Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иеровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе, Израиль патшисемпе, пӗрлешнӗ.29. И почил Иеровоам с отцами своими, с царями Израильскими.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ, 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иеровоам, ларнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иоас ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне Иеровоам патшана ларнӑ.13. И почил Иоас с отцами своими, а Иеровоам сел на престоле его.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам килӗн ҫылӑхӗсенчен хӑпайман; ҫылӑхсемпех ҫырлахса пурӑннӑ, Самарире вара чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам ҫылӑхӗсенчен пӑрӑнман.Он не отступал от грехов Иеровоама, который ввел Израиля в грех.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Иосафат вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Иорам Израиль патши пулма ларнӑ, вӑл вуникӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, анчах та ашшӗпе амӑшӗ чухлех иртӗнмен: вӑл Ваал кӗлеткине, хӑйӗн ашшӗ ӑсталанӑскерне, вырӑнӗнчен илсе пӑрахнӑ, 3. апла пулин те Нават ывӑлӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенчен, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхсенчен, хӑпман, ҫавӑн пекех туса тӑнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Иудея патши Иосафат вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Охозия Израиль патшҫине ларнӑ; Израиле [Самарире] икӗ ҫул тытса тӑнӑ, 52. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, вӑл ашшӗ ҫулӗпе, амӑшӗ ҫулӗпе, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ: 53. вӑл Ваала пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна пуҫҫапнӑ, ашшӗ тунӑ ӗҫсенех туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ; 32. Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл пур тӗлӗшпе те Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ, ун ҫылӑхӗсенех туса пурӑннӑ; Иеровоам пекех, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ, 19. хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Вааса ҫинчен, унӑн килӗ ҫинчен, Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ унӑн мӗнпур усал ӗҫӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне Ананий ывӑлӗ Иуй урлӑ каланӑ пулнӑ ӗнтӗ, — Иеровоам пек пулма тӑрӑшса, Вааса хӑй ӗҫӗсемпе Турра ҫиллентерсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн пӗтнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вӑл Хӑйӗн чурине Силом ҫыннине Ахияна каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ, 30. Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн тата вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн, Израилӗн Туррине ҫиллентерсе кӳрентернӗшӗн пулнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патшана ларсассӑн, Вааса Иеровоам килне пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ӑна тӗппипех пӗтернӗ, Иеровоам ӑрӑвӗнче пӗр чӗрӗ чун та хӑварман.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иеровоам ывӑлӗ Нават вара Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа иккӗмӗш ҫулхине Израиль патшине ларнӑ, Израиле икӗ ҫул тытса тӑнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса иудейсен патши пулса тӑнӑ та 10. Иерусалимра хӗрӗх пӗр ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Ана ятлӑ пулнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авияпа Иеровоам хушшинче вӑрҫӑ пулнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.6. И война была между Ровоамом и Иеровоамом во все дни жизни их.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.