Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Иеровоам тата йӗрӗхсене пуҫҫапса тӑма сӑрт-ту тӳпемӗнче ҫурт тутарнӑ, унта ӗҫлесе тӑма халӑх хушшинчен священниксем суйласа лартнӑ, лешӗсем Левий ывӑлӗсем пулман.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара, канашласа пӑхса, Иеровоам икӗ ылтӑн пӑру кӗлетки тутарнӑ та [халӑха] каланӑ: сирӗн Иерусалима ҫӳреме кирлӗ мар; эй Израиль, акӑ санӑн туррусем, хӑвна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турӑсем, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать; 27. ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иеровоам ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ ҫинче Сихем хулине ҫирӗплетсе лартнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; унтан Пенуил хулине туса лартнӑ.25. И обстроил Иеровоам Сихем на горе Ефремовой и поселился в нем; оттуда пошел и построил Пенуил.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иеровоам [Египетран] таврӑнни ҫинчен илтсессӗн, израильсем ӑна ҫын ярса пухӑва чӗнтерсе пынӑ та ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗн патшине лартнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон патшаран тарса кайнӑ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫаплах Египетра пулнӑ-ха, ӗнтӗ вӑл ҫак хыпара илтнӗ те Египетран каялла таврӑннӑ; 3. ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Соломон ӗнтӗ Иеровоама вӗлересшӗн пулнӑ; анчах Иеровоам Египет ҫӗрне Сусаким, Египет патши, патне тухса тарнӑ, вара вӑл Соломон виличченех Египетра пурӑннӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иеровоам паттӑр ҫын пулнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тата Нават ывӑлӗ Иеровоам та — Ефрем ҫынни, Цареда хулинче ҫуралнӑскер — патша ҫине алӑ ҫӗкленӗ, ун амӑшӗ, тӑлӑх арӑма юлнӑскер, Церуа ятлӑ пулнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.