Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп, тенӗ.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мана юрататӑр пулсан, Манӑн ӳкӗтсене уяса пурӑнӑр.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар; 20. ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан, ан вӗлер, ан вӑрла, суя ан кӳнтеле, аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан; ан вӗлер; ан вӑрла; суя ан кӳнтеле; ан хурла; аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тетӗн пулсассӑн, ӳкӗтсене тытса пурӑн, тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем хушшинче, ятсем тӑрӑх пулин те, Хӑвӑн ӳкӗтӳсене уякансене тупӑн, анчах пӗтӗм халӑхӗпех ӳкӗтсене тытса пурӑннине тупаймӑн, терӗм эпӗ, Ездра.36. Между сими хотя по именам найдешь хранящих заповеди Твои, а у других народов не найдешь.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саккуна ӗненекен — ӳкӗтсене тимлӗн туса пырать, Ҫӳлхуҫамӑра шанакан — хур курмасть.25. Верующий закону внимателен к заповедям, и надеющийся на Господа не потерпит вреда.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кирек мӗнле ӗҫре те чун-чӗрӳне тӑнла: ҫакӑ вӑл ӳкӗтсене уяни пулать.24. Во всяком деле верь душе твоей: и это есть соблюдение заповедей.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Юлашкинчен мӗн пуласса асра тыт, хирӗҫсе пурӑнма чарӑн, чир-чӗре, вилӗме асра тыт, ӳкӗтсене уяса пурӑн; 7. ӳкӗтсене асрах тыт, ҫывӑх ҫыннуна ан вӗчӗх; 8. Ҫӳлхуҫа халалне асра тыт, тепӗри пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑха ан куҫла.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑмӑлу пулсассӑн, ӳкӗтсене уяса пурӑнӑн, Турра юрӑхлӑ пурӑнса, тӳрӗлӗхе сыхласа хӑварӑн.15. Если хочешь, соблюдешь заповеди и сохранишь благоугодную верность.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑш вӑрлӑхӗ хисепсӗр? — Ӳкӗтсене уяманнисен вӑрлӑхӗ.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑслӑ чӗрелли ӳкӗтсене хапӑл тӑвать, ухмаха чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарать.8. Мудрый сердцем принимает заповеди, а глупый устами преткнется.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн ӳкӗтсене уяса тӑр — вара пурӑнӑн, эпӗ мӗн вӗрентнине куҫ шӑрҫине упранӑ пек упра.2. Храни заповеди мои и живи, и учение мое, как зрачок глаз твоих.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпир Сан умӑнта айӑпа кӗтӗмӗр, Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна панӑ ӳкӗтсене, йӗркесемпе кӑтартусене тытса пыраймарӑмӑр.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 20. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 13. кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ассири патши израильсене Ассирие хӑваласа кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене кайса янӑ, 12. ку йывӑрлӑх вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине итлеменшӗн, Унӑн халалне пӑснӑшӑн ҫитнӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ӳкӗтсене итлемен, уяман.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ, Унран хӑпман, Унӑн ӳкӗчӗсене — Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗтсене — ҫирӗп тытса пурӑннӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2