Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Портупей (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӑна вӑрҫӑчченех ӳкернӗ пулас, ытла яка ҫи-пуҫлӑ: гимнастеркине те, шӑлаварне те утюгпа якатнӑ, аттисем тӗкӗр пек ялкӑшаҫҫӗ; хул пуҫҫи урлӑ портупей ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Портупей ҫыхнӑ, пистолетпа сумка ҫакнӑ адъютант, шинельне лайӑх тӳмелесе лартнӑскер, автомашина кабинин малти алӑкне уҫрӗ те Громада генерала кӗртрӗ, хӑй вара хыҫала вӑшт кӑна вырнаҫса ларчӗ.

…Адъютант, перетянутый полевым снаряжением, с пистолетом и сумкой, в наглухо застегнутой шинели, открыл переднюю дверцу машины, пропустил генерала Громаду и ловко вскочил на заднее сиденье.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Юнашарах, шӑлса тасатнӑ чул урайӗнче, вутсыпписем выртаҫҫӗ, вӗсем ҫинче — сӑран тужурка тата тирпейсӗр пӑрахнӑ хӗҫпӑшал: хулпуҫҫи урлӑ ҫакса ямалли пиҫиххисемпе портупей, нимӗҫсен автомачӗ.

Рядом на чисто выметенном каменном полу лежали дрова, на них — кожаная тужурка и небрежно сброшенное оружие — револьвер с ремнями наплечных портупей, немецкий рожковый автомат.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кун умӗн темиҫе минут маларах лутака кӗлеткеллӗ, хыпаланчӑк, питҫӑмартисене кӑвак шӑрт пусса илнӗ, макӑрса пӗтнӗ, куҫ хукаххисем усӑнса аннӑ тӑртанчӑк куҫлӑ полковник хурал начальникне портупей чӗнӗнчен яра-яра тытрӗ, мӗскӗн сасӑпа селӗппӗн тем-тем каларӗ, сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, чӗлӗм туртса сарӑхнӑ мӑйӑхне, куҫӗсене, чӗтрекен тутине таса мар сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илсе, унтан ав темле сасартӑк перӗнес шухӑш тытрӗ…

За несколько минут до этого полковник, маленький, суетливый, с седой щетиной на щеках, с заплаканными, пыхлыми, сумчатыми глазами, хватал начальника караула за ремни портупеи, что-то жалко шепелявил, сморкался и вытирал нечистым платком прокуренные усы, глаза и дрожащие губы, а потом вдруг как-то сразу решился…

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӳрленчӗ, портупей сӑранне шӑтӑртаттарчӗ, атӑ кӗллисене куҫарчӗ, мана хисеплӗн чыс пачӗ, аллине тӑсрӗ.

Выпрямился, скрипнул ремнями портупеи, сдвинул каблуки, откозырял мне почтительно и протянул руку.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ Расщепей — ҫамрӑк студент, акӑ кунта — хӗрлӗ гвардеец, ҫар гимнастеркипе, кӑкӑр ҫине хӗрлӗ бант тирнӗ, портупей ҫакнӑ.

Вот Расщепей — молоденький студент, а тут он уже в военной гимнастерке с красным бантом и портупеей.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Гимнастёрка, портупей, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, гварди значокӗпе отличник-сапёр значокӗ те — ҫаксем пурте ӑна килӗшнӗ.

Гимнастерка, ремень портупеи, орден Красной Звезды, даже гвардейский значок — все это очень шло к ней.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех