Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пырӑр (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Контрразведчиксем пристаньсем ҫинче «Чи малти ретре пырӑр!» — тесе мӑшкӑлласа кӑшкӑракан матроссемпе рабочисене тыта-тыта хупаҫҫӗ.

Контрразведчики хватали матросов и рабочих, которые издевательски выкрикивали на пристанях: «Идите первые!»

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Господасем — правительство членӗсем, земствӑпа хула канашлӑвӗн членӗсем, пример кӑтартӑр, чи малти ретре пырӑр, сирӗн хыҫҫӑн вара эпир пырӑпӑр.

Господа члены правительства и земско-городского совещания, покажите пример, идите первыми, а мы за вами.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Малалла та ҫапла тытса пырӑр!

— Так держать!

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пухӑва пырӑр!

— Приходите на собрание!

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Костриков, — тенӗ вӑл, лӑпкӑн та кахаллӑн пек, — ман хыҫҫӑн карцера пырӑр.

— Костриков, — сказал он спокойно и даже как будто лениво, — будьте любезны проследовать в карцер.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Каҫхине хула театрне пырӑр.

Приходите вечером в городской театр.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

— Ачасем, ман хыҫҫӑн пырӑр! — тесе хушнӑ, унтан, вӑрӑм юбкине пуҫтарса тытса, ерипен хапха патнелле утнӑ.

— Дети, за мной! — скомандовала она и, подобрав длинную юбку, медленно пошла к воротам.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Каҫхине пирӗн пата пырӑр, унта калаҫӑпӑр.

Вечером приезжайте к нам, поговорим.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Эсӗр малтанлӑха унӑн тилхепине хивререх тытса пырӑр.

— А вы его будете придерживать пока.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пырӑр ман хыҫҫӑн, — хушрӗ вӑл чылаях хыттӑн.

— Ступайте за мной, — приказала она почти грубо.

XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Вӗсем негрӑн сӑнчӑрӗсене хывнӑ вӑхӑтра эсир вӑрттӑн пырӑр та вӗсене пурне те ҫӑрапа питӗрсе илӗр, вара эсир вӗсене ҫӑмӑллӑнах вӗлерме пултаратӑр.

Пока они будут снимать с него цепи, вы подкрадитесь и заприте их всех на замок, тогда вы их можете преспокойно убить.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кайрӑмӑр, Хайнс, эсир те пурте пырӑр.

Идемте, Хайнс, и вы все идите.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Лаша чупни те, йытӑ вӗрни те илтӗнмест-ха: эсир, тӗмсем хушшине тухса, ҫырма тӑрӑх кӑшт тӑвалла хӑпарма ӗлкӗретӗр; унта вара шыва кӗрӗр те ӑшӑх вырӑн тупса ман пата пырӑр — ҫапла тусан йытӑсем йӗр ҫухатаҫҫӗ.

Я еще не слышу ни лошадей, ни собак; у вас есть время пробраться сквозь кусты и пройти немножко дальше вверх по речке, — вот тогда лезьте в воду и ступайте вброд ко мне, это собьет собак со следа.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Куҫса пырӑр пирӗн пата, ун пек туни тата лайӑхрах, тупата та.

А еще лучше, переселяйтесь к нам, право.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Чӑнах, пырӑр.

Право, приезжайте.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кайран пирӗн пата пырӑр.

А потом приходите.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Айртон, — хушса хучӗ вӑл, — сывӑ юлнӑ вӑкӑрпа лашана лагере илсе пырӑр.

— Айртон, — добавил он, — ведите к лагерю уцелевшего быка и лошадь.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пирӗнпе пӗрлех пырӑр, господин Паганель, — кӑшкӑрса ячӗ Роберт Грант.

— Останьтесь с нами, господин Паганель! — воскликнул Роберт Грант.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван патне пырӑр.

Обращаться к лорду Гленарвану.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кӗленчине лайӑхрах ҫуса тасаттарӑр та кают-компанине илсе пырӑр.

— Велите отмыть бутылку от этой мерзости и принести ее в рубку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех