Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыруне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел ҫине Светланӑн докуменчӗсене, орденӗсемпе медалӗсене, ҫырса пӗтереймен ҫыруне кӑларса хунӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана пиччӗшӗ ҫыруне вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пар-ха эппин ҫыруне, вулам, — терӗ Актай, аллине тӑсса.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пукан ҫине ларса вулӑн ҫыруне.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫыруне те пӗрлех илсе килет пуль.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлмеҫҫӗ-ҫке вӗсем Матӗрне кашни ҫыруне мӗнле асӑрхаса тыткаланине…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне каярах та пулсан тӳрре кӑларас тесе: — Эпӗ, Василий Захарович, айӑплӑ, ҫыруне илтӗм пулсан та… хуравламарӑм, — юнашар ҫын хумханнине сиссе хушса хучӗ Васелиса.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫыруне сӗтел ҫине хур.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Николай Буинцев ҫыруне вуласа пӑхар-ха.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

— Ячӗ-и ҫыруне? — ыйтрӗ ҫамрӑк пассажир.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Эпӗ ҫыруне каялла парсан та, вӑл сӑмах чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл Георгие килтен хуса кӑларса янине те пӗлмен, Георгий ҫыруне те илсе ӗлкӗреймен…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Алюн Хусанта чылай хушӑ пурӑннӑ, чӑвашсен тӑмха паллисене, ӳкерчӗклӗ ҫыруне лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫӗрӗпе пӗрле, воевотӑ патне, Илсе килтӗм эпӗ патша ҫыруне:

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вара Тарье, Сергее ҫавӑтса, ҫыруне илсе, шкулта ӗҫлекен учитель патне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыруне ҫырма пулӗ-ха ӑна, — терӗ Али-Акрам, мӑрса сӑмахӗсенчен нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмесӗр.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урамри халӑх патша ҫыруне ырласа кӗр-кӗр! кӗрлерӗ, ҫамрӑкраххисем хушшинче унта та кунта сывлӑшалла ҫӑм шлепкесем ывтӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа Палюк мучи патне «ҫитес кунсенчех пырса ҫитетӗп» тесе ҫырнӑ ҫыруне илсе вуланӑ хыҫҫӑн эпӗ путлӗн ҫывӑрман теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Ҫыруне вуласа пачӗҫ.

Письмо прочитала…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫыруне эс Федот аттене вулаттарасшӑн-и?

И чтобы письмо прочел отец Федот, да?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех