Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫре (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кӗтеҫре иккун пур… — Платун сӑхсӑхса илчӗ, — ку ӗҫре сан ят хутшӑннине нимӗн те пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Аллӑма лекнӗ мула ҫынна пама ухмах мар-ха. Ӗҫес тесен, кунашкал ӗҫре укҫа тупма май пулӗ», — шухӑшласа илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑна, ӗҫре урисене сӗтӗререх те тармакларах утма хӑнӑхнӑскере, пукансене речӗпе лартса тухнӑ хушӑ ансӑртарах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таврари ҫынсемпе, ӗҫре те, килте те, хирӗҫӳ, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Со всеми окружающими людьми на работе или дома могут возникнуть конфликты и спорные ситуации.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре йывӑрлӑхсем е куҫман пурлӑхпа хӑрушлӑх сиксе тухма пултарӗҫ.

Возможны затруднения в делах или опасная ситуация с недвижимостью.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре ҫитӗнӳсем курӑнмаҫҫӗ-ха, ӗҫ нумай.

Особых достижений на работе не предвидится, вам предстоит рутина.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсен хӑйсен тимлӗхне тивӗҫ ҫынна кӑна хӑйсен ҫывӑхне ямалла, унсӑрӑн ӗҫре йывӑрлӑхсем пулма пултарӗҫ..

Мужчинам следует впускать в свой круг только достойных их внимания личностей, иначе возможны затруднения в делах.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре пуҫарулӑх кӑтартӑр.

В работе проявите инициативу.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавна пулах ӗҫре сцена ҫинче асӑрханмасӑр партера чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Взвод командирӗ Ведерников аслӑ прапорщик мана: «Ачамккӑ, пӑхатӑп та, эсӗ тӑрӑшуллӑ салтак, хуть мӗнле ӗҫре те нормӑна тултаратӑн, тӗплӗ ӗҫлетӗн. Салтака киличчен лифтер пулнӑ, атя электрик ӗҫне кӳлӗн, — терӗ. — Эсӗ вырӑсла аран-аран пуплетӗн, саншӑн стройка ӗҫӗ чухах пулать. Професси ытларах илме тӑрӑш».

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫавӑн пекех салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре пысӑк хастарлӑх кӑтартакан волонтерсене те уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Салара тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑннине те пӗлтерчӗ: ырӑ кӑмӑллисем — ыттисене тӗрлӗ ӗҫре пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫул тӑршшӗпе, тейӗн, Татьяна пӗрле пурӑнакансенчен ытти учительсем мӗнлерех кӑмӑллӑ ҫынсем пулнипе кӑсӑкланса пычӗ, ӑна мӗнле йышӑнасси пирки шутларӗ, ҫӑмӑл мар ӗҫре тӗллевлӗ-ятарлӑ пӗлӳ ҫуккипе пултараймасран та шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑнпа каччӑ самай ҫулланнӑ амӑшне кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫре ытларах пулӑшса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр асӑннӑ предприятире йӗркеленӗ кӗске курсра электросварщике вӗренсе тухрӗ, ӗҫре часах маҫтӑрланса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗчӗклех вӑл пӳрт-ҫурт таврашӗнчи, пахчари ӗҫре аслисене пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Салтак амӑшне кирек мӗнле ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Иккӗшӗ те шкулта, — вӗренӳре, тӗрлӗ ӗҫре тантӑшӗсенчен юлмарӗҫ, маларах та пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫепӗҫ те илемлӗ куллушӑн, йӑрӑс пӳллӗ кӗлеткӳшӗн, кирек мӗнле ӗҫре те вӑр-вар та ҫивӗчлӗхӳшӗн-хастаррушӑн, ыттисене хисеплеме пӗлнишӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Ахальтен каламан ҫав ваттисем: «Арӑма вӑйӑ картинче мар, ӗҫре шыра», — тесе.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех