Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Огнянов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Огнянов Стара планина тӑрӑх виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши ҫӳрерӗ.

Уже три дня и три ночи скитался Огнянов по Стара-планине.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов пуҫне ярса тытса кӑварлӑ урам тӑрӑх чупрӗ, туллиех хӗвӗшекен тӗрӗксен хушшине кӗрсе куҫран ҫухалчӗ.

Очертя голову, Огнянов бросился бежать по пылающей улице, кишмя кишевшей свирепыми турками, и скрылся в их толпе.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫав вырӑналла Муратлийскисен ҫурчӗ пуррине асне илчӗ Огнянов

Огнянов вспомнил, что в том месте стоял дом госпожи Муратлийской…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов Вырлиштницӑ шывӗ патне ҫитиччен тӗттӗм те пулса тӑчӗ.

Было уже совсем темно, когда Огнянов добежал до устья реки Вырлиштницы.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов тӗлӗнсе кайрӗ.

Огнянов удивился.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл сирӗн патӑрта-и? — каллех ыйтрӗ Огнянов.

— Она у вас? — проговорил Огнянов.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов пӑтранчӑк шыв урлӑ каҫрӗ те ҫав ӗшеннӗ хӗрарӑм патне хашкаса ҫитрӗ.

Огнянов перебрался через мутный поток и пошел навстречу измученной матери.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов чӗреслетсе ҫӑван ҫумӑр витӗр хирӗҫ пыракан халӑх хушшинче кӗтмен ҫӗртен пӗр паллакан хӗрарӑма курах кайрӗ.

Неожиданно Огнянов разглядел сквозь завесу дождя и узнал среди встречного потока людей одну женщину — первую, кого он узнал в этой сутолоке.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ирӗксӗрех пӗшкӗнчӗ те пӗчӗк ачана алла илсе малалла утрӗ.

Огнянов невольно нагнулся, поднял младенца и пошел дальше…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр чуллӑ сӑрт хӗррипе пӑрӑнса кӗнӗ чух Огнянов ҫырмана ӳкнӗ ачана асӑрхарӗ, юнланса пӗтнӗ ача, чупа-чупа халран кайнӑскер, хӑраса ӑсран каясса ҫитнӗ май, вӑл чӗрене хайӑрса кӑларас пек кӑшкӑрать.

Огибая один утес, Огнянов увидел маленького мальчика, упавшего в реку; обезумевший от страха, обессиленный бегом, окровавленный, он с душераздирающим криком взывал о помощи.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов кашни ярса пусмассерен ҫакӑн пек ушкӑнсемпе тӗл пулать, хушӑран вӑл ҫӗр ҫинче выртакан ҫурри вилнӗ-ҫурри вилеймен хӗрарӑмсенчен такӑна-такӑна иртет; лешсем пулӑшу кӗтсе акӑш-макӑш кӑшкӑраҫҫӗ те, анчах вӗсене никам та пырса тӑратмасть…

Огнянов на каждом шагу сталкивался с этими смятенными толпами, порой спотыкался о тела упавших на землю выбившихся из сил женщин; они отчаянно вопили о помощи, но никто их не поднимал.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов айлӑмалла чупса анчӗ йывӑҫ тӗмисем урлӑ сике-сике каҫса вӑл каялла чупрӗ, Клисурӑ патнелле юхакан шыв хӗррине тухрӗ.

И он бросился вниз, в долину; спустившись, вернее, стремительно скатившись с поросших кустарником обрывов, он побежал назад, к устью реки, к Клисуре.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Муратлийскисем пурӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта Огнянов часах шыраса тупрӗ, вӑл Рада пӳлӗмен икӗ чӳречине те палласа илчӗ.

Поискав глазами двухэтажный дом, в котором жила госпожа Муратлийская, Огнянов вскоре нашел его и с трепетом узнал оба окна комнаты Рады.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов калама ҫук пысӑк хуйха ӳкрӗ.

Невыразимая скорбь отразилась на лице Огнянова.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ӑнсӑртран хӑйӗн юнпа вараланнӑ сылтӑм аллине пӑхрӗ те вӑл Кандов юнӗ иккенне асне илчӗ.

Случайно Огнянов бросил взгляд на свою правую руку, запачканную кровью, и понял, что это кровь Кандова.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов йӗрет.

Огнянов плакал.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь ӗнтӗ Огнянов Вырлиштницӑ тӑвӗн чул хушшинчи сулахай хысакӗнче тӑрать, аялта шыв юхса выртать.

Теперь Огнянов стоял в верховьях Вырлиштницы, на левом склоне ущелья, по дну которого протекала река.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксен пӗр ушкӑнӗ ун патнелле пере-пере хӑпаратчӗ ӗнте, вӗсен тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри тӳпе тӑрринчен персе те Огнянов хӑй йӑлтах юнланса пӗтнӗ, тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тумтирне икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ, тӑшман пулинчен ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса, ун серепинчен хӑтӑлчӗ…

когда турки уже взбирались на насыпь укрепления, а другой их отряд стрелял с ближайшей высоты, — окровавленный, черный от порохового дыма, с двумя дырками в одежде, он каким-то чудом избежал вражеских пуль и вырвался из рук неприятеля…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫавӑн чухне инҫетри тусем ҫинчеччӗ.

А в это самое время Огнянов был уже далеко в горах.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхавҫӑсем куҫран ҫухалчӗҫ, Христо бай Огнянов окопӗсем патӗнче пулнӑранпа нумай та вӑхӑт иртменччӗ-ха.

И повстанцы скрылись из виду, очевидно, Христо еще недавно был на укреплении Огнянова.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех