Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпӗ ӗнтӗ хам ӑшӑмра ҫапла каларӑм: Вавилон ҫыннисем пирӗнтен лайӑхрах-им, вӗсем ҫавӑнпа Сиона тытса тӑраҫҫӗ-им? терӗм.28. Неужели лучше живут обитатели Вавилона и за это владеют Сионом?
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хулана тустарса-аркатса хӑварнӑранпа вӑтӑрмӗш ҫул ҫине кайнӑ вӑхӑтра эпӗ — Ездра та тесе чӗнекен Салафиил — Вавилонра пултӑм, вырӑнӑм ҫинче выртнӑ чухне чӗреме тӗрлӗрен шухӑш капланса килчӗ: 2. эпӗ ӗнтӗ Сиона епле ҫаратса хӑварнине те, Вавилонра пурӑнакансен пуянлӑхне те курнӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата пӗлтерсе кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Манӑн хуламсем каллех пурлӑхпа тулса ларӗҫ, Ҫӳлхуҫа Сиона лӑплантарӗ те каллех Иерусалима суйласа илӗ, тесе калать те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кун Иерусалима: «ан хӑра» тейӗҫ; Сиона: «санӑн аллу ан вӑйсӑрлантӑр!» тейӗҫ.16. В тот день скажут Иерусалиму: «не бойся», и Сиону: «да не ослабевают руки твои!»
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Халӗ вара сана хирӗҫ халӑхсем пуҫтарӑнчӗҫ, ҫапла калаҫҫӗ: «вӑл ирсӗрленсе юлтӑр та, пирӗн куҫӑмӑр Сиона курса тӑрантӑр!» теҫҫӗ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑнпа сире пула Сиона хир пек сухаласа пӑрахӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫуртӑн тӑвӗ вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Апла итлӗр ҫакна, Иаков килӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем, тӗрӗс сутран йӗрӗнекенсем, пур тӳрӗ ӗҫе те кукӑртса яракансем, 10. Сиона юнран, Иерусалима тӗрӗсмарлӑхран тӑвакансем!
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫиллине кӑтартрӗ, Хӑй ҫиллин хаярлӑхне ҫитерчӗ те Сиона вут хыптарчӗ, ҫав вут-ҫулӑм унӑн никӗсне тӗп турӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, шыраса йӗрсе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; 5. вӗсем Сиона мӗнле каймалли ҫинчен ыйтӗҫ, ҫавӑнта каякан ҫула шырӗҫ, «каяр та Ҫӳлхуҫапа ӗмӗрлӗхе пӗрлешер, нихӑҫан манӑҫми килӗшӳ тӑвар» тейӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗршыври аслӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри тӑнӑ та пӗтӗм халӑх пухӑвне ҫапла каланӑ: 18. Иудея патши Езекия вӑхӑтӗнче Морасфа ҫынни Михей пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, Иудея халӑхне пӗлтерсе: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тенӗ: Сиона хир пек сухаласа тӑкӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫурт ларакан ту вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ялав ҫакса, Сиона систерӗр те пӗр чарӑнмасӑр чупӑр: Эпӗ ҫурҫӗр енчен инкек тата хӑрушӑ вилӗм илсе килӗп.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Сиона Ҫӑлаканӗ, Иаковӑн ҫылӑхран пӑрӑннӑ ывӑлӗсене Ҫӑлаканӗ килӗ, тет Ҫӳлхуҫа.20. И придет Искупитель Сиона и сынов Иакова, обратившихся от нечестия, говорит Господь.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн хуралҫусен сасси — епле хытӑ кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗрле савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Сиона таврӑннине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем кураҫҫӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑнӑҫлӑха пӗлтерекенӗн, савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар сараканӑн, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентекенӗн, Сиона: «санӑн Турру патшана ларчӗ!» теекен ырӑ хыпарҫӑн ури ту ҫинче еплерех кӗрнеклӗ!
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳпене тытӑнтарса тӑмашкӑн, ҫӗре ҫирӗплетмешкӗн, Сиона: «эсӗ Манӑн халӑхӑм» тесе каламашкӑн Хамӑн сӑмахӑмсене санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывӑп, сана Хамӑн аллӑм хӳттипе витсе тӑрӑп.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Ҫӳлхуҫа Сиона йӑпатӗ, унӑн мӗнпур ишӗлчӗкне йӑпатӗ, унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ; вара унта савӑнӑҫпа хаваслӑх, мухтав сӑмахӗпе юрӑ янӑраса тӑрӗ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хытӑ чӗреллисем, чӑнлӑхран аякрисем, итлӗр Мана: 13. Эпӗ Хамӑн чӑнлӑхӑма ҫывӑхартрӑм, вӑл инҫетре мар, Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та вӑрах кӗттермӗ; Сиона ҫӑлӑнӑҫ парӑп, Израиле Хамӑн мухтавӑма парӑп.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2