Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Амеда (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ялан тӗлӗкре декабрь каҫне, Амеда тата уйӑх ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан шурӑ уҫланкӑра вӗҫтерсе пыракан ҫӑмламас ҫелӗкле павлихинецсене куратӑп.

А мне все снились та декабрьская ночь, Амед и конники-павлихинцы, скачущие в косматых шапках на белой поляне, льдисто сверкающей под луной.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ Амеда сӗтӗретӗп, вӑл ман хулпуҫҫи ҫинчен шӑвӑнса анать.

А я несу на своем плече тяжко сползающего Амеда.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ йӗкӗтсем Амеда ташлаттарасшӑн.

И джигиты стали просить, чтобы Амед станцевал.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫитет пуль ӗнтӗ, — щеткине ҫӑварӗнчен кӑларса, Амеда йӑл кулса ӳкӗтлет Курбан.

— Уже было довольно, — умоляюще глядя на Амеда, говорил Курбан.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амеда курасшӑнччӗ — куртӑм».

Хотела повидать Амеда — встретила».

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑрӑм мӑйлӑ ут, пысӑк та ҫап-ҫутӑ куҫне ман енне чалӑштарса, Амеда ҫыртам пек тӑвать, хускавлӑ тутисен айӗнчен курӑнакан вӑрӑм шӑлӗсемпе хуҫин аллине асӑрханса хӗсет.

И конь в длинной шеей, кося на меня крупный и яркий глаз, делал вид, что кусает Амеда, осторожно сжимая длинными зубами, видными из-под приподнятой подвижной губы, руку хозяина.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, чӑлханса-пӑлханса, хӑвӑртрах пултӑр тесе, пӗр-икӗ сӑмахпа хамӑр эшелон ҫинчен, ачасем ҫинчен, Мускавран тухма хама епле йывӑр пулни ҫинчен, каялла пӑрахса кайма ҫул ҫук пирки чунӑм мӗнле ыратни ҫинчен Амеда каласа патӑм.

Путаясь, в двух словах, как можно быстрее рассказала я Амеду о нашем эшелоне, о моих ребятах, о том, как тяжело мне было уезжать из Москвы, как страшно мне стало сегодня, когда я подумала, что туда уже нельзя вернуться.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав вӑхӑтрах тата Амеда манӑн чапа тухнӑ герой тӑвас килет, ӑна эп Мускав тӑрӑх ертсе ҫӳрӗттӗм, пурте вара Амед Юсташ-Бергенов (унӑн тулли хушамачӗ ҫапла) геройпа алла-аллӑн эпӗ пынине курӗччӗҫ.

Тут же мне опять хотелось, чтобы Амед стал знаменитым героем, и я бы повела его по улицам Москвы, и все бы видели, что я иду рядом с ним, рядом с героем Амедом Юсташ-Бергеновым (таково было его полное имя).

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амеда та эпӗ Талалихинӑн паттӑрлӑхне парӑттӑм.

В душе мне хотелось, чтобы Амед тоже сделал что-нибудь похожее на то, что совершил Талалихин.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Амеда питӗ ҫилентӗм, нумайччен ҫырмасӑр тӑтӑм, Туркменирен ҫине-ҫине виҫӗ ҫыру киличчен вӑл характера тытрӑм-тытрӑмах, виҫҫӗмӗш ҫыруне вара ытла та пӑшӑрханса, туслӑха тем пекех хисеплесе ҫырнӑччӗ; эпӗ тӳсеймерӗм.

Я тогда так обиделась на Амеда, что долго ему не отвечала и выдержала характер, пока не пришло из Туркмении уже третье письмо, полное такой тревоги, озабоченности и дружбы, что я не выдержала.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эпӗ ҫырни Амеда пӑшӑрхантармастчӗ, тепӗр ҫырурах вӑл: «Тархасшӑн хӑвӑн ырӑ тусусене, уйрӑмах — ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ та ӑслӑ юлташа Р. Каштана, ман чӗре саламне ҫитер, Ман Дюльдяль йӑлтах сывалса ҫитрӗ, ҫӗмӗрттерет кӑна, паян кӑкарнӑ ҫӗртен татса кайрӗ. Вӑл калама ҫук хӳхӗм. Ман шутпа, пӗтӗм Туркменире те унтан лайӑх ут ҫук пулас. Курасчӗ эсӗ ӑна, ытла та илемлӗ-ҫке!..» — тесе ҫырса янӑччӗ.

Но на Амеда это не действовало, и в следующем письме он писал: «Пожалуйста, передай привет моего сердца твоим добрым друзьям и мудрому, красноречивому товарищу Р. Каштану. Мой Дюльдяль стал такой крепкий, что сегодня совсем оборвал привязь. Он стал очень красивый. Я считаю, что лучше такого коня у нас в Туркмении нет. Я хотел бы, чтобы ты видела его, какой он красивый…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех