскому, но Давид поразил двадцать две тысячи Сириян.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Давид ӗнтӗ Адраазара, Сува патшине, Емафра ҫапса аркатнӑ, лешӗ ун чухне Евфрат хӗрринчи ҫӗре пӑхӑнтарма кайнӑ пулнӑ.

3. И поразил Давид Адраазара, царя Сувского, в Емафе, когда тот шел утвердить власть свою при реке Евфрате.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ровоам пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ та 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне, патша керменӗн пуянлӑхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнӗ ылтӑн хулкансене те] туртса илнӗ.

25. На пятом году царствования Ровоамова, Сусаким, царь Египетский, вышел против Иерусалима 26. и взял сокровища дома Господня и сокровища дома царского [и золотые щиты, которые взял Давид от рабов Адраазара, царя Сувского, и внес в Иерусалим].

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫӳлхуҫа Соломона хирӗҫ тепӗр тӑшман — Разона, Елиада ывӑлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнӑскере — кӑларнӑ.

23. И воздвиг Бог против Соломона еще противника, Разона, сына Елиады, который убежал от государя своего Адраазара, царя Сувского,

3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11-12. Давид патша ҫакна та Ҫӳлхуҫана халалланӑ, хӑй пӑхӑнтарнӑ мӗнпур халӑхсенчен — Сири ҫыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те, Адраазартан — Рехов ывӑлӗнчен, Сува патшинчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те Турра халалланӑ.

11. Их также посвятил царь Давид Господу, вместе с серебром и золотом, которое посвятил из отнятого у всех покоренных им народов: 12. у Сирийцев, и Моавитян, и Аммонитян, и Филистимлян, и Амаликитян, и из отнятого у Адраазара, сына Реховова, царя Сувского.

2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сува патшине Адраазара пулӑшма Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, ҫитнӗ; Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.

5. И пришли Сирийцы Дамасские на помощь к Адраазару, царю Сувскому; но Давид поразил двадцать две тысячи человек Сирийцев.

2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.

3. И поразил Давид Адраазара, сына Реховова, царя Сувского, когда тот шел, чтоб восстановить свое владычество при реке [Евфрате]; 4. и взял Давид у него тысячу семьсот всадников и двадцать тысяч человек пеших, и подрезал Давид жилы у всех коней колесничных, оставив [себе] из них для ста колесниц.

2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех