Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатрӗ (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара тӑван яла, тӑван киле килсе курчӗ, тӗкӗрҫ ятне илсе Сӑр таврашне вырӑс ҫарне кӗтсе илме кайса килчӗ, Сӗве тӑрӑхне тепре ҫаврӑнса тухрӗ, унта хӑйӗн пекех телейсӗр хӗрпе, Хабиба хӑрхӑмпа, паллашрӗ, Хусана илессишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑнчӗ, Тукай ывӑлне Туканаша ҫакса вӗлернине курчӗ, Хусан ханӗ пулнӑ Шигалее ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗркаҫ та Петӗр ӑна киноран ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Алимпи ӑна урама тухса, униче хапхи патне ҫитичченех ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Адью, бель ами! — тесе ӑсатрӗ Ваҫука хӗр хӑйсемле.

— Адью, бель ами! — донеслось ему вслед по-французски.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ чарӑнса ҫаврӑнса тӑчӗ те тарҫине тахҫанччен тӗлӗнсе пӑхса ӑсатрӗ.

Поп долго смотрел ему вслед и дивился: что это вдруг сталось с его работником?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун пирӗн ялти пӗр вӑрра Хусан енне ӑсатрӗ».

Недавно вот одного нашенского вора в Казань проводил…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушаҫҫӗ Петӗрӗ ӑсатрӗ».

Петр Велят за деревню их проводил!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хула ҫынни укҫа парасшӑнччӗ, анчах кинемей лӗх-лӗх ҫеҫ кулчӗ: «Ҫав ҫӗрме пуҫланӑ кавӑншӑн кам укҫа илтӗр! Эпӗ ӑна пӗркун тула тухса пӑрахасшӑнччӗ, мансах кайнӑ. Ватӑлатпӑр ҫав, манӑҫ чирӗ ерчӗ…» — тесе ӑсатрӗ вӑл хӑнана.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Этем Салхулланса куҫпа ӑсатрӗ, — Ытла та хумхантарчӗ тем, — Тӑрна карта чуна хумхатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер аслаҫуна ӑсатрӗ Ним айӑпсӑр сив Ҫӗпӗре.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей Анушкана Тутаркаса кулса ҫеҫ ӑсатрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл упӑшкине тата Магмет Беззубовпа ун ҫыннисене ӑсатрӗ те тӗттӗм пулса ҫитсен пахча хыҫӗпе Северьян ҫӗр пӳрчӗ патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимӗпе ӑсатрӗ вӑл ӑна Пӗлтермешкӗн хӑйӗн ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

…Василь-Новгород Палецкий княҫа тупӑран персе кӗтсе илчӗ, тупӑран персе ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ воевода Шигалей тӗлӗшӗнчен ҫирӗпрех пулма шут тытрӗ, хӑйӗн айӑпне кӑшт та пулин сирес тесе вӑл Мускава Василий Иванович патне пысӑк ҫыру ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине мӑрса кил-йышӗ пӗтӗм ял виттӗр тухса чаплӑ хӑнана Хусана ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай хан свитине виҫӗ ҫухрӑма ҫити ӑсатрӗ те хӑй Бурнашпа пӗрле сиккипе каялла килчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ вара Танук-нойон ҫар ҫыннисене хире ӑсатрӗ лаша кӗтӳне ҫӑлма.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ашшӗ тем ӑнлантарчӗ те лаша ҫинчи ачине хир еннелле ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тимофей Андреев Вӑрмар станцине ҫитиччен хӑй лашипе ӑсатрӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех