Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Горьки (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суслонгерти тата юнашар вырнаҫнӑ Сурокри лагерьти (унта ҫар ҫыннисем икӗ хут ытларах) пек дивизисем йӗркелесе янӑ: Горьки облаҫӗнче «Гороховщина» — пӗрре, Пермь ҫывӑхӗнчи «Бершедские» лагерь — иккӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Чабаркуль» — виҫҫӗ, Оренбург облаҫӗнче «Тоцкий», ҫавӑн пекех Ҫӗпӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче те пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ленинградски шоссепе, унтан малалла Горьки урамӗпе пирӗн ҫарсем иртеҫҫӗ.

По Ленинградскому шоссе и дальше по улице Горького шли войска.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Васкамасӑр утрӑм эпӗ — малтан Горьки урамӗ патнелле, унтан Воротниковски еннелле.

И я медленно пошёл — сперва по направлению к улице Горького, потом по Воротниковскому переулку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Горьки урамӗнчи кӗнеке магазинӗнче «Совет Арктикин» пӗлтӗрхи пур номерӗсене те уҫса пӑхрӑм.

В книжном магазине на улице Горького я перелистал все номера «Советской Арктики» за прошлый год.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хамӑн йӑмӑк Саня ҫинчен калаҫса кайрӑмӑр та, Катя вара Мускава ҫав иртнӗ кунсенче ҫеҫ Ленинград театрӗ килсе кайни ҫинчен каларӗ, Горьки ҫырнӑ «Амӑшӗ» выляса кӑтартнӑ иккен, программинче «Художникӗ — П. Сковородников» тесе ҫырнӑ, терӗ.

Мы заговорили о Сане, и Катя сказала, что на днях в Москву приезжал один ленинградский театр, шла «Мать» Горького, и в программе было указано: «Художник — П. Сковородников».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех