Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Гришака (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине пӑртакҫах ӳснӗ Мишаткине лаша ҫине утлантарчӗ те ӑна Дон хӗррине илсе кайса шӑварма хушрӗ, хӑй Натальйӑпа пӗрле Гришака мучипе хунямӑшне курма кайрӗ.

Утром он посадил верхом на коня своего подросшего Мишатку, приказал съехать к Дону и напоить а сам пошел с Натальей проведать деда Гришаку и тещу.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫтан Гришака асаттепе тепӗр виҫӗ старик ҫитсе тухрӗҫ.

Невесть откуда появились дед Гришака и еще трое стариков.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нумайӑшне, вӗсем хушшинче Гришака асаттене те, хутортан чӑнкӑ сӑрт ҫине улӑхичченех ҫавӑтса килнӗ.

Многих из них, в том числе и деда Гришаку, под руки вели на крутую гору от хутора.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро курницӑран Гришака асаттене ҫавӑтса тухрӗ.

Петро из горенки вывел под руку деда Гришаку.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилӗ хуҫана юратнӑ хӗрӗ Гришака хапха уҫса кӗртрӗ, ҫуна патӗнчен аяккалла, юр кӗрчӗ ҫинелле ывтӑнчӗ.

Мертвому хозяину отворила ворота любимая дочь Грипашка и кинулась от саней в сторону, в сугроб.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гришака мучи хӑти ҫинелле тӳррӗн утса кайрӗ.

Дед Гришака пошел прямо на свата.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гришака мучи кӑвакарса тӗссӗрленнӗ тутине мӗкӗлтеттерсе симӗсрех сарӑ мӑйӑхне шӑлса илчӗ те туйипе килӗ еннелле кӑтартрӗ.

Дед Гришака пожевал блеклыми губами, вытер зеленую цветень усов и ткнул костылем в направлении дома.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гришака асатте ал тупанне хӑлхи патне тытрӗ.

Дед Гришака приставил к уху ладонь.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.

Пантелея Прокофьевича с ног шибануло при взгляде на свата: под распахнутой шубой у того виднелись все кресты и регалии за турецкую войну, красные петлички вызывающе сияли на стоячем воротнике старинного мундира, старчески обвисшие шаровары с лампасами были аккуратно заправлены в белые чулки, а на голове по самые восковые крупные уши надвинут картуз с кокардой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватӑлса кайнӑ тата юлашки вӑхӑтра темиҫе шӑл ҫухатма ӗлкӗрнӗ Гришака мучи ӑна картишӗнче хирӗҫ пулчӗ.

Постаревший и уже растерявший несколько зубов, дед Гришака встретил его на базу.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гришака мучи вӗсем калаҫнӑ ҫӗре, сӑмси ҫине куҫлӑх лартса, кӑштӑртатса пычӗ; картишӗнчен Митька чупса кӗчӗ.

Дед Гришака шел на разговор, запрягая нос в очки; с база прибежал Митька.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем умӗнче, чукмар пуҫлӑ туйи ҫине тайӑнса, регалисем ҫакса тултарнӑ кӑвак мундирлӑ Гришака асатте тӑрать.

Впереди них, в сером парадном мундире с регалиями, слег на шишкастый костыль дед Гришака.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир шухӑшламанран инкек курса ларатпӑр та! — хӗрсе кайрӗ Гришака асатте.

— То-то и беда, что ничего не думаете! — горячился дед Гришака.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Гришака мучи, шакӗсене крыльца умне хурса, каялла таврӑнчӗ.

Дед Гришака отнес к крыльцу вентери, вернулся.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсен ҫывӑхӗнченех, шак кӑшӑлне хӑяккӑн тытса, Гришака асатте лӑкӑштатса иртрӗ.

Мимо прошаркал дед Гришака, ободья вентерей нес, держа наотлет.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет умӗнчи стена ҫумне пулӑ тытмалли шаксем ҫакса хунӑ; ҫавсем ҫине пӑхать те Гришака асатте, аллинчи кукӑр туйи ҫине тайӑнса, ҫуркунне ҫывхарса килни тата пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрсене юсаса хума кирли ҫинчен шухӑшлать пулмалла.

Снаружи под навесом, на стенах амбара висели вентери; на них глядел дед Гришака, опираясь на костыль, — видно, думал о близкой весне и починке рыболовных снастей.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Татӑлсах макӑрчӗ ывӑлӗшӗн Лукинична; ӗхлете-ӗхлете ӗсӗклерӗ Гришака асатте, — тӗпелти пӳлӗмре сӑмсине ал тупанӗ ҫине шӑнкарса, манкине хуралса ҫулланнӑ сӑхман арки ҫумне шӑла-шӑла ӳлесе йӗчӗ вӑл.

Плакала по сыну Лукинична, кряхтел дед Гришака, трубил в горнице, сморкаясь в ладонь, вытирая ее о замасленную полу чекменька.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл, хӑта, мӑнаҫрах кӑмӑллӑ пирӗн, — вӗткеленсе калаҫма пуҫларӗ Гришака асатте.

— Он, сваточек, гордый у нас, — спешил дед Гришака.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Акӑ вӑл, пирӗн служивӑй! — нӗшӗклеткелесе кӑшкӑрса ячӗ те Гришака асатте, ура ҫине тӑнӑ Митька хулпуҫҫийӗ ҫумне чӑмӑртанчӗ.

— Вот он, наш служивый! — плача, воскликнул дед Гришака и припал к плечу вставшего Митьки.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса кухньӑна тухнӑ ҫӗре Мирон Григорьевичпа Гришака асатте чиркӗве кайма та хатӗрленнӗ иккен.

Мирон Григорьевич с дедом Гришакой уже собрались идти в церковь, когда она встала и вышла на кухню.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех