Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Граждан сăмах пирĕн базăра пур.
Граждан (тĕпĕ: граждан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш вӑрҫӑра та, граждан вӑрҫинче те мӗн чухлӗ халӑх пӗтрӗ пуль…

Сколько в ту войну да в гражданскую войну народу погибло…

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Хӑйӗн кӗнекисенче вӑл революципе граждан вӑрҫи вӑхӑтне, пирӗн ҫӗршывӑн аякри вырӑнӗсенчи пурнӑҫа, социализм строительствине сӑнласа кӑтартать.

В своих книгах он описывает революцию и гражданскую войну, жизнь в отдаленных местах нашей страны, строительство социализма.

Николай Никитин // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с. — 3–4 с.

Енчен ун пек самант тупӑнмасан Тумлам пур пӗрех сӑмах тапратать: унӑн пурнӑҫӗнчи чи лайӑх вӑхӑт граждан вӑрҫинче иртни пур енчен те сисӗнет.

А коли такой момент не приходил, все равно рассказывал: по всему видно было, что в ней, Гражданской, — лучшая страница в жизни Капли.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Граждан вӑрҫи ҫинчен каласа кӑтартма Тумлам питӗ юратать.

О Гражданской войне Капля любит рассказывать.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Граждан вӑрҫи чарӑнсан, Перекопа штурмланӑ хыҫҫӑнах, Тумлама полк командирӗ хӑй патне чӗнтернӗ те Мускава хӗрлӗ командира вӗренме кайма сӗннӗ.

По окончании Гражданской войны, вскоре после Перекопского штурма, Каплю вызвал командир полка и предложил поехать в Москву учиться на красного командира.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Унӑн Бухара, граждан вӑрҫине тухса каяс умӗн Атӑл леш енче туяннӑ пӗр курпунлӑ тӗвене, хӑвӑртрах курас килнӗ.

Ему хотелось поскорее глянуть на Бухара, одногорбого верблюда, которого купил в Заволжье перед самым уходом на Гражданскую.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Унпа вӑл ачаранпа туслӑ пурӑннӑ, службӑна пӗрле кайнӑ, пӗрремӗш герман вӑрҫинче пӗрле ҫапӑҫнӑ, майлӑ самантра позицирен пӗрле тарнӑ, кайран граждан вӑрҫине пӗрле кайнӑ, пӗр кун аманнӑ, пӗр госпитальрех выртса сипленнӗ, юлашкинчен пӗр кунах хӑйсен тӑван Выселкине таврӑннӑ, иккӗшне те арӑмӗсем йышлӑ ача-пӑчапа тата юхӑннӑ хуҫалӑхпа кӗтсе илнӗ.

С которым дружили с детства, вместе пошли на службу, вместе воевали в первую германскую, вместе оставили позиции при удобном случае, вместе пошли потом на Гражданскую, в один день ранены, лечились в одном и том же госпитале и в один и тот же день вернулись домой, в родимые свои Выселки, где их ожидали жены с большими выводками детей и вполне порушенное хозяйство.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Граждан вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра Фраерман Николаевск-на-Амуре хулара пулнӑ.

В начале Гражданской войны Фраерман находился в городе Николаевске-на-Амуре.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗрсенех, граждан вӑрҫи ветеранӗ Ҫтаппан Куропаткин ывӑлӗпе пӗрле фронта тухса каять («Тӑван ҫӗршыв чӗнет»), ҫамрӑксемпе ҫума-ҫумӑн тӑрса, тӑшмана тустарать.

Когда немецкие фашисты вторглись в нашу страну, ветеран Гражданской войны Степан Куропаткин вместе с сыном уходит на фронт («Родина зовет»), бок о бок с молодежью бьет врага.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н. Мранька — граждан вӑрҫипе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ.

Н. Мранькка — ветеран Гражданской войны и Великой Отечественной войны.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н. Мранька тӑшманла элементсем Совета хирӗҫле ӗҫсем тунине кӑтартакан, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан «Хатӗрленетпӗр», каппай та сӗмсӗр ҫынсене питлекен «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран», чӑваш ҫамрӑкӗсен граждан вӑрҫинчи паттӑрлӑхне мухтакан «Салют», совет саманинче хӗрарӑм пурнӑҫӗ те лайӑхланни ҫинчен калакан «Улшӑннӑ самана», ирсӗр фашистсем чӗртнӗ вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ пирӗн ҫӗршыв ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑха асӑрхаттаракан «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», иртнӗ вӑрҫӑра пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ ентешӗмӗрсене мухтакан «Юншӑн — юн», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Амӑшӗ ылханни», «Юратакан чӗресем» пьесисемпе «Кӳршӗ хӗрӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калавӗсем те малтан ҫӳлерех асӑннӑ журналсенче кун ҫути курнӑ.

Пьесы Н. Мранькки: «Готовимся», изображающая враждебные элементы, противодействующие Советам, и вместе с тем выводящая их на чистую воду, «Все трое из одного теста», обличающая хвастливых и темных людей, «Салют», восхваляющая подвиг Чувашской молодежи в гражданской войне, «Изменившаяся эпоха», рассказывающая об улучшении жизни женщины в советское время, «Родина зовет», предупреждающая об опасности обрушения на нашу страну огня войны гнусных фашистов, «Кровь за кровь», «Письмо матери», «Проклятие матери», «Любящие сердца», прославляющие земляков, самоотверженно сражавшихся в прошедшей войне войну, — и рассказы: «Соседка», «Иначе я не мог сказать», — ранее вышли в свет в вышеперечисленных журналах.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вунҫичӗ ҫула ҫитсен, хӑй ирӗкӗпе граждан вӑрҫине кайнӑ, Колчак эшкерӗпе ҫапӑҫнӑ, аманнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ.

Когда исполнилось семнадцать лет, ушел добровольцем на гражданскую войну, сражался с полчищами Колчака, после ранения вернулся в родную деревню.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна эпир революци, граждан вӑрҫи, Павлик Морозов ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем вуласа хатӗрленнӗ, вӗсенчен вӗренсе тӑшмана курайми пулнӑ.

Мы готовы были к этому с первых книжек о революции, о гражданской войне и о Павлике Морозове.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑлах граждан вӑрҫинче те пулнӑ (ку ӗнтӗ мана, Геннадий Васильевич калашле, тахҫан авалах пулнӑ пек туйӑнать, тен, тӗрӗсех калать кивӗ револьвер хуҫи? Райкомри калаҫӑва астӑватӑп-ха эпӗ), анчах эп ун ҫинчен темшӗн нихҫан та ыйтса пӗлмен.

Мой отец, который участвовал в гражданской войне (мне, как и Геннадию Васильевичу, казалась она очень далекой, но, может быть, прав — я помнил разговор в райкоме — старый владелец револьвера?), о чем я почему-то никогда не спрашивал его.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кайран вунтӑххӑрмӗш ҫулта, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, хам утнӑ.

Потом в девятнадцатом, в гражданскую, сам.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑмахран, миҫере пулнӑ тетӗн эс мана граждан вӑрҫи пуҫланнӑ ҫулхине?

Сколько мне было лет, когда гражданская началась?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ну, граждан вӑрҫи вӑл, Ваҫҫа тете, тахҫанах пулнӑ, — интересленсех ҫавӑркаларӗ револьвере секретарь.

— Ну гражданскую, дядя Вася, это когда было, — Геннадий Васильевич с любопытством рассматривал оружие.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп вӑл музейпе пӗтӗм граждан вӑрҫи витӗр тухнӑ, — кӳреннӗ пек пулчӗ тӗлӗнтермӗш револьвер хуҫи.

— Я с музеем этим всю гражданскую прошел, — не без обиды сказал владелец диковинного револьвера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Айванла пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ тахҫан авал, ҫирӗм ҫула яхӑн каяллах кӗрлесе иртнӗ граждан вӑрҫинче пулма ӗмӗтленни.

Глупо же мечтать об участии в гражданской войне, которая была давным-давно, чуть ли не двадцать лет назад.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫулпуҫсемпе граждан вӑрҫи пирки те шарламастӑп.

Не писал о вождях и о гражданской войне.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех