Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чип-чипер ӑстӑнлӑ ҫынсен чӗринех хура ҫӗлен евӗр авкаланса, хирӗнсе кӗрсе каять вӗт, эсрел мӑйраки, пӗр ҫулӑхсан, йӗркеллӗ ҫынсенех пӑтратса яма, тем кӑтартма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ах, хӗрӗм, ҫав ӗнтӗ пирӗн, ват ҫынсен, сывлӑхӗ, улшӑнса тӑракан кӗрхи ҫанталӑк пекех, ирпе лайӑх та, каҫчен тем пулать:

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тен, хуҫисем пулнӑ ҫынсен тӑванӗсемпе килӗшсе вӗсенче вулавӑш та пулин уҫма май килет?

Куҫарса пулӑш

Ялта клуб ҫук // Хыпар. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Дэвенпорт шухӑшласа кӑларнӑ япала часах ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ.

Изобретение Дэвенпорта получило известность.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Эпир хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлевҫисене, Раҫҫей ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ мӗнпур ҫынсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра чыслӑн упратпӑр.

Мы свято бережем память о всех защитниках нашей страны, о тех, кто отдал жизнь за свободу и независимость России.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Пилӗк ялти уйрӑм ҫынсен выльӑхӗсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Ку территори уйрӑмӗнче ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Вӗсем хӑйсен ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, ҫӗнӗ ертӳҫӗне ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен налук илмелли плана 103,3 процент тултарнӑ пулсан, ҫынсен ҫӗрӗ, пурлӑхӗ ҫине хуракан налуксене вара пуҫтарса ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Унта службӑра тӑракансен, мобилизаципе кайнӑ ҫынсен, хамӑрӑн ентешсен пурнӑҫӗпе округра пурӑнакансем интересленсех тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

«Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр. Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Халӑхӑн революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи паттӑрлӑхӗ, совет саманинчи халӑх пурнӑҫӗ тӗпренех ҫӗнелсе улшӑнни, ҫавна май ҫынсен шалти кӑмӑлӗсем те улшӑнни, вӗсем чунӗпе пуянланни, илемленни, телее халӑх ӗҫӗнче тупни ҫинчен, вӗсем таса юратӑвӗсем ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ сӑвӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ҫав аслӑ ҫынсен пӗрер ача пулма кирлӗ, анчах вӗсем пӗр ачана та чипер пӑхса ӳстереймен.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Астӑватӑр-и, хаҫатра пӗр хулари темле пысӑк ҫынсен ачисемех киревсӗр ӗҫ туса ҫӳренӗ пирки юсанмалли ҫурта лекни ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫав кун ҫынсен ӗмӗтӗнче, чертежсемпе сметӑсенче, вӑхӑтран чылай малта Пыма юратакан поэтсен сӑввисенче кӑна пурӑннӑ чаплӑ ӗҫ — Шупашкар тӗлӗнчи Атӑл ҫинче гидроэлектростанци тӑвас ӗҫ пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӑл пирӗн юратнӑ ҫынсен пирвайхи ачаш сӑмахӗсене, ӑшӑ кӑмӑла, хӑтлӑха, пурнӑҫри малтанхи савӑнӑҫсене, тӑван киле палӑртакан япала.

Потому что это первые и нежные слова любимых людей, тепло, уют, первые жизненные радости, это родной дом.

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

Василий Егорович Казаков (1921-1942) ялти ватӑ ҫынсен асӗнче Сӑрнай Ваҫҫи ятпа юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ахальтен мар Леонард Левыйпа Гурий Федоров залри ҫынсен ячӗпе те вырӑнти артистсене чӗререн тав тунине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Ҫак вӑхӑтра ҫынсен ушкӑнӗ патне Цэрнэ старикпа Арон Горовиц пырса тӑчӗҫ.

В это время к группе подошли старик Цэрнэ н Арон Горовиц.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫынсен хумӗ ӑна пӗрехмай аяккалла сире-сире ячӗ.

Людским потоком ее то и дело относило в сторону.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех