Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иосафат (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун вырӑнне Иорам [Охозия пӗртӑванӗ] патшана ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн Охозиян ывӑл пулман; ку ӗҫ Иосафат ывӑлӗ Иорам иккӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне пулса иртнӗ.

И воцарился Иорам [брат Охозии], вместо него, во второй год Иорама, сына Иосафатова, царя Иудейского, так как сына у того не было.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Иудея патши Иосафат вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Охозия Израиль патшҫине ларнӑ; Израиле [Самарире] икӗ ҫул тытса тӑнӑ, 52. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, вӑл ашшӗ ҫулӗпе, амӑшӗ ҫулӗпе, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ: 53. вӑл Ваала пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна пуҫҫапнӑ, ашшӗ тунӑ ӗҫсенех туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.

51. Охозия, сын Ахава, воцарился над Израилем в Самарии, в семнадцатый год Иосафата, царя Иудейского, и царствовал над Израилем [в Самарии] два года, 52. и делал неугодное пред очами Господа, и ходил путем отца своего и путем матери своей и путем Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех: 53. он служил Ваалу и поклонялся ему и прогневал Господа Бога Израилева всем тем, что делал отец его.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Иосафат ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ.

50. И почил Иосафат с отцами своими и был погребен с отцами своими в городе Давида, отца своего.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах Иосафат килӗшмен.

Но Иосафат не согласился.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

48. Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.

48. [Царь] Иосафат сделал корабли на море, чтобы ходить в Офир за золотом; но они не дошли, ибо разбились в Ецион-Гавере.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Иосафат Израиль патшипе килӗшӳ тунӑ.

44. Иосафат заключил мир с царем Израильским.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Иосафат пур тӗлӗшпе те хӑй ашшӗ Аса ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ.

43. Он ходил во всем путем отца своего Асы, не сходил с него, делая угодное пред очами Господними.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ахав Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине Аса ывӑлӗ Иосафат вара Иудея патшине ларнӑ пулнӑ.

41. Иосафат, сын Асы, воцарился над Иудеею в четвертый год Ахава, царя Израильского.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иосафат кӑшкӑрса янӑ.

И закричал Иосафат.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули патне тухса кайнӑ.

29. И пошел царь Израильский и Иосафат, царь Иудейский, к Рамофу Галаадскому.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе калаҫнӑ.

10. Царь Израильский и Иосафат, царь Иудейский, сидели каждый на седалище своем, одетые в царские одежды, на площади у ворот Самарии, и все пророки пророчествовали пред ними.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ.

И сказал Иосафат: не говори, царь, так.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулатчӗ, тенӗ.

7. И сказал Иосафат: нет ли здесь еще пророка Господня, чтобы нам вопросить чрез него Господа?

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иосафат Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.

5. И сказал Иосафат царю Израильскому: спроси сегодня, что скажет Господь.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ.

И сказал Иосафат царю Израильскому: как ты, так и я; как твой народ, так и мой народ; как твои кони, так и мои кони.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Виҫҫӗмӗш ҫулӗнче Иосафат — Иудея патши — Израиль патши патне пынӑ.

2. На третий год Иосафат, царь Иудейский, пошел к царю Израильскому.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иосафат ларнӑ.

И воцарился Иосафат, сын его, вместо него.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче; 9. Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра; 10. Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ; 11. Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ; 12. Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те; 13. Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ; 14. Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра; 15. Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ; 16. Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра; 17. Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче; 18. Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче; 19. Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче.

8. Вот имена их: Бен-Хур - на горе Ефремовой; 9. Бен-Декер - в Макаце и в Шаалбиме, в Вефсамисе и в Елоне и в Беф-Ханане; 10. Бен-Хесед - в Арюбофе; ему же принадлежал Соко и вся земля Хефер; 11. Бен-Авинадав - над всем Нафаф-Дором; Тафафь, дочь Соломона, была его женою; 12. Ваана, сын Ахилуда, в Фаанахе и Мегиддо и во всем Беф-Сане, что близ Цартана ниже Иезрееля, от Беф-Сана до Абел-Мехола, и даже за Иокмеам; 13. Бен-Гевер - в Рамофе Галаадском; у него были селения Иаира, сына Манассиина, что в Галааде; у него также область Аргов, что в Васане, шестьдесят больших городов со стенами и медными затворами; 14. Ахинадав, сын Гиддо, в Маханаиме; 15. Ахимаас - в земле Неффалимовой; он взял себе в жену Васемафу, дочь Соломона; 16. Ваана, сын Хушая, в земле Асировой и в Баалофе; 17. Иосафат, сын Паруаха, в земле Иссахаровой; 18. Шимей, сын Елы, в земле Вениаминовой; 19. Гевер, сын Урия, в земле Галаадской, в земле Сигона, царя Аморрейского, и Ога, царя Васанского.

3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иодай ывӑлӗ Ванея — хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ, 24. Адорам — хырҫӑ пуҫтараканӗ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 25. Суса ҫыруҫӑ пулса тӑнӑ; Садокпа Авиафар унчченхи пекех тӗп священниксем пулнӑ; 26. ҫавӑн пекех Давид патӗнче Иаир ҫынни Ира та священник пулнӑ.

а Ванея, сын Иодаев, - над Хелефеями и над Фелефеями; 24. Адорам - над сбором податей; Иосафат, сын Ахилуда - дееписателем; 25. Суса - писцом; Садок и Авиафар - священниками; 26. также и Ира Иаритянин был священником у Давида.

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 17. Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Ахимелех — священниксем, Сераия — ҫыруҫӑ, 18. Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен# пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнчи пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.

16. Иоав же, сын Саруи, был начальником войска; и Иосафат, сын Ахилуда, - дееписателем; 17. Садок, сын Ахитува, и Ахимелех, сын Авиафара, - священниками, Сераия - писцом; 18. и Ванея, сын Иодая - начальником над Хелефеями и Фелефеями, и сыновья Давида - первыми при дворе.

2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех