Шырав
Шырав ĕçĕ:
Давид вӗрентсе калани, 2. Зиф ҫыннисем Саул патне ҫитсе: «Давид пирӗн патӑмӑрта пытанса пурӑнать» тесе евитленӗ хыҫҫӑн.Учение Давида, 2. когда пришли Зифеи и сказали Саулу: «не у нас ли скрывается Давид?»
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Доик — Идумея ҫынни — Саул патне пырса ӑна Давид ҫинчен элеклесе, вӑл Ахимелех килне пынӑ тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн.
Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа чури Давидӑн юрри, вӑл ӑна хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнпур тӑшманӗ аллинчен тата Саул аллинчен хӑтарсассӑн Ҫӳлхуҫана тав туса юрланӑ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Самуил пророк халаллани те, Кис ывӑлӗ Саул, Нир ывӑлӗ Авенир, Саруия ывӑлӗ Иоав халалласа пани те пӗтӗмпех Шеломифпа унӑн тӑванӗсен аллинче пулнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ пулнӑ, савӑнса сиккелесе пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑйӗн ӑшӗнче хурланӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Манассия йӑхӗн хӑш-пӗр ҫыннисем те Давид енне куҫнӑ, ун чухне Давид филистимсемпе Саула хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ пулнӑ, анчах вӗсене пулӑшман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫулпуҫӗсем хӑйсем хушшинче канашласа илнӗ хыҫҫӑн, «вӑл хӑйӗн хуҫи Саул енне куҫӗ те пирӗн пуҫ чӗрӗ юлмӗ» тесе, ӑна хӑйсенчен уйӑрса янӑ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ: 3. вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем; 4. Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад; 5. Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия; 6. Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам; 7. Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнер те, виҫӗмкун та — Саул патша пулнӑ чухне — эсӗ Израиле ертсе тухаттӑн, ертсе кӗреттӗн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫапла каланӑ: «эсӗ Ман халӑхӑмӑн, Израилӗн, кӗтӳҫи пулӑн, эсӗ Манӑн халӑхӑн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулӑн» тенӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ юрӑхсӑр ӗҫӗсемшӗн, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр ӑрӑмҫӑна ыйту панӑшӑн, 14. Ҫӳлхуҫана шыраманшӑн вилнӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ.11. И услышал весь Иавис Галаадский все, что сделали Филистимляне с Саулом.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Саул вилнине курсассӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ те хӑйӗн хӗҫӗ ҫине тӑрӑнса вилнӗ.5. Оруженосец его, увидев, что Саул умер, и сам пал на меч и умер.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул вара хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Филистимсем Саулпа унӑн ывӑлӗсене хӑваласа кайнӑ та Саул ывӑлӗсене — Ионафана, Авинадава тата Мелхисуя — вӗлернӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Нертан Кис ҫуралнӑ, Кисран Саул ҫуралнӑ, Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ.39. Нер родил Киса, Кис родил Саула, Саул родил Ионафана, Мелхисуя, Авинадава и Ешбаала.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Нертан Кис ҫуралнӑ; Кисран Саул ҫуралнӑ; Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ.33. Нер родил Киса; Кис родил Саула; Саул родил Иоанафана, Мелхисуя, Авинадава и Ешбаала.
1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кааф ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Аминадав; унӑн ывӑлӗ Корей; унӑн ывӑлӗ Асир; 23. унӑн ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Евиасаф; унӑн ывӑлӗ Асир; 24. унӑн ывӑлӗ Тахаф; унӑн ывӑлӗ Уриил; унӑн ывӑлӗ Узия; унӑн ывӑлӗ Саул.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саул вӑхӑтӗнче вӗсем Агарь ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене аркатса тӑкнӑ, Галаад ҫӗрӗн пӗтӗм тухӑҫ енне ярса илнӗ те ҫавӑнта Агарь чатӑрӗсенче пурӑнма пуҫланӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.