Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫре (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Паян эпир М-12 « Восток» трассӑна аталантарас ӗҫре тепӗр пысӑк утӑм тӑватпӑр, вӑл тӗнчери, Европӑри транспорт маршручӗн пайӗ пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Тавра-курӑмлӑх, ӑс-хакӑл тӗнчи, спортри пысӑк ҫитӗнӳсем ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлес ӗҫре питӗ кирлӗ тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

«Тивӗҫлӗ стандартсем хатӗрлесе учебниксемпе методика пособийӗсем кӑларса тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫре курӑмлӑ ҫитӗнӳсем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

— Пирӗн тӑрӑхри халӑх ӗҫре те хастар, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ҫак ӗҫре тата урамсенчи, масарсем ҫинчи курӑка, ҫӳп-ҫапа тасатассинче ял ҫыннисем те пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Ӗҫре тата хӑйне япӑх кӑтартрӗ-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай ӗҫре аван ача.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӗренӳре ҫеҫ мар, ӗҫре те кая юлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тина бригадӑри юлташӗсем ӗҫре те, пурнӑҫра та, вӗренӳре те мӗн пек туслӑ, пуҫаруллӑ пулни ҫинчен тӗплӗн те ӗнентерӳллӗн калама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Тупата, эсир стройра та ӗҫре ҫеҫ хӑвӑра йӗркеллӗ тытма пӗлетӗр, ирӗкре вара чӗвӗл-чӗвӗл ҫерҫисем.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пирӗн вӑй — пӗрлешӳллӗ ӗҫре.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн кунти ӗҫре хевтесӗр питӗ хӗн килӗччӗ, нумай вӑй хурса инҫе ҫул ҫӳреме тивет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр тесен, унӑн ашшӗ, суккӑр Ҫинахвун, пилӗк хӗр ӳстерчӗ те, пурте вӗсем юрӑ ӑстисем пулса тӑчӗҫ, халӗ те ӗҫре те малта, юрлама та пӑрахмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуйхӑ-суйхӑ ӗҫре пусӑрӑнать, вӑхӑтлӑха ҫамрӑклӑх савӑнӑҫсӑр иртни манӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫре те, урамра та унӑн сасси янӑраса тӑраканччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата ӗҫре пулӑшакан кирлӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпе ӗҫре хӑшкӑлаканскер, каҫхи апат хыҫҫӑнах кӗлетпе чул кӑлтавай хушшинчи ват йӑмра айӗнчи хӳшшине ҫывӑрма кӗрсе выртать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫре хӑйне хӑй ӑсран тухнӑ ҫынпа, юри вилӗм шыранӑ пекех тыткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман шутпа, ку ӗҫре юмӑҫӑн пӗр айӑп та ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир хамӑр ӗҫре полицейскисемпе тӗл пуласса кашни сехетрех кӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех