Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиркӳ хорӗнче юрламасан, ял-ял тӑрӑх ҫӳресе, ют ҫынсен чӳречисем умӗнче юрлама тивет… татӑк ҫӑкӑршӑн…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун пек чухне хура ӑшлӑ ҫынсен элеклӗ сӑмахӗ ай-ай, чуна хыта амантать!..

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пысӑкрах клубсенче вӑл чӑваш художникӗсем ӳкернӗ картинӑсен выставкине йӗркелерӗ, лекцисем вуларӗ, ҫав хушӑрах хӑйне килӗшнӗ ҫынсен портречӗсене ӳкере-ӳкере илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ унпа кӑҫал май уявӗ умӗн паллашрӑм, мана ун чухне заводри паллӑ ҫынсен сӑнӗсене ӳкерме хушнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унсӑр пуҫне вӑл фотографи ӗҫне вӗренчӗ, таврари ялсене ҫӳресе ҫынсен сӑнӗсене ӳкерчӗ е кивӗ сӑн ӳкерчӗксене ҫӗнетсе пысӑклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Уйрӑм ҫынсен сачӗсем хула хӗрринчи вӑрманпа юнашар вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сӑмах май каласан, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ирттернӗ пресс-конференцире пушар вӑхӑтӗнче ҫынсен хӑйсене тӗрӗс мӗнле тытмалли ҫинчен аса илтернӗ.

Кстати, на пресс-конференции, проведенной республиканским управлением Министерства чрезвычайных ситуаций, напомнили о том, как необходимо правильно вести себя во время пожара.

Пушарта 90 ҫулти кинемей вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34026.html

Ҫавна май педагог профессине суйланӑ ҫынсен ӗҫ-хӗлне кашнинех курма, хамӑра май хаклама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Пӗр сӑмахпа каласан, яланхи пекех, ҫынсен тӑнӑҫлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла, саккунлӑха, йӗркелӗхе сыхламалла.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Вӗсенчен пахараххи — ҫывӑх ҫынсен юратӑвӗ, тус-юлташӗсен хисепӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Вӑрман — халӑх пуянлӑхӗ, ҫынсен юратнӑ вырӑнӗ, ҫут ҫанталӑкӑн таса сывлӑш ӳпки.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тен, илтсен те ҫынсен умӗнче шарламарӗ, илтмӗш пулчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑрманта ӗҫлекен ҫынсен укҫине те вӑхӑтра тӳлеттересшӗн хыпӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫынсен аллине лекесрен хӑратӑп-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Мӗншӗн ҫынсен нервисене пӗтерес?» — шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп, пур ҫынсен туйӑмне те пӗр рамкӑна кӗртсе лартни е салтак шинелӗпе танлаштарни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Эсӗ ҫынсен арҫынӗсем пек тирпейлӗ ҫӳреме те пӗлместӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ялтан уйрӑлни-ши час-часах тепре чухне лайӑх пӗлнӗ ҫынсен пурнӑҫне те тӗплӗн тишкерме май памасть.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫынсен кил-ҫурт, арӑм, ача-пӑча пур.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Произведенири персонажсен ӗҫне-хӗлне писатель чӑн-чӑн пурнӑҫра пулнӑ событисемпе, ҫынсен сӑнарӗсемпе ҫыхӑнтарать пулсассӑн, ҫав событисемпе сӑнарсен чӑнлӑхне куҫ кӗретех аркатма кирлӗ мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех