Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кирек сăмах пирĕн базăра пур.
Кирек (тĕпĕ: кирек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ пӗрре йыша лекрӗн ӗнтӗ кирек хӑҫан та пулӑшу пулать, Сережа.

Ты сейчас попал в группу, всегда будет поддержка, Сережа.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Мана, кирек хӑҫан та тутӑ та питӗскере, нимле лайӑх мар пулса кайрӗ.

Мне, всегда сытому и одетому, стало стыдно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кирек мӗн пулсан та манӑн Виктора курасах пулать.

Нужно было во что бы то ни стало разыскать Виктора.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Кӑмӑлу пулсан, Сережа, эпӗ сана кирек хӑҫан та хам асӑмра тытӑп, — терӗ вӑл малалла.

— Если хочешь, Сережа, — продолжала она, — я всегда буду помнить о тебе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Вӑл санран хаюллӑрах, туслӑхшӑн кирек мӗн тума та хатӗр» тени ӗнтӗ калаҫура килӗшӳ тупас тесе каланӑ сӑмах ҫеҫ.

Фраза: «Он смелее тебя и готов на любые поступки во имя дружбы» — была произнесена Виктором из дипломатических соображений.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл санран хӑюллӑрах, туслӑхшӑн кирек мӗн тума та хатӗр.

Он смелее тебя и готов на любые поступки во имя дружбы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Виктор пӗр ывӑҫ ҫинчен теприн ҫине «сывлӑш» пистолечӗ пӑрахрӗ; ҫакӑн пек пистолетпа тирта переҫҫӗ, — вӑл пирӗн ушкӑнӑн чысӗпе чапӗ, кирек мӗн ту.

 — Виктор перебросил с ладони на ладонь пистолет — нашу красу и гордость, — ты волен решать, как угодно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Пӗчӗкҫӗ пӑта пур, кирек мӗнле шӑтӑка та кӗрет.

 — Есть такой маленький гвоздь, который лезет в любую дырку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Моряксен пӳлӗхлӗ кайӑкӗсем ҫунаттисемпе тинӗсе тивнӗ-тивмен ярӑнса анса, хӑйсем валли кирек хӑҫан та апат тупакан пулӑҫӑсен караванӗ килнине кӑшкӑрса саламлаҫҫӗ.

Священные птицы моряков, в поисках пищи низко, почти касаясь крыльями моря, как бы приветствовали приход рыбачьего каравана.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кирек мӗн пулсан та, пӗр тытӑннӑ ӗҫе тӑвать-тӑватех ӗнтӗ.

Конечно, начатое дело он безусловно закончит.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пумилкке кирек хӑҫан та ҫапла пулать ӗнтӗ.

Так всегда бывает на поминках.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах аннен чӗри пуринчен маларах сисет, вӑл кирек кам кӑмӑлне те лайӑхрах туйса тӑрать.

Сердце матери видит дальше всех и чует лучше, чем чье-либо другое сердце.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Дисциплинӑна пӑхӑнса, Казаков, паллах, командирӑн кирек хӑш приказне те, хӑйӗн чунне килӗшмен приказа та пурнӑҫланӑ пулӗччӗ.

Подчиняясь дисциплине, Казаков, конечно, выполнил бы любой приказ командира, даже тот, который был бы ему не по душе.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл разведкӑна хӑй кӑна мар, ҫӗнӗ тӗнче хушнипе тунине туять, ҫав тӗнче ӑна мала кайма хушать, вӑлах, хӑй янӑ теветкел ҫынна кирек мӗнле асапа лексен те, пулӑшу парать.

Он чувствовал, что ведет разведку не только от себя, но и от имени того нового мира, который послал его вперед, поддерживая своего отчаянного посланца во всех его мытарствах.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл фашизм капитуляци туни ҫинчен историлле пӗлтерӗве ҫарсене каласа пама кирек хӑш минутра та хатӗр.

Она готова к тому, чтобы в любую минуту передать войскам историческое сообщение о капитуляции фашизма.

XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл ӑна: «Мӗн хушатӑн, саншӑн эпӗ кирек мӗн тума та хатӗр», — тет.

Скажет: «Что хочешь, я всё для тебя сделаю».

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кирек ӑҫта тарса ҫӳресен те, пурпӗр пирӗннисем патне килет, — калаҫаҫҫӗ юлташӗсем.

— Где ни побегает, все равно к нашим придет, — рассуждали товарищи.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Унӑн пӗлӗвӗсем те Сагайдӑннинчен тарӑнрах, вӑл кирек мӗнле ӗҫе те Сагайдӑран меллӗрех, тавҫӑруллӑрах тӑвать.

Знания его были более глубокие, чем у Сагайды, решения более гибкие и дальновидные.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кирек хӑҫан та Кармазин хыпаланмасӑр утнӑ, вӑл пӑтӑрмахсем вӑхӑтӗнче ыттисем пек чупма тытӑннине никам та астумасть.

Никто не помнил, чтобы он при каких бы то ни было обстоятельствах изменил своей степенной походке и пустился бегом, как другие.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кирек мӗне те тӗплӗн шухӑшласа тӑвакан асӑрхануллӑ Антоныч чи йывӑр самантсенче те лӑпкӑлӑхне ҫухатман, хӑйне хӑй тытма пӗлнӗ.

Осторожный, рассудительный, вдумчивый, он в самые критические минуты не терял спокойствия и самообладания.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех