Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кунсенче пушӑ мар, ҫав шутра ӗҫре пулакан ҫынсем дистанци мелӗпе йӗркеленӗ электронлӑ сасӑлавпа усӑ курма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Унсӑр пуҫне, ӗҫре – 10,5 миллиард тенкӗлӗх 56 объект, вӗсене пӗлтӗр тума тытӑннӑ.Кроме того, в работе – 56 объектов, перешедших с прошлого года, на сумму 10,5 млрд. рублей.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Пухнӑ даннӑйсем Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсен цифра карттине туса хатӗрлес тата экологи туризмне аталантарас ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳрӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫӳлерех асӑнни пурте пӗрле педагогсемшӗн хӑйсен ӗҫне туса пыма пачах урӑх майсем йӗркелет, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тата аталантарас ӗҫре пултарулӑхри ҫӗнӗ ӗмӗт-шухӑша пурнӑҫлама пулӑшать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн суйлав тытӑмне аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тав хутне Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председательне Геннадий Федорова парса чысланӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul
Импорта улӑштарас ӗҫре те наука аталанӑвӗ пысӑк витӗм кӳрет.
Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ наукӑпа кӑсӑкланакан яш-кӗрӗме аталанса вӑй илсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркелесе пама малашнехи ӗҫре те пысӑк тӗллевсем лартнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, чун ҫирӗплӗхне тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!Желаю вам крепкого здоровья, твердости духа и успехов в работе!
Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/12/oleg- ... ika-prokur
Эсир наукӑра тӑвакан открытисем ял хуҫалӑхӗнче, медицинӑра, ИТ-сферӑра, электротехникӑра, машинӑсем тӑвас ӗҫре тата ытти ҫул-йӗрте мала иртме май паракан технологисене ӗҫе кӗртме пулӑшаҫҫӗ.
Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki
Ун хыҫҫӑн медицина факультетне йӗркелеме май килнӗ, ку ӗҫре А. Н. Натишвили пысӑк вырӑн йышӑннӑ, физиологи кафедрине И. С. Бериташвили ертсе пыма тытӑннӑ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Шкул ачисене художествӑллӑ воспитани парас ӗҫре вӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Вӑтам шкултан ҫеҫ вӗренсе тухни ҫак пысӑк ӗҫре ҫителӗклӗ пулман.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Эппин ӑна ытларах ӗҫре кӑтартмалла пулнӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пахи, пурне те савӑнтараканни ҫакӑ: талантне вӑл ӗҫре упрать, ӗҫре аталантарать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Чӑваш хӗрарӑмӗсем, ӗҫре арҫынсенчен юлмасӑр (тепӗр чухне ирттерсе те) ӗҫленӗскерсем, уявсенче те «шӑпчӑк чӗпписем пек шӑппӑн» ларман, — юрланӑ та ташланӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пирӗн парти журналистсен ӗҫне пысӑка хурса хаклать, вӗсене хӑйсен чи ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫре пулӑшаканӗсем тесе шутлать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫак ӗҫре ҫитменлӗхсем те чылай.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоз агрономӗ, Социализмла Ӗҫ Геройӗ Е. Васильева, сысна самӑртас ӗҫре ырӑ ят илнӗ Н. Каргин, М. Яраханова, К. Махмутова, 3. Лаврентьева, А. Генералова тата ытти юлташсен ӗҫӗсем ҫинчен йӗркеленӗ передачӑсенче те ял хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн вӗренмеллисем нумай пулчӗҫ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Радио передачисем совет ҫыннисене кулленхи пурнӑҫпа ӗҫре пысӑк пулӑшу пани, радио итлесси ӗҫ ҫыннисен йӑлине ҫирӗппӗн кӗрсе пыни ҫинчен калакан тӗслӗхсем пит нумай илсе кӑтартма пулать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Радиовещанипе телевидени халӑха коммунизмла воспитани парас ӗҫре ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса, Коммунистсен партийӗ хӑйӗн хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалне тата рупорне малалла аталантарас тӗлӗшпе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.