Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Оринов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел те, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов лартнӑ спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина вылякан сӑнарӑн «Жил, как говорил» тенипе ҫырлахма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Пьеса авторӗ тата спектакле лартаканӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов.

Автор пьесы и постановщик спектакля — заслуженный работник искусств Чувашской Республики Вячеслав Оринов.

Ҫамрӑксен театрӗнче премьера кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27790.html

Э.ОРИНОВ, районти суд приставӗсен пайӗн пристав-исполнителӗ.

Куҫарса пулӑш

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Владимир Аврелькинсӑр пуҫне унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов, ЧР вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, чылай предприяти ертӳҫи хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Линейкӑна ятлӑ та сумла хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министрӗн заместителӗ В.Н.Оринов, ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ В.В.Бычков, наци вӗрентӗвӗн центрӗн ертӳҫи И.А.Степанова, «Вӑрманти юмах» санаторин тӗп врачӗ Е.В.Гурьева хӑнасем канма килнӗ, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ачасене ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хӑнасем уяв ячӗпе саламласа сӑмах каларӗҫ: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР ентешлӗхсен Канашӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Эстонири Нарвӑри «Нарспи» ентешлӗхӗн ертӳҫи Лидия Григорьева, Крымран килнӗ Николай Трапунин, Мускав чӑвашӗсенчен Владимир Волговский, Самара облаҫӗнчи «Пехил» ертӳҫин ҫумӗ Владимир Равеев, Тутар, Пушкӑрт республикисен, Чӗмпӗр, Красноармейски, Патӑръел, Муркаш ентешлӗхӗсен представителӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вячеслав Оринов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтсе пыраканнисен шутне кӗртнине ӗненмелле мар, ҫакна шута илмелле ҫеҫ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пӗрремӗш ыйтупа ЧР Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова тата культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов доклад турӗҫ, республика Правительстви чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе мӗнлерех ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. Хӑйӗн йӑли-йӗркипе, пултарулӑхӗпе вӑл ачасене те аслисене те ваттисене те пӗрлештерет. Уяв тӗллевӗ — пирӗн мӑн асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр хушшинче туптаса хӑварнӑ авалхи чӑваш культуринче упранса юлнӑ пахалӑха упраса хӑварасси. Ку вӑл тункатана пуҫ ҫапнине тавӑрни мар, ку вӑл пирӗн истори, пирӗн культура, пирӗн пурнӑҫ».

Присутствовавший на Всечувашском Симеке заместитель министра культуры Чувашии Вячеслав Оринов заметил: «В этом празднике проявляется душа народа. Своими традициями и творчеством он объединяет и детей, и взрослых, и стариков. Цель праздника — сохранить то драгоценное, что имеется в древней чувашской культуре, ковавшейся веками нашими предками. Это не возрождение язычества, это наша история, наша культура, наша жизнь».

«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html

Ӳкерӳ ӗҫне Валерий Иовлев, Вячеслав Оринов режиссерсем пуҫӑнчӗҫ.

Приступили к съемкам режиссеры Валерий Иовлев, Вячеслав Оринов.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Вячеслав Оринов ашшӗ-амӑшне ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Вячеслав Оринов Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ кризиса хирӗҫле мерӑсене пурнӑҫа тата бюджета тупӑш кӗртессишӗн тӑрӑшнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Унтан вара ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ертсе пыракан информушкӑн членӗсем, район ертӳҫисем, депутатсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ организаци-предприяти ертӳҫисем ҫур ҫула яхӑн каялла уҫӑлнӑ «Хӗвел» ача садӗнче пулса курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Театр Ӗҫченӗсен отчетпа суйлав конференцине ЧР культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов, РФ Театр ӗҫченӗсен союзӗн регионсемпе ӗҫлекен пайӗн тӗп специалисчӗ Маргарита Сильянова хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех