Шырав
Шырав ĕçĕ:
Камердинер вара хӑйӗн господинне хӑнасем йышӑнакан пӳлӗм урлӑ горничнӑй хӗр патне ҫавӑтса ҫитерчӗ; Чертокуцкий, горничнӑй хӗр хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме сӗтӗрӗнкелесе ҫитсе, юр пекех шурӑ платье тӑхӑннӑ, киленсе кайсах ҫывӑракан ҫамрӑк та хитре арӑмӗ ҫумне выртрӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑл аран-аран куҫне уҫса, хӑй тӗксӗмрех ют пӳлӗмре, ҫӳлӗ кровать ҫинче выртнине курах кайрӗ; уҫӑ алӑк урлӑ тепӗр пӳлӗм курӑнать, чӳрече саккисем ҫине хӗвел ҫути ӳкет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑйне япӑх ҫутатнӑ калама ҫук пысӑк пӳлӗм курӑннӑ пек туйӑннӑ ӑна, унта хӑрушла пысӑк япаласем туллиех пулнӑ; пӳлӗмӗн икӗ енӗпе те тӑсӑлакан пӳлмексем тата решёткӑсем хыҫӗнчен хӑрушла тискер сӑн-пуҫсем: лаша пичӗсем, мӑйракаллӑ, вӑрӑм хӑлхаллӑ питсем тата пӗр темӗнле шыҫмак, калама ҫук тискер пит пӑха-пӑха илнӗ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вӗсем пӗчӗк пӳлӗмреччӗ, пӳлӗм стенисене кӑвакрах хӑма сапса тухнӑ; кунта пӗчӗк сӗтелпе пукан, тӗкӗр пур, унта-кунта, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫакса янӑ, урӑх нимӗн те ҫук.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Тен, сӑлтавӗ ҫак сасартӑк хӑтсӑрланса, пушанса юлнӑ пӳлӗмре: халӗ пӳлӗм ӑна вӑл кунта нихҫан та пурӑнман пек, хӑйне инҫе ҫула ӑсатма килнӗ тусӗсемпе ӗнер кунта савӑнса ларман пек туйӑнчӗ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бахолдин йышӑнакан пӳлӗмре яланах халӑх тулли пулнӑ, унӑн кабинечӗ иртсе ҫӳремелли пӳлӗм пек туйӑннӑ, Алексей Макарович ҫав хӗвӗшӳре мӗнле арпашӑнманнинчен, кулленхи вак-тӗвек ӗҫпе ҫухалса кайманнинчен тӗлӗнмелле пулнӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов малти пӳлӗме кӗрсе пӑхрӗ, пӳлӗм чӳречесем ҫинче ҫеҫ мар, тӗрӗллӗ салфеткӑсем витнӗ пукансем ҫинче те чечексем нумай пулнипе симӗс ӗнтрӗкпе тулнӑ; каялла кухньӑна кайрӗ, салтӑнмасӑрах кӑмака хыҫӗнчи вырӑн ҫине пырса ларчӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тупнӑ савӑнмалли!..» — кӳренчӗклӗн шухӑшларӗ Кошевой вӗсем ларакан пӳлӗм патӗнчен иртнӗ чух; унтан тарӑхсах атӑ кунчине чӑпӑрккипе юлашки хут ҫатлаттарса илчӗ те шаккамасӑрах кӗтесри пӳлӗме кӗрсе кайрӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл Бунчука, пӗчӗкҫӗ пӳлӗме ертсе кӗрсе, япалисене ӑҫта хумаллине кӑтартрӗ те шӑнӑр туртса хутлатнӑ пӳрнипе пӳлӗм тавра кӑтартса ҫаврӑнчӗ:
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан каллех тӑвӑр пӳлӗмре ирӗк вырӑн шыранӑ пек, ҫӳлелле йывӑррӑн ҫӗкленекен йӗтре куҫсем пӳлӗм тӑрӑх чупа пуҫларӗҫ.И опять забегали, разыскивая простор в тесной горенке, тяжелые на подъем глаза-картечины.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл мана ҫак пӳлӗме илсе кӗчӗ те: «Акӑ, Дорофей, сире пӳлӗм, икӗ вырӑн — килти пекех ҫывӑрӑр», — терӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Курать пан Данило (хальхинче вӑл, ҫывӑрмастӑп-ши тесе, уссийӗсене те хыпашласа пӑхрӗ), светлицӑра ӗнтӗ кӑвак тӳпе мар, пачах урӑх пӳлӗм ку, хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ: стена ҫинче хӑй тутарсемпе турккӑсенчен тытса илнӗ хӗҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; унтах — ҫӳлӗксем; вӗсем ҫинче килти чашӑк-тирӗксемпе ӑпӑр-тапӑрсем; сӗтел ҫинче — ҫӑкӑрпа тӑвар; сӑпка ҫакӑнса тӑрать…
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унта кивӗ сентресем ҫапа-ҫапа хунӑ, словарьсем, энциклопедисем, вырӑс прозаикӗн томӗсем, брошюрӑсем хурса тултарнӑ этажеркӑсем ларта-ларта тухнӑ; чӳрече янаххи ҫинче те, тенкел ҫинче те хаҫатсемпе ҫӳхе журналсен куписем выртаҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, минтер хунӑ, ҫиелтен самаях типтерлӗн витнӗ кровать тата Татьяна Нецветовӑн фотоӳкерчӗкне лартнӑ ҫырмалли сӗтел пулмасан, ҫак пурӑнмалли пӳлӗм журналсемпе кӗнекесем хурса усрамалли пӳлӗм евӗрлӗ пулӗччӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хворостянкин тӑчӗ, пӳлӗм тарӑх утса ҫаврӑнчӗ, балкон ҫинче кӑштах тӑчӗ, унтан, секретарь пӳлӗмӗн алӑкне уҫса, каларӗ:
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лавккинче икӗ пысӑк та тӗксӗм пӳлӗм: пӗринче лайӑх таварсемех сутаҫҫӗ, тепӗр пӳлӗмне тикӗт пички, хӑмӑт-йӗнерчӗк тата ытти ҫавнашкал япала тултарнӑ; унтан сӑранпа тикӗт шӑрши тутлӑн кӗрет.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ӗлӗкхи хуҫа-кулакӑнне пӗтӗмпех хӑй вырӑнӗнче хӑвартӑм, пӳлӗм халь те ӗлӗкхи пекех, тӳшеклӗ-ҫытарлӑ кравате ҫеҫ уборщица пӳлӗмне лартма хушрӑм, пӗтӗмӗшпе илсен вара типтерлӗх ҫаплах юлнӑ, ҫакна пӗлсе тӑр: нимле казенщинӑ та, нимле официаллӑ япала та ҫук!
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Обломовӑн кабинечӗпе ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречисем килкартинелле пӑхаҫҫӗ, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗм чӳречисем — пӗчӗк сад еннелле, зал чӳречисем — купӑстапа ҫӗрулми пахчи еннелле.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кунта эпӗ, кунта Ольга, кунта ҫывӑрмалли пӳлӗм, кунта ачасен пӳлӗмӗ… — ӑшшӑн кулса шухӑшларӗ вӑл.«Тут я, тут Ольга, тут спальня, детская… — улыбаясь, думал он.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата Штольц ҫапла шутларӗ: Обломовӑн ыйхӑллӑ пурнӑҫне илемлӗ, ӑслӑ, ҫивӗч те кӑшт тӑрӑхлама юратакан ҫамрӑк хӗрарӑм хутшӑнни тӗттӗм пӳлӗмре лампа ҫутнӑ пекех, лампа ҫуттинче тӗттӗм кӗтессем ҫутӑлнӑ пекех, пӳлӗм хитреленсе кайнӑ пекех пулӗ, терӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вырӑн ҫинчен тӑчӗ, пӗр-икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх утса тухрӗ те хӑна пӳлӗмне пырса пӑхрӗ: унта Штольц ҫырса ларать.Он встал с постели, прошелся раза три по комнате, заглянул в гостиную: Штольц сидит и пишет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956