Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мери (тĕпĕ: мера) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мери, акӑ вӑл — Комендант.

Мери, вот Комендант.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Мери урӑх нихӑҫан та пӳрт алӑкӗнчен тухмӗ.

Мери никогда больше не выйдет из дверей дома.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мери те сана ҫакнашкал тархасланӑ!

— Мери так же просила тебя!

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мери каять-каятех, таврӑнать те — тепӗр куннех ӑна вӗрилентерсе пӑрахать, вӑл аташма пуҫлать; пӑсӑк ҫанталӑкпа каҫхи йӗпхӳ хыҫҫӑн ӳпкине илнӗ, — ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗ хӗрарӑмӗ чӗннипе хуларан килнӗ тухтӑр ҫапла ӑнлантарса панӑ.

Мери сходила, вернулась, а на другой день слегла в жару и бреду; непогода и вечерняя изморось сразила ее двухсторонним воспалением легких, как сказал городской врач, вызванный добросердной рассказчицей.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах Мери кӳршӗ хӗрарӑмӗн сӑмахне тӑнламасть.

Но Мери не послушалась советов соседки.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Мери, ҫумӑр пӗрӗхет, лачкам пулатӑн, — тенӗ вӑл, — ҫилпе пӗрле шалкам ҫумӑр килесси те инҫе мар».

«Ты промокнешь, Мери, накрапывает дождь, а ветер, того и гляди, принесет ливень».

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Килте… ҫимелли пӗр тӗпренчӗк те ҫук, — тет Мери кӳршӗ хӗрарӑмне.

— У нас в доме нет даже крошки съестного, — сказала Мери соседке.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Темӗнле тархасласан та Мери Меннерсран пулӑшу кӗтсе илеймест.

Мери ничего не добилась от Меннерса.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ӑна ҫиччӗ тӗлнелле Лисс ҫулӗ ҫинче тӗл пулать, йӗрсе пӗтнӗ, сӳрӗк Мери ӑна венчет ҫӗррине саклата хывма хулана каясси ҫинчен пӗлтерет.

Около семи рассказчица встретила ее на дороге к Лиссу, заплаканная и расстроенная Мери сказала, что идет в город заложить обручальное кольцо.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мери ун патне каҫхине ултӑ сехетре кайнӑ-мӗн.

Мери пошла к нему в шесть часов вечера.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ синкерлӗ ӗҫ ҫинчен каласа пачӗ, ҫав хушӑрах хӑйне хӑй пӳлсе хӗр ачапа кӑмӑллӑн пуплекелерӗ, Лонгрена Мери ҫӑтмаха лекнине ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Женщина рассказала печальную историю, перебивая рассказ умильным гульканием девочке и уверениями, что Мери в раю.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мери хӑҫан вилчӗ? — ыйтрӗ вӑл.

— Когда умерла Мери? — спросил он.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗчӗк пӳртри ҫӗнӗ япала — ача кравачӗ — патӗнче Мери вырӑнне кулянакан кӳршӗ хӗрарӑмӗ тӑрать.

Вместо нее, у детской кроватки — нового предмета в маленьком доме Лонгрена — стояла взволнованная соседка.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӳрт умӗнче ӑна яланах арӑмӗ Мери кӗтсе илетчӗ.

На пороге дома его всегда встречала жена Мери.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эпӗ Олд-Джурире пӗр пӗчӗкрех ҫуртӑн пӗр пайне хваттер илтӗм те, тусӑмсем канаш панипе Ньюгет урамӗнчи чӑлхаҫӑн мистер Эдмонд Бертонӑн иккӗмӗш хӗрне, мисс Мери Бертона, качча илтӗм, хӗрӗшӗн мана тӑватҫӗр кӗренке хулӑм укҫи пачӗҫ.

Я снял часть небольшого дома на Олд-Джури и, по совету друзей, женился на мисс Мери Бертон, второй дочери мистера Эдмонда Бертона, чулочника с Ньюгет-стрит, за которой взял четыреста фунтов приданого.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӗсем мана тӗрӗслесе-туса ытлашши вӑхӑт ирттермерӗҫ, старик манӑн алӑсене чӑмӑртать те чӑмӑртать; унӑн арӑмӗ ҫак вӑхӑтра пирӗн тавра кускала тӑрать, макӑрса та илет, кулкалать те, унтан вӗсем иккӗшӗ те мана ыйтусем пама тытӑнчӗҫ: Сид ҫинчен те, Мери ҫинчен те, пӗр сӑмахпа, мӗнпур тӑванӗсем ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Но особенно разбираться было некогда; старик схватил меня за руки и давай пожимать, а его жена в это время так и прыгает вокруг нас, и плачет, и смеется; потом оба они засыпали меня вопросами про Сида, и про Мэри, и вообще про всех родных.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мери Джейн пуринчен те лайӑхрахчӗ ҫав, унӑн кӑмӑлӗ те ытти хӗрсен пек мар ҫепӗҫчӗ.

Мэри-Джейн была лучше всех, и характера у нее было куда больше, чем у других девушек.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах ҫурт ҫывӑхӗнчен чупса иртнӗ чух Мери Джейн кантӑкӗ сасартӑк ҫуталса кайрӗ, — савӑннипе манӑн чӗре чутах сиксе тухатчӗ, анчах эпӗ тытӑнса тӑма пултараймарӑм, часах ҫурт та, ытти те пӗтӗмпех ман хыҫра, тӗттӗмре курӑнми пулчӗ вара, вӗсене эпӗ урӑх нихҫан та курас ҫук ӗнтӗ терӗм хам ӑшра.

Но в конце концов в ту самую минуту, когда я бежал мимо, — раз! — и вспыхнул огонек в окне Мэри-Джейн, и сердце у меня как забьется, чуть-чуть не выскочило; и в ту же секунду и дом и все прочее осталось позади меня в темноте, и я знал, что уж больше никогда ничего этого не увижу.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кунашкал йывӑр хуйхӑ манӑн хальччен нихҫан та пулманччӗ, эпӗ ухмахах тухаттӑм, пӗртте хам шутланӑ пек пулмарӗ-ҫке, йӑлтах урӑхла килсе тухрӗ: ҫак кулӑшла пӑтӑрмах ҫине аякран пӑхса киленмеллеччӗ ҫеҫ, хӑҫан тарас килнӗ, ҫавӑн чух тарма пулатчӗ, Мери Джейн мана хӑрушӑ самантра пулӑшма, ҫӑлса ирӗке кӑларма пултаратчӗ; халӗ ӗнтӗ ун вырӑнне пӗр татуировка кӑна ҫӑлма пултарать.

Такой страшной беды со мной еще никогда не бывало, и я вроде как одурел, — все вышло не так, как я думал, а совсем по-другому: вместо того чтобы любоваться на всю эту потеху со стороны и удрать когда вздумается, вместо Мэри-Джейн, которая поддержала бы меня, спасла и освободила бы в решительную минуту, теперь одна татуировка могла спасти меня от смерти.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пирӗн ҫурт патӗнчен иртнӗ чух эпӗ Мери Джейна хуларан ахалех кӑларса ятӑм тесе кулянса пытӑм, мӗншӗн тесен халӗ эпӗ ӑна паллӑ панӑ пулӑттӑм та, вӑл мана ҫӑлма чупса тухнӑ пулӗччӗ, пирӗн ултавҫӑсене тытма пулӑшӗччӗ.

Когда мы проходили мимо нашего дома, я пожалел, что услал Мэри-Джейн из города, потому что теперь стоило мне только подать ей знак — она выбежала бы и спасла меня и уличила бы наших мошенников.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех