Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл пирӗн ӗҫӗн хаклавӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Ку вӑл пирӗн ӗҫӗн хаклавӗ.

Это оценка нашей работы.

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература пултарулӑх конкурсӗн ӗҫне йӗркелекен комитет ларӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнекин эрни умӗн Вӑрнарта пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Маргарита Климентьевна Матвеева хурӑнсур-ҫармӑссене чаплӑ парне турӗ – ку ял библиотекине 200-е яхӑн кӗнеке парнелерӗ.

Перед неделей детской и молодежной книги ветеран педагогического труда Маргарита Климентьевна Матвеева, живущая в Вурнарах, подарила хорнзорским жителям почетный подарок - подарила этой деревенской библиотеке около 200 книг.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Вӑл «Биологизаци - хальхи тата пуласлӑх ҫӗр ӗҫӗн никӗсӗ» темӑпа тунӑ доклад агрономсемшӗн те, ертӳҫӗсемшӗн те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Тӗп ӗҫӗн кӑтартӑвӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, унта пӗчӗккинчен пуҫласа шур сухалсем таранчченех хӑйсен талантне уҫса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Юбилей ячӗпе саламланӑ май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Кузнецов, кунти социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Р. Осипова, «Трак ен» ентешлӗхӗн председателӗ, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ А. Львов, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. Сементер, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Ефимова Кӗҫӗн Шетмӗри кану центрӗ ку тӑрӑхшӑн чӑн-чӑн культура вучахӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

«Ҫулӗ пулчӗ тумхахлӑ» ӗҫӗн авторӗ — Петр Андреев радиожурналист, театровед, фольклорист, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ (1977), Н. Гарин-Михайловский литература премийӗн лауреачӗ (2004), Раҫҫей журналистсен союзӗн пайташӗ (1972).

Автор работы "Путь был тернистым" - Петр Андреев радиожурналист, театровед, фольклорист, заслуженный работник культуры Чувашской АССР (1977), лауреат премии Семена Элкера (1977), лауреат литературной премии Н. Гарина-Михайловского (2004), член Российского союза журналистов (1972).

Театрӑн ҫулӗ пулнӑ тумхахлӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20792.html

Ку вӑл пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна.

И это только начало большой работы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паллӑ ӗнтӗ, «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗ «Хӗвел» завода техника тӗлӗшӗнчен пуянлатас ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫлерӗ ӗнтӗ.

Как известно, Группой компаний «Ренова» уже завершен первый этап технического перевооружения завода «Хевел».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ассоциаци ӗҫӗн палӑртнӑ ҫул-йӗрӗсен шутӗнче – информаци технологийӗсен сферинчи продукцие тӗнчери рыноксене кӑларасси, ҫамрӑк IT-специалистсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫӗн пахалӑхне ӳстермелли тата вӗсене аталантармалли ӗҫе планпа килӗшӳллӗн туса пырассине йӗркелесси, «Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики» программӑра каланине пурнӑҫласси.

Среди направлений работы Ассоциации — вывод продукции сферы информационных технологий на международные рынки, организация планомерной работы по повышению качества подготовки и развитию молодых IT-специалистов, реализация положений программы «Цифровая экономика Российской Федерации».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫак ӗҫӗн малаллахи витӗмлӗ тӑсӑмӗ – пысӑк технологиллӗ производствӑсем валли рабочисене вӗрентсе хатӗрлесси.

Логичное продолжение этой работы — подготовка рабочих кадров для высокотехнологичных производств.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ку вӑл пирӗн пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ.

Это результат нашей совместной деятельности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Мӗн пур шайри влаҫ органӗсен тата депутатсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, тӗп тӗллевӗ – патшалӑхпа граждансен интересӗсене хӳтӗлесси, саккуна тата тӗрӗслӗх принципӗсене пӑхӑнасси.

Смысл работы, основная задача органов власти всех уровней и депутатов — защищать интересы государства и граждан, соблюдать закон и принцип справедливости.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Манӑн наука ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллашсан тутар ученӑйӗсем тӗлӗннине палӑртрӗҫ: «Эпир пӗр кӑкран тухнӑ халӑхсем пулин те пирӗн ун пек мар».

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Вӑл хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗн темине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 3-мӗш курсра вӗреннӗ чухне суйласа илнӗ те тек улӑштарман.

Тему своей исследовательской работы он выбрал во время учебы на 3 курсе Чувашского государственного университета имени И.Н. Ульянова и с тех пор не менял.

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Пурне те унӑн ӗҫӗн йӗрки кӑсӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Журналист ӗҫӗн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне те уҫса пачӗ вӑл, ҫамрӑксен сӗнӗвӗсене те шута илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Право пӗлӗвӗн урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем тата ыт.те - ҫак ӗҫӗн усси пурри куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Кашни ӗҫӗн хӑйӗн кӗвви», - теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех