Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Сӑмах сан ҫывӑхӑнта, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварӑнта, санӑн чӗрӳнте» тет, ҫав сӑмах — эпир ӗненме вӗрентекен сӑмах.Близко к тебе слово, в устах твоих и в сердце твоем, то есть слово веры, которое проповедуем.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Вавилона ҫӗмӗрекенсем каялла таврӑннӑ чухне вӗсем санӑн пушанса юлнӑ хулуна талпӑнса кӗрӗҫ те сан ҫӗрӳн пӗр пайне пӗтерсе тӑкӗҫ, сан чапун та пӗр пайӗ пӗтӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ сана пулӑшма Хамӑн чурамсене Исаийӑпа Иеремийӑна ярӑп, вӗсен канашӗпе Эпӗ сан валли тӗрлӗрен ҫимӗҫ йӑтса ларакан вуникӗ йывӑҫа тасалӑх тивлечӗ кӳрсе хатӗрлерӗм, 19. ҫавӑн чухлех сӗтпе пыл юхакан ҫӑлкуҫ тата розӑпа лили ӳсекен ҫичӗ пысӑк ту хатӗрлерӗм, санӑн ывӑлусене ҫавсемпе савӑнтарӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18. «Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19. Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сан пирки калас пулсан вара, санпа хывнӑ халал юнӗшӗн Эпӗ санӑн тӗрмере ларакан ҫыннусене шывсӑр урсенчен хӑтарӑп.11. А что до тебя, ради крови завета твоего Я освобожу узников твоих изо рва, в котором нет воды.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа санӑн айӑпна сирчӗ, санӑн тӑшманна хӑваласа ячӗ! Ҫӳлхуҫа, Израиль патши, сан хушшунта: текех хӗн-асап курмӑн эсӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сан ҫинчен хыпар илтнисем пурте сан инкекӳшӗн алӑ ҫупса савӑнӗҫ, мӗншӗн тесен санӑн ӗмӗрхи усаллӑху кама кӑна ҫитмен пулӗ?
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Халӗ эпир пӗтӗм чун-чӗрепе Сан хыҫҫӑн пыратпӑр, Санран хӑратпӑр, Санӑн сӑнна шыратпӑр.41. И ныне мы следуем за Тобою всем сердцем и боимся Тебя и ищем лица Твоего.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ; 38. Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сеир тӑвӗ енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Сеир тӑвӗ! сан ҫине аллӑма тӑсӑп та — сана этем пурӑнмалла мар пушхир тӑвӑп.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӗсем сан патна халӑх пухӑвне пынӑ пек пыраҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм сан умна ларать, санӑн сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗнче ҫакӑнтан вӑйӑ тӑваҫҫӗ, вӗсенӗн чӗри мул хыҫҫӑн хавхаланса каять.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн ҫарунта перссем, Лиди ҫыннисем, Ливи ҫыннисем ҫапӑҫатчӗҫ, вӗсем сан ҫине хулканпа тимӗр калпак ҫакатчӗҫ; ҫавсем сана чап-мухтав кӳретчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юн тӑкмашкӑн санӑн элекҫӗсем пур, сан патӑнта тусем ҫинче чӳк парни ҫиеҫҫӗ, сан хушшунта ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сана вут ҫунтарса ярӗ, санӑн юну ҫӗр ҫине юлӗ; сан ҫинчен аса та илмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.