Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Бекки (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ Бекки те.

Скоро пришла и Бекки.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ, вӑл ҫав тери чапа тухнӑ чухне, Бекки, тен, унпала килӗшесшӗн те пулӗ.

Теперь, когда он так отличился, Бекки, может быть, захочет помириться с ним.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Халӗ Бекки Тэчерсӑрах пурӑнма пултаратӑп. Мана мухтав та ҫитӗ. Малалла мухтава тухасшӑн пурӑнӑп», — тесе шутларӗ Том.

Том решил, что теперь он может не обращать на Бекки Тэтчер никакого внимания и обойтись без нее. Достаточно ему одной славы. Он будет жить для славы.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки макӑрса ярасран аран чӑтрӗ.

— И она проглотила подступившие слезы.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пуласпа Бекки Тэчер хуйхӑрса пушӑ шкул картишӗ тӑрӑх пӗчченех утса ҫӳрерӗ, хӑйне хӑй вӑл питӗ телейсӗр тесе шутларӗ.

К концу дня Бекки Тэтчер забрела на опустевший школьный двор, не зная, куда деваться от тоски.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑй те сисмесӗрех урин пуҫ пӳрнипе хӑйӑр ҫинче «Бекки» тесе ҫырчӗ.

Том спохватился, что пишет на песке «Бекки» большим пальцем ноги.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки аяккалла ҫаврӑнчӗ, сӑмсипе каҫӑртрӗ те ҫапла каларӗ: — Пф!

— а она отвернулась, вздернув носик, и он услышал, как она сказала: — Пф!

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки умнех ҫӗр ҫине тӑсӑлса ӳкре те ӑна кӑшт ҫеҫ ӳкермерӗ.

И растянулся на земле под самым носом у Бекки, чуть не сбив ее с ног.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Бекки ӑна асӑрхамарӗ пулмалла, вӑл ун еннелле пӑхмарӗ те.

Но она как будто ничего не замечала и ни разу не взглянула в его сторону.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ.

В следующее мгновение он был уже во дворе и бесновался, как индеец: вопил, хохотал, гонялся за мальчиками, прыгал через забор, рискуя сломать себе ногу или голову, ходил вверх ногами, кувыркался — словом, выделывал все, что только мог придумать, а сам все время косился исподтишка на Бекки Тэтчер: видит она это или нет.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӗрмай кӗтрӗ те кӗтрӗ, инҫетре ҫутӑ кӗпе курӑнса кайсанах хӗпӗртенипе тӑрӑс-тӑрӑс сикме те хатӗр пулчӗ, ҫывӑхарах ҫитсен, ҫавӑн пек кӗпе тӑхӑннӑ хӗрачана вӑл Бекки пулманшӑн пӗтӗм чунтан-вартан кураймарӗ.

Том все смотрел и смотрел на дорогу, загораясь надеждой всякий раз, как вдали появлялось развевающееся платьице, и проникаясь ненавистью к его владелице, когда становилось ясно, что это не Бекки.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки чирлесе ӳкнӗ.

Она заболела.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫӗрле Бекки пурӑнакан ҫурт тавра ҫӳреме тытӑнчӗ, хӑйне хӑй шутсӑр телейсӗр тесе шутларӗ.

Он начал околачиваться по вечерам близ ее дома, чувствуя себя очень несчастным.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томӑн ҫӗнӗрен пӑшӑрханмалли пысӑк япаласем тупӑнчӗҫ: Бекки Тэчер шкула ҫӳреме пӑрахрӗ.

У Тома нашлись более важные заботы: Бекки Тэтчер перестала ходить в школу.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ют ачасем хушшинче унӑн ҫывӑх тус та ҫук, хӑй хурланни ҫинчен никама та каласа парса чунне лӑплантараймарӗ Бекки.

А кругом были одни чужие, и ей не с кем было поделиться своим горем.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки ларчӗ те каллех йӗме тапратрӗ: вӑл хӑйне хӑй айӑплӑ тесе шутларӗ.

Она села и опять заплакала, упрекая себя.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки тимлесе итлесе пӑхрӗ, анчах хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ.

Бекки прислушалась, но никто не откликнулся.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том вылямалли площадкӑра пулӗ тесе (анчах вӑл унта та пулман), Бекки ҫурт йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

она побежала кругом дома во двор; его не было и там.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки сасартӑк темӗн лайӑх маррине сисрӗ.

Скоро Бекки начала подозревать что-то недоброе.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки шарика тӗртсе ячӗ те, шарикӗ ӳкрӗ, урай тӑрӑх кусса кайрӗ.

Она ударила Тома по руке, шишечка покатилась на пол.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех