Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман кӑмӑлӑм ӑна суран ҫӗввисем илемсӗрлетнӗ пек курма килӗшесшӗн мар; пӗр хӗр чеччепе чирлесе шатра питлӗ пулса юлсан та, ӑна каччи юратма пӑрахманни ҫинчен эпӗ таҫта илтнӗччӗ, ырӑ ят илтес шутпа эпӗ те Сонечкӑна ҫав-ҫавах савнӑ пек пултӑм, пичӗ ҫӗвӗллӗ пулин те, ӑна савма пӑрахмастӑп, тесе шутлама тӑрӑшрӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тӑрӑшнине пула мундир ҫӗввисем тата галунсем вӗр-ҫӗнех тӑнӑ, пуставне те кӗве тӗкӗнмен.Благодаря ее заботливости шитье и галуны на мундире были совершенно свежи и сукно не тронуто молью.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шофер тӗссӗрленнӗ ҫанӑсӑр кӗпепе, унӑн хӗвелпе пиҫнӗ аллисем ҫинче суран ҫӗввисем ҫаплах курӑнаҫҫӗ; вӑл кӗленче банкӑран хӑйма ҫисе тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӳмисене вӗҫертнӗ ҫанни чавси таран уҫӑлса кайнипе унан алли ҫинчи ҫав тери пысӑк суран ҫӗввисем курӑнаҫҫӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Меслетсӗр силлентерсе кисрентернипе ниҫтан тӗрек тытса пыма май ҫук, парус ҫӗввисем хӑйпӑна-хӑйпӑна каяҫҫӗ, кун пек вӑй-хӑвата нимӗнле судно та тӳсме пултараймасть.Никакое судно не могло долго выдержать такой качки, расшатывающей швы, ослабляющей крепления.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Офицерӗсем пуринчен ытла графсемпе князьсем, вӗсем ылттӑн погонлӑ, шалаварӗсен ҫӗввисем тӑрӑх кӗмӗл укасем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ, пурте патша вӑхӑтӗнчи пекех — революци пулман та тенӗн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл сӑмах хушмасӑр пуҫ тайрӗ, хӑй ҫинче шалпартарах ларакан, ҫӗввисем сӳтӗлнӗ таса мар акӑлчан шинельне хывма пуҫларӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, виҫине шута илмесӗр, хӑйӗн шӑратса тунӑ пек ӳт-пӗвӗ ҫине тӑвӑр кӗпе тӑхӑнса ярса, хулпуҫҫисене пӑртак хускатсанах, кӗпе ҫӗввисем ҫарт-ҫарт туса ҫурӑлнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Юлташсем, халӗ тӗнчери лару-тӑру ҫӑмӑлах теме ҫук, ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе кам та кам ыйтӑва ӑнлансах ҫитеймест, унӑн ҫакна ӑнланмалла: империализм лагерӗн пур ҫӗввисем те шатӑртатса ҫурӑлаҫҫӗ пулин те, вӑл ҫывӑрмасть!..
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Питӗ шеп пулса тухрӗҫ ҫӗввисем.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пантелей Прокофьевич аллисене чармаклантарса сарса ячӗ те унӑн лейб-казак мундирӗн хулпуҫҫийӗнчи ҫӗввисем ҫатӑртатса илчӗҫ, унтан тусан пайӑркаланса ҫӗкленчӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурте йӗркеллех иртсе каятчӗ-и тен, анчах Ефим шӳтлесе кӑшкӑрни пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, вара Ефимшӑн пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ: хӗрарӑмсем, ахӑлтатса ҫухӑрашса, ӑна парта ҫинчен туртса антарчӗҫ, тахӑшӗн тӗксӗм алли Ефимӑн сарӑ сухалне ҫатӑрласа илчӗ, ун ҫийӗнчи саттин кӗпе ҫӗввисем тӑрӑх та, ҫӗвӗсӗр вырӑнтан та ҫатӑртатса ҫурӑлма пуҫларӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑйӗн вӑрӑмран та вӑрӑм хулӗсене ҫанӑсем ӗшне чиксе ярать, анчах ҫаннисем чавса таран кӑна иккен, хулпуҫҫисем тӗлӗнче пиншакӑн ҫӗввисем ҫатӑртатаҫҫӗ.Сунет длиннейшие свои руки в рукава, а они по локоть, трещат швы в плечах.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1