Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки вӑхӑтра вара мана ҫак ӗҫӗн сиенӗ те курӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Вӗсем калем ӑстисене ача-пӑча телекӑларӑмӗсене хатӗрлес ӗҫӗн хӑш-пӗр вӑрттанлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин гранчӗпе усӑ курни, экономика ӳсӗмӗ пысӑк пулни ҫурт-йӗрсем хӑпартас ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерме витӗм кӳнине тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Кунта ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ панине тишкерсе тӑракан организацисен ӗҫӗн витӗмӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Эпир Хӗрлӗ Ҫар тылне тӗреклетме тивӗҫ, хамӑрӑн пӗтӗм ӗҫе ҫав ӗҫӗн интересӗсене пӑхӑнтармалла, мӗнпур предприятисене вӑйлӑн ӗҫлеттермелле, винтовкӑсем, пулеметсем, орудисем, патронсем, снарядсем, самолетсем нумайрах туса кӑлармалла, заводсене, электростанцисене, телефон тата телеграф ҫыхӑнуне сыхлас ӗҫе организацилемелле, сывлӑшран килсе тапӑннинчен вырӑнта сыхланассине йӗркелесе ямалла.

Мы должны укрепить тыл Красной Армии, подчинив интересам этого дела всю свою работу, обеспечить усиленную работу всех предприятий, производить больше винтовок, пулеметов, орудий, патронов, снарядов, самолетов, организовать охрану заводов, электростанций, телефонной и телеграфной связи, наладить местную противовоздушную оборону.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Воспитани ӗҫӗн философийӗ вӑл ҫӗнех те мар.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Хӑнасем «Воспитани ӗҫӗн ҫӗнӗ философийӗ» класс ертӳҫисен форумне хутшӑнакансемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ял хуҫалӑх ӗҫӗн ветеранне ҫуралнӑ кунпа Канашри муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, муниципалитетри ветерансен организацийӗн председателӗ Виталий Петров тата вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫи Валерий Долгов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

Чӑваш Ен – ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсен ҫӗршывӗ, кунта кашниех хӑйӗн чун туртӑмне тупма пултарать тата халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев халалне асра тытса ӗҫлет, вӑл пире мирлӗ ӗҫӗн вӑйне ӗненме тата ӑна юратма хушса хӑварнӑ.

Чувашия – земля трудолюбивых и целеустремленных людей, где каждый находит свое призвание и ответственно трудится на благо общества, следуя заветам великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлева, который призывал нас верить в силу мирного труда и любить его.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

Фестивале хутшӑннисем маҫтӑрсен ӗҫӗн пахалӑхне пысӑк хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Атӑлҫи тата Урал федераци округӗсенчен килнӗ 14 творчество ушкӑнне ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн Патшалӑх ҫурчӗн директорӗ Тамара Пуртова саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Ҫавӑнпа та палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх вӗрентӳ ӗҫӗн вӑхӑчӗ ҫитсен ашшӗ Радике шеллемен.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

…Тепӗр кун каҫхине клубра «Совет Ҫарӗ — мирлӗ ӗҫӗн сыхлавҫи» ятлӑ лекци пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ тата ҫав ӗҫӗн усси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫапла, Зиминцев ҫакӑн пек меслетпех (анчах ку меслет Люся ҫулӗнчи тата ун вырӑнӗнчи хӗрачашӑн шӑпах чи витӗмли пулма пултарнӑ та, тата вӑл Зиминцевшӑн хӑйшӗн те начар пулман, мӗншӗн тесен ниҫта та нимӗнле йӗр те хӑвармасть), — ҫапла вӑл ҫакӑн пек меслетпех Люсьӑна ӗҫӗн питӗ аван мар вӗҫӗ патне илсе пыракан ҫул ҫине кӗртсе яма пултарнӑ, Евгений.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ачасен тӑван чӗлхин уйрӑмлӑхӗсене лайӑххӑн пӗлмесӗр, вӗсене вырӑсла вӗрентес ӗҫӗн методикине те кирлӗ пек тума ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ку пулӑшу чи малтан шкулти предметсене вӗрентес ӗҫӗн меслечӗсене лайӑхлатас енӗпе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫак кунсенче республикӑра професси ӑсталӑхӗн «Профессионалсем-2023» чемпионачӗн регионти тапхӑрӗ иртни — шӑпах ҫак ӗҫӗн пӗр пайӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Педагогика ӗҫӗн ветеранне хӑйӗн вӑрах та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн шкул администрацийӗн, районти вӗренӳ пайӗн, РФ вӗренӳ министерствин тимлӗхне чылай паллӑсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен — педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Людмила Федоровна Игнатьева пирки ҫапла хӑюллӑнах калама пулать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех