Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ньютон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен, чӑн та, уни-куни пуҫтарӑннӑ: Ньютон пан улмийӗ, Лавуазье тата ҫакнашкал ытти япала; анчах кусем пурте, паллӑран та паллӑ Калиострӑн циклопла пӗлӗвӗсемпе танлаштарсан, ниме тӑманлӑх кӑна.

У них накопилось кое-что, правда: Ньютоново яблоко, Лавуазье и т.п., но какими пустяками казалось это в сравнении с циклопическими знаниями знаменитого Калиостро!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Ку Ньютон биномӗ пулчӗ.

Это был бином Ньютона.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ак ҫакна-и? — терӗ Володя, вара мана Ньютон биномне ӑнлантарма пикенчӗ, анчах вӑл, питӗ хӑвӑрт та ӑнланмалла мар калаканскер, ман куҫра эпӗ вӑл пӗлни тӗлӗшпе иккӗленнине курчӗ те Дмитрий ҫине пӑхрӗ, ун куҫӗнче те ҫакна курса пулас, хӗрелсе кайрӗ, апла пулин те эпӗ ӑнланман япала ҫинчен калама чарӑнмарӗ.

Вот это? — сказал Володя и начал мне объяснять бином Ньютона, но так скоро и неясно, что, в моих глазах прочтя недоверие к своему знанию, он взглянул на Дмитрия и, в его глазах, должно быть, прочтя то же, покраснел, но все-таки продолжал говорить что-то, чего я не понимал.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хальхи пекех астӑватӑп, ку ыйтусем: ҫыхӑнусен теорийӗсем тата Ньютон биномӗ.

Это были, как теперь помню: теории сочетаний и бином Ньютона.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак тарӑн та яр-уҫӑ тӗрӗслӗхсем ҫинчен каланӑ чух вӑл ҫакна хушса калама нихҫан та манмӑн: ҫавӑн пиркиех Платон турра геометр тенӗ, Ньютон турӑ ятне асӑннӑ чух шлепкине хывнӑ, тесе хунӑ.

При развитии этих глубоких и ясных истин он никогда не забывал прибавить, что поэтому Платон и называл бога геометром, а Ньютон снимал шляпу, когда произносил имя божье.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Декарт та, Гассенди те, Лейбницпа Ньютон та, Бинэ те, Клод Бернар та йӑнӑшма пултарнӑ.

Декарт и Гассенди, Лейбниц и Ньютон, Биша и Клод Бернар могут ошибаться.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Эпир ӑна Кирсанов кабинетӗнче Апокалипсиса Ньютон ӑнлантарса ҫырнине вуласа ларнине куртӑмӑр, ҫавӑн хыҫҫӑн тата икӗ ҫултан вӑл Петербургран тухса кайнӑ, Кирсановпа хӑйӗн ик-виҫӗ чи ҫывӑх тусне: манӑн кунта урӑх нимӗн тумалли те ҫук, эпӗ тума пултарнине пурне те турӑм, тепӗр виҫӗ ҫул иртсен тин ытларах тума май килӗ, халӗ эпӗ виҫӗ ҫуллӑха ирӗклӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫак виҫӗ ҫул хушшинче малашнехи ӗҫе тума хатӗрленесшӗн, тенӗ.

Года через два после того, как мы видим его сидящим в кабинете Кирсанова за ньютоновым толкованием на Апокалипсис, он уехал из Петербурга, сказавши Кирсанову и еще двум-трем самым близким друзьям, что ему здесь нечего делать больше, что он сделал все, что мог, что больше делать можно будет только года через три, что эти три года теперь у него свободны, что он думает воспользоваться ими, как ему кажется нужно для будущей деятельности.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑна эпир кайран ҫеҫ пӗлтӗмӗр, ун чухне вара эпир ҫакна куртӑмӑр: вӑл нумайччен ҫухалса пурӑнчӗ, унтан вара, — Кирсанов кабинетӗнче Ньютон Апокалипсисне мӗнле ӑнланмалла-ха тесе шухӑшласа лариччен икӗ ҫул маларах Петербурга таврӑнчӗ, — филологи факультетне вӗренме кӗчӗ, — малтан вӑл естествознани факультетӗнче пулнӑ, — ҫавна ҫеҫ пӗлтӗмӗр.

Это стало известно только уже после, а тогда мы видели, что он долго пропадал, а за два года до той поры, как сидел он в кабинете Кирсанова за толкованием Ньютона на Апокалипсис, возвратился в Петербург, поступил на филологический факультет, — прежде был на естественном, — и только.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ньютон ку асӑрхаттарусене ватӑлса ҫитсен, ҫурри ӑсран тайӑлнӑ чухне ҫырнӑ.

Ньютон писал этот комментарий в старости, когда был наполовину в здравом уме, наполовину помешан.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Калама ҫук ӑслӑ ӗҫ, Ньютон тупнӑ законпа танлашмалла.

Величайшее дело, стоит Ньютонова открытия.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑнах та, нумайччен тимлесе ӗҫленӗ хыҫҫӑн, 1935 ҫулта, Крылов Ньютон шухӑшлавне йӗркипе уҫса парать.

И действительно, после настойчивой, кропотливой работы Крылов в 1935 году восстановил весь ход рассуждений Ньютона.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Крылов Ньютон теорийӗн вӑрттӑнлӑхне уҫма тӗллев лартать.

Крылов решил попытаться восстановить теорию Ньютона.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӑна Ньютон таблицисем кӑсӑклантарса яраҫҫӗ.

Его заинтересовали таблицы Ньютона.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫав ҫыхӑран Ньютон ҫырӑвӗсем те сиксе тухнӑ.

В том числе были и письма Ньютона.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ньютон вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫӗр ҫултан пӗр ҫуртӑн маччи ҫинче, выртакан ҫӗтӗк-ҫатӑкпа ӑпӑр-тапӑр хушшинче сӳслене пуҫланӑ кивӗ ҫырусен ҫыххине тупаҫҫӗ.

Через сто лет после смерти Ньютона на чердаке одного дома среди груды разного тряпья и хлама нашли связку старых, полуистлевших писем.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Флемстидпа Ньютон тахҫанах ҫӗре кӗнӗ.

Давно умер Флемстид и не стало Ньютона.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кунсӑр пуҫне Ньютон Флемстидран ҫак таблицӑсене вӑрттӑнлӑхра тытма ыйтнӑ.

И вообще Ньютон просил Флемстида таблиц не разглашать.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен Ньютон хурав ҫырса янӑ.

Прошло немного времени, Ньютон написал ответ.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

1694 ҫулта Флемстид астроном Ньютон патне ҫыру янӑ.

Однажды, в 1694 году, астроном Флемстид прислал Ньютону письмо.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

200 ҫул маларах вара Лондонра Крылов ҫав тери хисеплекен чаплӑ ученӑй Ньютон ӗҫлесе пурӑннӑ.

Два столетия назад в Лондоне жил и творил великий Ньютон, столь почитаемый Крыловым.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех