Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкес (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Славик, ӑнран кайса ӳкес мар тесе, хӗре хӑй ҫумне ыталаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Карт! туртӑнчӗ Аннушкин, пахча алӑкне шӑтӑр-шатӑр уҫса пӑрахрӗ, ӳкес мар тесе, шакӑлчаран, карта юписенчен, йывӑҫ тураттисенчен яра-яра тытса, ҫырманалла чупса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Дачӑна хӑвӑртрах ҫитсе ӳкес тесе, Анатолий Семенович сада халичченхи пек хапхаран мар, сылтӑмри ҫырма хӗррипе кӗчӗ (кунтан ҫул тӳртенрех).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йывӑҫ ҫинче малтанхи кунсенче пӑт-пат сарӑ е хӑмӑр ҫулҫӑсем курӑнкалатчӗҫ, халь тикӗтрен те хура туратсем ҫап-ҫара, шӑнса пӑрланнӑскерсем, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре шатӑрт! хуҫӑлса ӳкес пек хурлӑхлӑн сулланкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урам урлӑ каҫсан йӗпе тротуар ҫинче ӑнсӑртран шуҫса ӳкес мар тесе анаталла Таранов васкамасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа та клещ курсан паникӑна ӳкес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Ҫук, тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлесен те ҫемйине тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупайман Михалькки.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тутӑрӗ, халь-халь салтӑнса ӳкес пек, ӗнсе хыҫнелле усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаевӑн час-часах куҫӗ хуралса килчӗ, ӳкес мар тесе урисене саркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Сӑмахран, манпа калаҫнӑ чух пыл катӑкӗ пулса халь-халь ҫӑвара кӗрсе ӳкес пекех йӑпӑл-йӑпӑл чӗвӗлтетет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чи хӑрушӑ вӑхӑтра, тӑшманпа тытӑҫса ӳкес чухне, Тимофей-хусах маларах вӗҫтерсе тухрӗ те Сыхча турӑ пек хӑй учӗпе Укаслӑва хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ хӑйне темле ҫапсассӑн та вырӑнӗнчен хускалмарӗ, урайне ӳкес мар тесе кӑна тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут кӳль варне пырса та, ай, ӳкес мӗн, Шӳпкейех те пулӑ та, ай, пулас мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрхи ҫилпе хуҫӑлса, ай, ӳкес мӗн, Ҫурхи шывпа юхса та, ай, каяс мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман витӗр ҫавӑнта ҫитсе ӳкес пулать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Умри чӑрмавсене ҫӗнтеркелесе пынӑ май вӑл куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ут вӗттӗн те чупасшӑн пулчӗ: ку хатар вырӑнтан часрах тарса ӳкес, юнавран сыхланас килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Халӑхпа ҫывӑхрах пулас» тесе паҫӑр сӗтел хушшинче ик-виҫӗ кашӑк яшка сыпни халӗ ӑна ҫине-ҫинех какӑрттарса хуплантарчӗ, вӑйран ячӗ, кӗҫ-вӗҫ ӑнран кайса ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе ӳкес патнех ҫитерчӗ.

Эти две-три ложки похлебки, которые он, порываясь «сблизиться с народом», проглотил за столом, теперь отрыгались ему сторицей, доводя до дурноты, до обморока.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ват ҫын ылханӗ ҫӗре ӳкес ҫук, ҫилпе вӗҫсе каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапах, ураран ӳкес мар тесе, мӗнпур вӑйне пухса, сылтӑм аллине вӗҫертрӗ те, йӗвене шӑлӗпе ҫыртса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ывӑлӗ кипке ӑшӗнчен тухса ӳкес пек тапкаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех