Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Урхамахсене Соломон патша валли Египетран тата Куваран кӳрсе тӑнӑ; патша купсисем вӗсене Куваран укҫалла туянса иле-иле килнӗ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн, 47. вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 48. вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 49. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ; 50. Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр; 51. вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑмӑр каланӑччӗ: 16. «Хамӑн Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн израильсен нихӑш йӑхӗнче те хула суйламан; [анчах Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе Иерусалима суйласа илтӗм] тата Хамӑн халӑхӑма Израиле тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман; вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне хунӑ пулнӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа паян кунччен Эпӗ хӑҫан Ҫуртра пурӑннӑ? хӳшӗре те чатӑрта анчах куҫса ҫӳренӗ.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Киней ҫыннисене Саул ҫапла каланӑ: Амалик хушшинчен кайӑр эсир, уйрӑлӑр вӗсенчен, манӑн сире унпа пӗрле пӗтерсе тӑкас марччӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир Израиль халӑхӗ Египетран килнӗ чухне вӗсемшӗн ырӑ пултӑр, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Амалик Израиле мӗн тунине, вӑл Египетран килнӗ чухне унӑн ҫулӗ ҫинче ӑна мӗнлерех хирӗҫ тӑнине аса илтӗм; 3. халӗ кай та Амалика [тата Иерима] аркатса тӑк, унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗтер; [вӗсем патӗнче хӑвна валли нимӗн те ан ил, анчах унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех тӗп ту, тупала;] ӑна хӗрхенсе ан тӑр, упӑшкинчен пуҫласа арӑмӗ таранах, яш ачаран пуҫласа кӑкӑр ачи таранах, вӑкӑрӗнчен пуҫласа сурӑхӗ таранах, тӗвинчен пуҫласа ашакӗ таранах вӗлерсе тух.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иаков Египета куҫса килсессӗн, сирӗн аҫӑрсем Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона янӑ, вӗсем вара сирӗн аҫӑрсене, Египетран илсе тухса, ҫак вырӑна вырӑнаҫтарнӑ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Самуил халӑха Массифӑна Ҫӳлхуҫа патне пуҫтарнӑ та 18. Израиль ывӑлӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ Израиле Египетран илсе тухрӑм, сире Египет ҫыннисен аллинчен тата хӑвӑра пусмӑрласа тӑнӑ мӗнпур патшалӑхсен аллинчен хӑтартӑм.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: халӑх хӑвна мӗн каланине пурне те итле: вӗсем сана мар сивлерӗҫ, Мана сивлерӗҫ, вӗсене Эпӗ патша пулни кирлӗ мар; 8. вӗсем паянхи кун та унчченхи пекех тӑваҫҫӗ; Эпӗ вӗсене Египетран илсе тухрӑм, вӗсем вара, Мана пӑрахса, урӑх турӑсемшӗн ӗҫлесе пурӑнчӗҫ, сан тӗлӗшрен те вӗсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ; 9. эппин, итле вӗсене; анчах хӑйсене тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлтер, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ, 15. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен; 16. Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ; 17. Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аммонсен патши Иеффай элчисене каланӑ: Египетран килнӗ чухне Израиль ман ҫӗрӗме Арнон шывӗнчен пуҫласа Иавокпа Иордан шывӗсем таран туртса илчӗ; ҫавна ху ирӗкӳпе тавӑрса пар мана, [вара каялла кайӑп,] тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гедеон ӑна каланӑ: хуҫамӑм! Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пӗрле пулсан, мӗншӗн-ха пире ҫак хӗн-асап килсе ҫитрӗ, аттемӗрсем пире: «Египетран пире Ҫӳлхуҫа илсе тухрӗ» тесе каласа паратчӗҫ, Унӑн ҫав тӗлӗнмелле хӑвачӗсем ӑҫта вара?
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Галгал хулинчен Бохим теекен вырӑна [тата Вефиль хулине те, Израиль килне те] Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пынӑ та каланӑ [вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать]: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, [сире пама пулса] аҫӑрсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе ҫитертӗм, Эпӗ каларӑм: «Сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ӗмӗрне те пӑсмӑп; 2. эсир те ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе килӗшӗве ан кӗрӗр; [вӗсенӗн туррисене ан пуҫҫапӑр, вӗсенӗн йӗрӗхӗсене ҫапса салатӑр,] вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене аркатӑр» терӗм.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Израиль ывӑлӗсем Египетран илсе тухнӑ Иосифӑн шӑмми-шаккине вара Сихем хулинче — Иаков ӗлӗк Еммор ывӑлӗсенчен, Сихем ашшӗнчен, ҫӗр сикль тӳлесе туяннӑ хирте, кайран Иосиф ывӑлӗсенӗн пай ҫӗрне кӗнӗ вырӑнта — пытарнӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Унпа пӗрле тупӑклӑха чул ҫӗҫӗсем хунӑ: Иисус Израиль халӑхне Египетран илсе тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа хушнипеле, вӗсене Галгал хулинче ҫав ҫӗҫӗсемпе ӳт каснӑ пулнӑ; ҫав ҫӗҫӗсем халӗ те ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.]
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.