Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Тата ман валли пӳлӗм те хатӗрлесе хур; эсир кӗлтунипе эпӗ хама сирӗн патӑра ярӗҫ тесе шанса тӑратӑп.22. А вместе приготовь для меня и помещение; ибо надеюсь, что по молитвам вашим я буду дарован вам.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл вӗсене каланӑ: акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр, 11. вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: «Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?» тет, тейӗр.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ пӗрисем ҫавӑнта шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ; ӑна пӳрте йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ; 19. анчах та халӑх нумай пулнӑран ӑна илсе кӗме май тупаймасӑр ҫурт тӑррине улӑхса виттине сирнӗ те ӑна выртан вырӑнӗпех пӳлӗм варрине Иисус умне антарнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне ҫапла каласа ярать: хулана кайӑр; унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; эсир ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр, 14. вӑл ӑҫта кӗрӗ, ҫав ҫурт хуҫине калӑр эсир: «Вӗрентекен: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта? тет», тейӗр.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫак шутран ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин сарлакӑш ҫӗр виҫсе ил, ҫакӑнта Сӑваплӑ вырӑн, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм, вырӑнаҫӗ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; 13. вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шалта виҫрӗ: Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ, унтан мана каларӗ: «ку — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм» терӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Хапха патӗнче пӗр пӳлӗм пурччӗ, унта пӑлтӑр витӗр кӗмеллеччӗ: ҫавӑнта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме илсе килнӗ выльӑха ҫӑваҫҫӗ.38. Была также комната, со входом в нее, у столбов ворот: там омывают жертвы всесожжения.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рафаил Товияна каланӑ: тӑванӑм, ху тухса кайнӑ чухне аҫу еплерех юлнине пӗлетӗн-ҫке эсӗ; 2. атя каяр та, арӑмунтан маларах ҫитсе, пӳлӗм хатӗрлесе хурар; 3. эсӗ хайхи пулӑ ватне хӑвӑнпа пӗрле ил-ха, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унтан Рагуил хӑй арӑмне Еднӑна чӗнсе илсе каланӑ: тӑванӑм, эсӗ тепӗр ҫывӑрмалли пӳлӗм хатӗрле те унта Саррӑна илсе кӗр, тенӗ.15. И призвал Рагуил Едну, жену свою, и сказал ей: приготовь, сестра, другую спальню и введи ее.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тунӑ: унӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ те ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна чи лайӑх ултҫӗр талант ылтӑнпа сӑрнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аарона ятарласа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм валли уйӑрса илнӗ, унӑн тата унӑн ывӑлӗсен ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ӑна ӗҫлесе тӑмалла, Унӑн ячӗпе пиллесе тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗ вара хӑй упӑшкине каланӑ: эпӗ пӗлетӗп: ҫак ҫын, тӑтӑшах пирӗн тӗлтен иртсе ҫӳрекенскер, — Турӑ ҫынни, сӑваплӑ ҫын; 10. ун валли ҫӳлте пысӑк мар пӳлӗм хатӗрлер, вырӑн сарса, сӗтел-пукан, ҫутаткӑҫ лартса парар; пирӗн пата килмессерен малашне унта кӗтӗр вӑл, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗтӗм Ҫурта ылтӑнпа сӑрнӑ, пӗтӗм Ҫурта йӑлтах, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнчи парне вырӑнне те пӗтӗмпе ылтӑнпа сӑрнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 18. Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр, 19. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр; 20. вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ, 31. ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ, 32. хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума, 33. харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ; 34. ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ, 35. [сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каярахпа фермӑсене ҫӗнетнӗ, вӗсенче кану, ҫӑвӑнмалли пӳлӗм пулнӑ.
Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Райисполком архива тимлӗх уйӑрманран ятарлӑ пӳлӗм те пулман.
Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Соколовӑн хулӑн сасси янранине пула пӳлӗм кӑна мар ӗнтӗ, пӗтӗм шкул чӗтретчӗ пуль.Комната да и вся школа сотрясались от его раскатистой октавы.
XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тияккӑн алӑкран тухрӗ, игуменпа пӗрле галерейӑ карлӑкӗ патнелле утрӗҫ те, тияккӑн аллисене сулкаласа, пӳлӗм чӳречи енне кӑтарта-кӑтарта, хӗрсе кайсах ӑна темӗн пирки кӑласа пама тытӑнчӗ.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.