Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Св (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна ҫеҫ ӑнланаймарӑм эпӗ: ҫулла, 1912 ҫулхине, «Св. Мария» шхуна Петербургран Владивостока тухса кайнӑ.

Непонятно было только одно: летом 1912 года шхуна «Св. Мария» вышла из Петербурга во Владивосток.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Св. Мария», почтӑсӑр-мӗнсӗр вырӑнсемпе, юрпа пӑр хушшинчен пырать.

«Св. Мария» шла вдоль таких мест, где не было почты, да и ничего не было, кроме льда и снега»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вуниккӗмӗш ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл Энск хулине хӑйӗн ҫемйипе сывпуллашма килнӗ, июнь уйӑхӗн варринче вара «Св. Мария» шхунӑпа Петербургран Владивостока тухса кайнӑ…

В мае двенадцатого года он приехал в Энск проститься с семьей, а в середине июня вышел на шхуне «Св. Мария» Из Петербурга во Владивосток…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ, шӑллӑм, «Св. Мария» шхунӑпа ишмен вӗт, — терӗ доктор, чемоданне туртса ҫыхнӑ май сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса.

— А это потому, брат, что я не плавал на шхуне «Святая Мария», — затягивая ремнями чемодан и страшно пыхтя, сказал доктор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн тепӗр енне шултра саспаллисемпе: «Св. Мария» шхунӑн команди», тесе ҫырнӑччӗ.

На оборотной стороне было написано крупным круглым почерком: «Судовая команда шхуны «Св. Мария».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Седов лейтенант экспедицийӗн «Св. Фока» шхуни мана тупса Архангельска илсе ҫитерчӗ.

«Св. Фока» экспедиции лейтенанта Седова подобрал меня и доставил в Архангельск.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех