Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна Таранов лифт патне ҫитиччен ӑсатрӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ӑна киремет тытамакӗ вӑхӑтсӑрах леш тӗнчене ӑсатрӗ, урӑххи мар, — кукӑр авӑрлӑ чӗлӗмне пак та пак паклаттарчӗ Ҫеклепи кинеми.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Чылайччен пӑхса ӑсатрӗ халӑх каякансене.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл ӑмӑртсене куҫ ҫути пӗтичченех пӑхса ӑсатрӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна, тарӑннӑн сывласа, Алюнов куҫӗпе ӑсатрӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, самайччен муритленчӗ «хаклӑ ҫимӗҫе» сая ярасшӑн пулмасӑр «перекетлӗ хуҫа», тарласа та кайрӗ, юлашкинчен тӗпренчӗксене виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе илчӗ-илчех, вара, тӳрленсе ларса, вӗсене алхапӑл ҫӑваралла ӑсатрӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Полинӑна, урнӑ вӑкӑр сӗчӗпе уриччен хӑйӗн ӗҫне пысӑк тивӗҫлӗхпе, хавхаланупа, пикенчӗклӗ туса пынӑскере, сӑнӗ-пуҫӗпе те, ӑсӗ-тӑнӗпе те, ҫемҫе те ырӑ кӑмӑлӗпе те юмахри пирӗштие аса илтерекенскере, автансӑр, тӗтӗмсӗр лутра яла пӗтӗм ял халӑхӗ ӑсатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Цэрнэ мастер хаваслӑ куҫӗсемпе пӗр машина хыҫҫӑн теприне ӑсатрӗ, шлепкине аллинче тытса пӗр хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ.А мастер Цэрнэ все стоял неподвижно со шляпой в руке, провожая горящими глазами машину за машиной.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Мир пултӑр сире, ачамсем! — терӗ те Ултук аппа вӗсене пусӑ патне ҫитичченех куҫӗпе пӑхса тӑрса ӑсатрӗ.— Мир вашему сердцу, дети мои! — ответила Евдокия н долгим взглядом проводила их до колодца.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Надзиратель Пенишорӑна сак патне ҫитичченех куҫӗпе ӑсатрӗ, унтан пӗрремӗш парта патне йӑпшӑнарах утса пычӗ те ун ҫумне чавсаланчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кӳршӗ яла, хӑйне валли пӳрт тунӑ ҫӗре, ӑсатрӗ.
Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.
Каччӑ хӗрсене Рита хваттерӗ тӗлне ҫити кӑна ӑсатрӗ: малалла ҫул ҫук, юр хӳтерсе кайнӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хветуҫ хӑй савакан Петӗре вӑрҫӑ чарӑнас ҫул салтака ӑсатрӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Дуся вӗсене калинкке патне ҫитиччен ӑсатрӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула вӗсене куҫран ҫухатичченех пӑхса ӑсатрӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Касмухха вӗсене эрехпе хӑналарӗ, хресченсене утрава хуса кайма хушса, каялла ӑсатрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унтан турӑша вырӑнне хурса: «Ҫул ҫӳренӗ ҫӗрте чипер пурӑнма тӑрӑш. Усал ҫынсемпе ан явӑҫ. Ҫын мулне хапсӑнакансемпе тус-йышлӑ ан пул. Хӑвӑнтан ваттисемпе ан хураллаш. Тантӑшсем умӗнче сӑмсуна ан каҫӑрт. Картла ан выля. Эрех ан ӗҫ. Тумтир тума, апат-ҫимӗҫ валли укҫана ан шелле. Пӗр пусран икӗ пус тума тӑрӑш», — тесе ӑсатрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пире, шуррисемпе ҫапӑҫма каякан Хӗрлӗ Ҫар салтакӗсене, трибуна ҫинчен хӗрӳллӗ сӑмах каласа ӑсатрӗ вӑл.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
…Аҫтӑрхантан килнӗ хаклӑ ҫыннине ӑсатрӗ кӑна, Юсуф княҫа унпа вырӑс элчи калаҫасшӑн пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ӑсатрӗ пек туйӑнать, — терӗ Элӗк.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.