Шырав
Шырав ĕçĕ:
Перкелешнӗ сасӑсене илтсенех вӑл тӳрех Дон хӗррине чавтарнӑ, пӑр тӑрӑх вӑрмана, унтан Базки хуторне тарса ӳксе, тепӗр куннех Вешенскинчен аллӑ ҫухрӑмри Усть-Хопер станицине вӗҫтерсе ҫитнӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Бандӑсене тӗп тӑвас задачӑна пурнӑҫлама Тури Дон округӗн Вешенски станиципе Базки хуторӗнче хваттерсене вырнаҫнӑ хурал батальонне хушнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Донран Базки хуторне ҫити, виҫӗ ҫухрӑм, повстанецсем пӑрахса хӑварнӑ кӳмесемпе урапасем пинӗ-пинӗпе лараҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулӑсем каллех сулахай ҫыран еннелле кайма тапраннӑччӗ, анчах Базки казакӗсем кӗсменҫӗсене пурне те пӑшалсемпе пере-пере вӗлерсе пӗтерчӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сотньӑсемпе пӗрле вӑрман хӗрринче тӑракан Григорий хыҫӗнчен, таҫтан лерен Базки казакӗсен сотни станоклӑ пулеметпа вӑрӑм черетсем кӑларса яма тапратрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вешенски станица дружини, Базки сотни тӑнӑ вырӑналла вӑрманпа куҫса пыраканскер, чакакан Базки казакӗсене тӑшман вырӑнне йышӑнса, вӗсемпе кӑшт-кашт перкелешсе илнӗ хыҫҫӑн каялла ҫаврӑнса тарнӑ тӗлелле Ала ҫӑлтӑр сӳнсе ӗлкӗрейменччӗ-ха.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрлисем Вешенскине хӗвелтухӑҫ енчен хупӑрласа илме талпӑнас-мӗн пулсан, сулахай фланга ҫирӗпленме тата Татарскипе Лебяжински сотнисене тӑшмана тытса чарма пулӑшма тесе, вӑл Ерински хуторне виҫҫӗр хӗҫ (юланутлӑ казак) кӑларса ячӗ: Базки хуторӗн сотнине хӗвеланӑҫ енчен, Дон тӑрӑх анатарахран, пулӑшма Вешенски станицӑн иногородни (казак мар ҫынсенчен йӗркеленӗ) дружинипе Чир станицин пӗр ҫуран сотнине ячӗ; хӑрушӑрах участоксене сакӑр пулемет вырнаҫтарса тухрӗ те, тул ҫутӑласса кӗтсе илме тата хӗрлӗармеецсене утлӑ стройпа тапӑнма тесе, ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет ҫитес умӗн икӗ юланутлӑ сотньӑпа Ҫунӑк вӑрман хӗррине пырса вырнаҫрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав хушӑра сулӑсем сылтӑм ҫыранран хӗрлӗармеецсен ҫӗнӗ ушкӑнӗсене каҫарса пычӗҫ те, 111-мӗш полкӑн пӗрремӗш батальонӗнчи ҫурма рота икӗ ручной пулеметпа Базки повстанецӗсен сотнине флангран тустарма та тытӑнчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ирхине ирех Базки сӑрчӗ ҫинче хӗрлисен малтанхи разъезчӗсем курӑнчӗҫ.Рано утром на базковском бугре появились первые красные разъезды.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашисене Базки хуторӗнче хӑварса, Дон урлӑ кимӗпе каҫрӗҫ.Через Дон переправились на баркасах, оставив коней в Базках.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тулта анат енчен ахӑрашса хӑпарнӑ ҫурхи ҫил тулашать, Базки сӑрчӗ ҫинче юлашки юр лӑстӑкӗ шупка хӗрлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать; Дон леш енчи тирек тӑррисем ҫилпе тайкаланса хумханниине курсан, Григорие вӗсем шӑпланма пӗлмесӗр ҫӑран кашланӑ шав хӑлхине килсе кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий Базки хутор казакне, Ермаков Харлампий хорунжие, чакакан тӑшмана йӗрлесе кайма хушса, икӗ сотньӑпа хыҫран ячӗ.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун умӗнчен Дон хӗрринче ларакан Базки, Белогорка, Ольшански, Меркулов, Громковски, Семеновски, Водянски, Лебяжье, Ерик хуторӗсен казакӗсем походри пек йӗркеленнӗ колоннӑсемпе иртрӗҫ.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон урлӑ Базки еннелле кайма хӑрушӑ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Базки хуторӗ ҫинче мӑръесенчен тухакан тӗтӗм ирӗлет, ҫинҫе чан сасси янӑрать.Над хутором Базки таял трубный дым, тонко отзванивал колокол.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дон шывӗ пӗрре кукӑрӑлса илсе станицӑран Базки еннелле пӑрӑнса кайнӑ тӗлте тирек чӑтлӑхӗ ӑшне кӳлӗ юпленсе кӗрсе каять, сарлакӑшӗ унӑн, ӑшӑх чухнехи Дон шывӗ сарлакӑшӗ майлӑрахах.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Станица тӗлӗнче Дон, сылтӑмалла пӑрӑннӑ евӗр, тутар уххи пӗкечийӗ пек кукӑрӑлса илет, унтан Базки ятлӑ хутор тӗлӗнче каллех мӑнаҫлӑн тӳрленет те, тӗл-тӗл сенкерӗн йӑлтӑртатса выртакан симӗсрех тӗслӗ шывне сылтӑм енчи тусен шур чуллӑ хысакӗсем ҫумӗпе те сулахай енчи сайра станицӑсем аяккипе кӑвак тинӗсе — Азов тинӗсне — ҫитех илсе каять.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1