Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкес (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑран кӗсрене апла та капла турткалакан, тилхепе вӗҫӗпе лашана шарт та шарт ҫапакан этем каплипех тарса ӳкес ҫуккине ӑнланать те, анса, чӑтлӑхалла тапса сикет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫукӑн вара халь тесен халь сиксе ӳкес килет Мишша ҫине, ӑна хаҫат таткине лутӑрканӑ пек лутӑркаса тӑкас килет — алра «X. Абаев» текен хут пурри ҫеҫ тытса чарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑрӑмми тайкаланать, лутри ӑна ӳкес ҫӗртен тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Епле пырӑн-ха халь-халь сиксе ӳкес пек чӗтресе выртакан кашкӑр патне?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хам ӑслӑрах пулсан, ҫав инкеке кӗрсе ӳкес ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Енчен Наташа ҫӳлтен ӳкес пулсан, санӑн нихӑш енчен те ыратмӗ-и, чикмӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Ӳкес марччӗ хӑть. Ӳкес марччӗ! Кайран тӑраймӑп вӗт», — пӑлханаҫҫӗ шиклӗ шухӑшсем пуҫра.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӳкес марччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур ӳкес мар тесе тӗк ҫине утлансах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ун хӑвӑртрах тусӗ патне ҫитсе ӳкес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗри ӳкес пулсан, иккӗн ҫапах та ӑна чарма пулать.

Если один сорвется, то двое других смогут его удержать.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир аран-аран тытӑнкаласа пыратпӑр, ӳкес мар тесе чул кӗтессисенчен яра-яра тытатпӑр.

Мы с трудом удерживались на месте, цеплялись за скалы.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл стена ҫумне тайӑнса тӑнӑ та кӗҫ-вӗҫ ӳкес пек курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунтан ниҫта та ӳкес ҫук вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле ӳкес мар тесе аран-аран тыткалама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халь-халь таҫта сиксе ӳкес пекех.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Славик, ӑнран кайса ӳкес мар тесе, хӗре хӑй ҫумне ыталаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Карт! туртӑнчӗ Аннушкин, пахча алӑкне шӑтӑр-шатӑр уҫса пӑрахрӗ, ӳкес мар тесе, шакӑлчаран, карта юписенчен, йывӑҫ тураттисенчен яра-яра тытса, ҫырманалла чупса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Дачӑна хӑвӑртрах ҫитсе ӳкес тесе, Анатолий Семенович сада халичченхи пек хапхаран мар, сылтӑмри ҫырма хӗррипе кӗчӗ (кунтан ҫул тӳртенрех).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йывӑҫ ҫинче малтанхи кунсенче пӑт-пат сарӑ е хӑмӑр ҫулҫӑсем курӑнкалатчӗҫ, халь тикӗтрен те хура туратсем ҫап-ҫара, шӑнса пӑрланнӑскерсем, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре шатӑрт! хуҫӑлса ӳкес пек хурлӑхлӑн сулланкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех