Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Астахов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапхаран ҫӗлӗкне хывса тытнӑ Степан Астахов килсе кӗчӗ.

Без шапки вошел в ворота Степан Астахов.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Степка Астахов лашине хӳринчен тытса ӗлкӗрчӗ… хӑтӑлчӗ тарса, манӑн май килмерӗ…

— Степка Астахов за хвост своего коня поймал… ускакал, а мне вот не пришлось…

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унран сылтӑмарахра Степан Астахов куҫҫуль пӑчӑртанса тухиччен ахӑлтатса йӑваланчӗ, сулахайра Антипка Брех киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫрӗ.

Справа от него до слез закатывался Степан Астахов, а слева сердито матил Антипка Брех.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӗҫӗттӗм те, хаклах лармӗччӗ! — ассӑн сывласа ячӗ те Степан Астахов, аллине хӗҫ аври ҫумӗнчен уйӑрса, сарӑ мӑйӑхне те пӗтӗрсе илчӗ.

— А выпил бы, недорого отдал! — вздыхал Степан Астахов и даже русый ус закручивал, скинув руку с эфеса.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шат та пат килӗшмерӗ Степан Астахов ҫапӑҫма.

Наотрез отказался воевать Степан Астахов.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан Астахов сассине палласа илсе, Мишка арпалӑхран тухрӗ.

Узнав голос Степана Астахова, Мишка вышел из половни:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка, теплерен вӗренесен пас тытнипе сахӑр сапнӑ пек шуррӑн курӑнакан тураттисем еннелле пӑха-пӑха илсе, Степан Астахов патӗнче обыск туни ҫинчен ҫырнӑ протокол ҫине алӑ пусать.

Мишка подписывал протокол обыска у Степана Астахова, изредка поглядывая в окно на обсахаренные инеем ветви кленов.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ — комендант помощникӗ, — ура ҫине тӑрса тивӗҫлӗн хуравларӗ Степан Астахов.

— Я — помощник коменданта, — привставая, с достоинством ответил Степан Астахов.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Степан Астахов таврӑннӑ.

— Степан Астахов объявился.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан Астахов таврӑнни пӗтӗм хутора пӑлхантарса ячӗ: кашни пӳртре, кашни анкартинче пӗр ҫакӑн ҫинчен кӑна калаҫрӗҫ.

Приезд Степана Астахова взволновал весь хутор: в каждом курене, на каждом гумне об этом только и говорили.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑхатӑп: Астахов

Гляжу: Астахов…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫапла, Астахов.

— Да, Астахов.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Каҫарӑр, господин, эсир Астахов мар пулӗ?

— Извиняюсь, господин, вы не Астахов будете?

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Темле чин станицӑна каять», — шухӑшларӗ вӑл, кӗсри урапапа танлашнӑ май, Мишка шлепке айнелле куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те, — сехри хӑпса тухнипе тата тӗлӗннипе ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӑрӑлтатса чупнине туйса, ҫӑварне те карса пӑрахрӗ: сигарӑн хура вӗҫне чӑтӑмсӑррӑн чӑмласа, ҫутӑ куҫӗсене шуххӑн хӗстерсе, урапа ҫумне ҫурӑмӗпе тайӑнса выртса пыракан ҫын хайхи Степан Астахов пулчӗ кайрӗ.

«Чин какой-нибудь едет в станицу», подумал Мишка, ровняя кобылу с дрожками, он искоса глянул под поля шляпы и полураскрыл рот, чувствуя, как от страха и великого изумления спину его проворно осыпают мурашки: Степан Астахов полулежал на дрожках, нетерпеливо жуя черный ошкамелок сигары, щуря лихие светлые глаза.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

1918 ҫулхи апрелӗн 27 (майӑн 10)-мӗшӗнче Каргиновски, Боковски тата Краснокутски станицӑсенчи хуторсенчен суйланӑ представительсем — Васильски хуторӗнчен Максаев Степан, Боковски — Кружилин Николай, Фомин — Кумов Федор, Тури Яблоновски — Кухтин Александр, Анат Дуленски — Синев Лев, Ильин — Волоцков Семен, Коньковски — Попов Михаил, Тури Дуленски — Родин Яков, Савостьянов — Фролов Алексей, Милютински станицӑран Февралев Максим, Николаев хуторӗнчен Грошев Михаил Краснокутски станицӑран Еланкин Илья, Пономарев хуторенчен Дьяченко Иван, Евлантьев — Кривов Николай, Малахов — Емельянов Лука, Ҫӗнӗ Земцева — Коновалов Матвей, Попов — Попов Михаил, Астахов — Шегольков Василий, Орлов — Чекунов Федор, Климо-Федоровски хуторӗнчен Чукарин Федор.

1918 года 27 апреля (10 мая) выборные от хуторов Каргановской, Боковской и Краснокутской станицы От Василевского Максаев Степан «Боковского Кружилин Николай «Фомина Кумов Федор 380 От Верхне-Яблоновского Кухтин Александр «Нижне-Дуленского Синев Лев «Ильинского Волоцков Семен «Коньковского Попов Михаил «Верхне-Дуленского Родин Яков «Савостьянова Фролов Алекс «станицы Милютинской Февралев Максим «Николаева Грошев Михаил «станицы Краснокутской Еланкин Илья «хутора Пономарева Дьяченко Иван «Евлантьева Кривов Николай «Малахова Емельянов Лука «Ново-Земцева Коновалов Матвей «Попова Попов Михаил «Астахова Щегольков Василий «Орлова Чекунов Федор «Климо-Федоровского Чукарин Федор.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Степан Астахов кӗркуннепе отпускра пулчӗ те, полка таврӑнсан, Петро жалмеркипе хӑй вӑхӑта акӑш-макӑш хаваслӑ ирттерни ҫинчен пӗтӗм сотня умӗнче каппайса кӑтартнӑ.

Степан Астахов был в отпуске осенью этого года и, вернувшись в полк, бахвалился перед всей сотней о том, что славно пожил он с Петровой жалмеркой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Степан Астахов пӳрчӗ хӑй кайнӑранпах пушӑ ларать.

Курень Степана Астахова пустовал.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫил курӑнман шӑлӗсемпе катан тӑррине хирсе уҫрӗ те ҫинҫе шӑчча аяккалла илсе ывӑтрӗ, унтан сасартӑк, ылтӑн улӑма сенкӗпе ҫӗкленӗ пек пӗр пысӑк чикӗм йӑтса, картиш ҫийӗн ыткӑнчӗ, урам тӗлӗнче тӗлсӗррӗн ҫавӑрттарса, тӑрмаланчӑк ҫӗклеме Степан Астахов пӳрчӗ ҫине кайса пӑрахрӗ.

Ветер, вгрызаясь, подрыл ему вершину, свалил тонкую жердь и вдруг, подхватив золотое беремя соломы, как на навильнике, понес его над базом, завертел над улицей и, щедро посыпав пустую дорогу, кинул ощетиненный ворох на крышу куреня Степана Астахова.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сад пахчипе имени картишӗ чикӗленсе тӑракан хӳме патӗнче вӗсене Степан Астахов хуса ҫитрӗ.

У забора, отделявшего сад от двора имения, догнал их Астахов Степан.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов вӗлернӗ нимӗҫ офицерӗ ҫинчен хывса илнӗ мундире сарлака фанер хӑма ҫумне пӑтасемпе ҫапса лартрӗҫ.

Мундир, снятый с германского офицера, убитого Астаховым, прикрепили к фанерной широкой доске.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех