Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫар сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫар (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана кансӗрленӗшӗн каҫар эсӗ мана, талайӗ манӑн, мур илесшӗ, ҫавнашкал!

— Ты меня прости, что я растревожил тебя, — черт знает, что за характер!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ мана каҫар хытӑрах каланӑшӑн.

Ты извини меня за некоторую резкость и грубость.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чӗлхешӗн те каҫар, так ахаль персе ятӑм, хӗрсе кайнипе…

— И за язык мой прости — просто так брякнул, с пылу…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каҫар эс мана, каяннӑя, — йынӑшрӗ Саввушкӑ ҫаплах чӗтрекен сассипе.

— Прости ты меня, окаянного, — с неутихающей дрожью в голосе ныл Саввушка.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ райкомра ӗҫлетӗн пулин те, тен, самай пысӑк пуҫлӑх, анчах, ман шутпа, ишме вӗренеймен-ха, каҫар та, купарчу пӗтӗмпех курӑнать!

Хоть ты и в райкоме работаешь, и, может, начальник не маленький, а по мне — мелко ты еще плаваешь, вся задница, извини, у тебя наружу!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫаплах каларӗ, тет, аннӳне: «Леш енне каҫар кӑна — сирӗн Григорие чи малтан мӑя пӑяв тӑхӑнтаратпӑр. Эпӗ, — тесе калать, тет, — уншӑн хӗҫе те вараламастӑп!»

Матери так и сказал: «Как перейдем на энту сторону — Григорий ваш первый очередной будет на шворку. Висеть ему на самом высоком дубу. Я об него, говорит, и шашки поганить не буду!»

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Сывӑ пул, каҫар, ӗлӗкхи савни, Ӗлӗкхи савни, ват кӑркка ами!..»

«Ты прости-прощай, любовь прежняя, Любовь прежняя, черт паршивая!..»

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӳрентертӗм пулсан, тупата… каҫар мана!

Ежели обидел, ты прости… ей-богу!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ах, каҫар, каҫар старике, мансах кайнӑ.

— Ах, прости, прости старика, запамятовал.

«Сирӗн Парижра ӗҫсем мӗнле?» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Ах, каҫар, каҫар, — тенӗ Суворов.

— Ах, прости, прости! — извинился Суворов.

«Сирӗн Парижра ӗҫсем мӗнле?» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

«Эс каҫар, сыв пул, ӑш вӑркатмӑшӗ!» — юрӑ сӑмахӗсемпе калаҫса илчӗ вӑл, хӑйсен калинккинчен кӗнӗ май.

«Ты прости-прощай, сухота моя!» — проговорил он словами песни, входя в калитку своего база.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫар мана, Сережа, — терӗ Лена, юлташӗ пурӑнакан пӳрт хапхи тӗлне ҫитсен, — эпӗ сана кӳрентерес темен.

— Прости меня, Сережа, — сказала Лена, когда они подошли к воротам ее подруги, — я не хотела тебя обидеть.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ каҫар мана, кӑштах сыпнӑ эпӗ…

Ты только меня извини, я малость выпил…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫар.

Прости.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ, Илья Митрич, пӗр хӑрамасӑрах выртатӑн пулӗ те, каҫар пире…

— Ты, Илья Митрич, может, без опаски ложишься, так ты извиняй…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ пирӗн райсовет депутачӗ пулсан та, — вӑрҫӑччен, астӑватӑн-и, ҫынсем саншӑн аллисене кар тӑратрӗҫ, — анчах вӑхӑт нумай иртрӗ, халӗ эсӗ пирӗн мирлӗ пурнӑҫри йӗркесене пӗлсех каймастӑн, — каҫар, ку сӑмаха сана тӳрех калама тивет…

— И хотя ты депутат нашего райсовета, до войны, помню, люди дружно за тебя голосовали, но времени прошло много, и ты наших мирных порядков теперь не знаешь — извини, приходится тебе и это сказать…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Гриша, каҫар.

— Гриша, прости!

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫар, турӑҫӑм, хӗрхен!»

Пожалей, Господи, смилуйся!»

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳлти турӑ амӑшӗ, каҫар мана, ҫылӑхлӑскерне.

Царица Небесная, прости меня, грешницу.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ун пекех чӗресӗр ан пулсам ӗнтӗ, каҫар ӑна: Данило сана урӑх кӳрентермӗ!»

— Не будь неумолим, прости Данила: он не огорчит больше тебя!

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех