Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ырӑ кӑмӑллӑ пысӑк пӳллӗ негр Сид Браун отрядра продовольстви енӗпе ӗҫленӗ.Сид Браун, огромный добродушный детина, ведавший отрядным довольствием.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Эпӗ сана икӗ ҫыру ятӑм, мӗншӗн эсӗ Сид кунта тесе ҫыратӑн тесе ыйтнӑччӗ — мӗнле ӑнланмалла куна?Я тебе два раза писала, спрашивала, почему ты пишешь, что Сид здесь, — что это значит?
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Салли аппа Томпа Сид чиперех ҫитрӗҫ тесе ҫырнӑ ҫырӑва илсен, Полли аппа акӑ мӗн шухӑшланӑ иккен: «Ну, ҫапла пуласса кӗтсех тӑтӑм, пӗччен ямалла марччӗ, унта ӑна никам та пӑхакан ҫук».
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл хӑйне Сид тесе йышӑнтарчӗ те манӑн ӗҫ-пуҫа пӗтӗмпех ҫӑмӑллатса пачӗ.Он выдал себя за Сида и устроил так, что для меня все сошло гладко.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ку Том мар-ҫке, Сид!
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Мӗн пирки эсӗ, Сид?
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӗсем ун ҫинчен пӗр сӑнчӑрне те пулин хывмалла, — сӑнчӑрӗсем питӗ йывӑр, — е ӑна шывпа ҫӑкӑр кӑна мар, какайпа пахча-ҫимӗҫ те памалла тесе калаҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ эпӗ, анчах ҫак шухӑш нихӑшӗн те пуҫне те кӗмерӗ, хам эпӗ ку ӗҫе сӑмсана чикмесен лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм, каярахпа, шӑв-шав иртсе кайсан, тухтӑр сӑмахӗсене Салли аппана каласа парӑп терӗм, таркӑн негр хыҫҫӑн кимӗпе хӑваланӑ чух Сид аманни ҫинчен мӗншӗн калама маннине ӑнлантарӑп терӗм.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кайран, эпӗ ҫывӑрма кайсан, вӑл та манпа пӗрле ҫуртине йӑтсах пычӗ, мана витсе ячӗ, тӑван анне пекех кӑмӑллӑн пӑхрӗ; мана лайӑх мар пулса кайрӗ, эпӗ ӑна куҫран та пӑхаймарӑм; вӑл манӑн кравать ҫинче ларса тахҫанчченех калаҫрӗ, темиҫе хут та пирӗн Сид мӗн тери лайӑх ача терӗ, ун ҫинчен ниепле те калаҫса тӑранаймасть вӑл, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: ҫухалса кайман-ши, шыва путман-ши вӑл тесе ыйтать манран, тен, вӑл аманнӑ та халӗ ӑҫта та пулин асапланса выртать пуль, тен, вӗлернӗ ӑна, эпӗ акӑ вӑл ӑҫтине те пӗлместӗп тет… унӑн куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ, эпӗ ӑна темиҫе хут та: «Сида нимӗн те пулман, ирхине вӑл киле таврӑнатех», — терӗм; аппа мана ҫакӑншӑн алӑран ачашласа чуптуса илчӗ, ҫав сӑмахсене тата тепӗр хут калама ыйтрӗ, вӗсене илтсен, ӑна ҫӑмӑлрах тет — питӗ кулянать вӑл.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл мана чуптурӗ, пуҫран ачашларӗ, унтан кӑшт шухӑша кайса чӗмсӗрленчӗ те сасартӑк хӑраса ӳкнӗ евӗр шарт сиксе: — Тур ҫырлах, ҫӗрле пулчӗ, Сид ҫаплах ҫук! Ӑҫта кайса кӗме пултарчӗ вӑл? — терӗ.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Халӗ, кӑнтӑрла, ҫакӑ кулӑшла пек туйӑнать, — ун чух шеремет ачисем, Томпа Сид, ҫӳлти пӳлӗмре хӑйсем тӗллӗнех мӗнле ҫывӑраҫҫӗ-ши тесе шухӑшлатӑп.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Каларӑм-ха сире, эпир Сайласпа иксӗмӗр, Томпа Сид ҫав вӑрӑсене кунӗн-ҫӗрӗн сыхларӑмӑр, анчах тытаймарӑмӑр.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ киле таврӑннӑшӑн Салли аппа калама ҫук хытӑ савӑнчӗ — кулать те вӑл, макӑрать те, ыталать, ҫупӑрлать мана, ҫапкаласа та илет, анчах пӗртте ыраттармалла ҫапмасть; Сид таврӑнсан, ӑна та пӗҫерккӗ паратӑп-ха тет.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сайлас тетепе иксӗмӗр почта «Сид патне» кӗтӗмӗр, вӑл, паллах, унта пулмарӗ; старик темӗнле ҫыру илчӗ; кун хыҫҫӑн эпир тата пӑртак кӗтрӗмӗр, анчах Сид ҫаплах килмерӗ; вара старик мана: «Киле каяр, Сид кайран, ҫапкаланса ҫӳресе ывӑнсан, ҫуран е кимӗпе пырӗ, эпир лашапа каяр», — терӗ.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сид почта кайрӗ — мӗн те пулин ҫӗнни ҫук-ши тесе; эпӗ акӑ кӑшт-кашт ҫикелемелли тупатӑп та, киле таврӑнатпӑр.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Турӑ курать, Сид мистер!
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Тупата турӑ, Сид мистер, ун пек кукӑль епле пӗҫерем-ха эпӗ.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сид мистер, хам тӑрӑх ҫӳренине туйрам, чӑнах, сэр!
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Сид мистер, эсир мана ухмах тетӗр пуль; мана ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр та, эпӗ халь кӑна хам куҫпа хам куртӑм: е пӗр кӗтӳ йытӑ, е шуйттансем тата темскер.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Тӗрӗс, Сид мистер, йытта апат пама каятӑп! — тет.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Атте, Томпа Сид артистсене курма каяҫҫӗ, манӑн вӗсемпе пӗрле кайма юрать-и?
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.