Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатнӑ (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа Комсомольски округӗнчен ҫар ҫыннисем, тулли мар мобилизаци йӗркипе кайнисем патне виҫӗ хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Евгений хамӑр округран ӑсатнӑ УАЗ-сенчен пӗри шӑпах хӑйсене тивӗҫнине савӑнса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталта агропромышленность продукцине пирӗн тӑрӑхран 8,7 пин тонна ӑсатнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 54 процент нумайрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӗтӗнӗ ют ҫӗршыва ӑсанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34967.html

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Средняя Волга» агрофирма чикӗ леш енне 40 тонна ытла йӗтӗн ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӗтӗнӗ ют ҫӗршыва ӑсанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34967.html

«Чӑнласах калатӑп — ҫитсе килетӗпех сан патна пӗрре», — шантарнӑччӗ вӑл ӑсатнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑшӗ ырӑран ырӑ та, яла ӑна чыслӑн ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма пуканкассисем чӑлха-нуски ҫыхнӑ, апат-ҫимӗҫ, тумтир туянса ӑсатнӑ, укҫа хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫавӑнпа пӗрлех Огарев, Российӑра кӑларма чарнӑ литература произведенийӗсене пухса, ют ҫӗршывра пичетленӗ, политикӑлла листовкӑсемпе прокламацисем ҫырса кӑларнӑ та вӗсене Российӑна ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Тӑхӑр уйӑх тӗрмере усранӑ хыҫҫӑн Н. П. Огарева Пенза кӗпернине ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Фельдшерсем хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ.

Фельдшеры отправили девочку в Республиканскую детскую клиническую больницу.

12-ри хӗрача чуччу ҫинчен ӳксе тӑнне ҫухатнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34852.html

«Хӗветута ҫара ӑсатнӑ чух унӑн пуҫӗ ҫинче ҫӑхансем ахальтен мар кранклатрӗҫ ҫав», — ҫапла хӳхлесе йӗретчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Патька-патшана Михельсон ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тенине илтнӗ пулсан та хресченсем вӗсене лашасем тупса пачӗҫ, кайран, ӑсатнӑ май, хӑйсемех улпут ҫуртне вут тивертсе ҫунтарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел хӑйӗн евчисене тин кӑна пӗлӗте ӑсатнӑ

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫулла ҫултӑмӑр Ҫавал Халь утине ҫичӗ ял, Уйӑрнӑ та салатнӑ, Килӗсене ӑсатнӑ, Шупашкарта вун чӑваш Тӗне кӗнӗ, мурҫияш, Ҫавӑнпа та пуп тавраш Халь вӗсемшӗн хурӑнташ.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

1941 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче тыткӑнри салтаксене пуйӑспа Германие ӑсатнӑ чухне вӑл унтан сиксе тарнӑ, Украинӑри Одеса облаҫӗн Любашевски районӗнчи Горки ялӗнчи хресчен патӗнче пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

— Ҫак листовкӑна ҫыпӑҫтарса килсен, ӑна Вилли Драйц хӑй вуласан, Вирнайнена аслашшӗсем патне ӑсатаҫҫех, — тесе ӑнлантарчӗ вӗсене Кузьма Васильч ҫул ҫине ӑсатнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсене вӑл тӳрех федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем патне ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Пулӑшӑва Тӑвай муниципалитет округӗнчи ҫынсем те хутшӑннӑ, фронтра куллен кирлӗ япаласем ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Чӑваш Енри халӑх фрончӗ мобилизациленнӗ салтаксем службӑра тӑракан ҫар чаҫӗсене автомобильсем, техника, оборудовани, материалсем тата апат-ҫимӗҫ продукчӗсем тиенӗ 30 тоннӑллӑ фура ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Пухӑннӑ кӗмӗлпе ӑшӑ ӑшлӑ резина атӑсем, квадрокоптер, каҫхине курмалли приборсем, тепловизорсем туянса районти пӗрлехи фонда ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех