Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, питне-куҫна ҫу; 18. ҫынсен куҫӗ умӗнче мар, курӑнми Аҫу умӗнче типӗ тыт; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ырӑлӑх тунӑ чухне хӑвӑн сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр, 4. эсӗ ырӑлӑх туни вӑрттӑн пултӑр; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл Димитрий патша патне акӑ ҫапла калама элчӗсем янӑ: «кил кунта, пӗр-пӗринпе килӗшсе пурӑнма сӑмах татӑпӑр, эпӗ сана Александр патӗнчи хӗрӗме качча парӑп, вара эсӗ аҫу патшалӑхӗнче патша пулса тӑрӑн. 10. Эпӗ хӗрӗме Александра панӑшӑн ӳкӗнетӗп: вӑл мана вӗлересшӗн пулчӗ» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ, 12. мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иерусалима хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар, 3. кала: Турӑ Иерусалим хӗрне ҫапла калать те: санӑн тымарупа санӑн тӑван ҫӗршыву — Ханаан ҫӗрӗнче; санӑн аҫу — аморрей, санӑн аннӳ — хет хӗрӗ; 4. эсӗ ҫуралсан, эсӗ ҫуралнӑ кун, санӑн кӑвапуна касман, тасатмашкӑн сана шывпа та ҫуман, тӑварпа та тӑварламан, кипкепе те пиелемен.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн аҫу ҫиетчӗ те, ӗҫетчӗ те, анчах вӑл тӳрӗ сут тӑватчӗ, тӳррине тӑватчӗ, ӑна ҫавӑнпа лайӑхчӗ.отец твой ел и пил, но производил суд и правду, и потому ему было хорошо.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Санӑн тӗп аҫу ҫылӑха кӗчӗ, саншӑн хута кӗрекеннисем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ.27. Праотец твой согрешил, и ходатаи твои отступили от Меня.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аҫуна хур туса, ырӑ ята ан хапсӑн, аҫу намӑсӗ саншӑн ырӑ ят мар.10. Не ищи славы в бесчестии отца твоего, ибо не слава тебе бесчестие отца.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тусна та, аҫу тусне те ан пӑрах, инкек-синкек пулсассӑн — тӑвану килне ан кай: ҫывӑхри кӳршӗ аякри тӑванран лайӑхрах.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Санӑн аҫу та савӑнтӑрччӗ, сана ҫуратнӑ аннӳ те хӗпӗртесе тӑтӑрччӗ.25. Да веселится отец твой и да торжествует мать твоя, родившая тебя.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй ывӑлӑм! аҫу ӑс панине астусах тӑр, аннӳ вӗрентнине ан сивле; 21. вӗсен сӑмахне яланлӑхах чӗрӳ ҫумне ҫыхса хур, вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле: 9. ҫакӑ вӑл саншӑн — хӳхӗм пуҫкӑшӑль, мӑю валли — илемлӗ эреш.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй этем хӗрӗ, илт эсӗ, кур, хӑлхуна тайса итле, ӗнтӗ хӑвӑн халӑхна, аҫу кил-ҫуртне манӑҫла.11. Слыши, дщерь, и смотри, и приклони ухо твое, и забудь народ твой и дом отца твоего.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак вӑхӑтра эсӗ нимӗн те каламасан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫпа ирӗклӗх урӑх ҫӗртен ҫитӗ, эсӗ вара пӗтетӗн, аҫу килӗ те пӗтӗ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рафаил Товияна каланӑ: тӑванӑм, ху тухса кайнӑ чухне аҫу еплерех юлнине пӗлетӗн-ҫке эсӗ; 2. атя каяр та, арӑмунтан маларах ҫитсе, пӳлӗм хатӗрлесе хурар; 3. эсӗ хайхи пулӑ ватне хӑвӑнпа пӗрле ил-ха, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хунӗ каланӑ ӑна: кӑштах пурӑн-ха ман патӑмра, эпӗ сан ҫинчен аҫу патне хыпар ярӑп, тенӗ.8. Тесть же сказал ему: побудь у меня; я пошлю к отцу твоему, и известят его о тебе.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав туй ӗҫки иртиччен Рагуил Товияна тупа тутарсах каланӑ: ҫак вунтӑватӑ куна пыракан туй ӗҫки иртиччен ан кай эсӗ; 21. кайран вара ҫур пурлӑхӑма илсе ыррӑн-сыввӑн аҫу килне тухса кайӑн; юлашки пурлӑхӑма арӑмпа иксӗмӗр вилсен илӗн, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара хӑй хӗрне Саррӑна чӗнсе илнӗ те, аллинчен тытса, ӑна арӑмлӑха Товияна парса ҫапла каланӑ: акӑ Моисей саккунӗ тӑрӑх ил те ман хӗрӗме аҫу кил-ҫуртне ертсе кай, тенӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.