Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каллех йытӑ йӑнӑшнипе ҫухӑрни илтенет: «Ан тартӑр!»
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Шӑнкӑравсем хӑрушлӑх систерсе чӑнкӑртатнӑ, утсем тӑпӑртатнӑ, электричество ҫухӑрни — пурте хура ушкӑн хумӗнчен хӑранипе пӗтсе ларнӑ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вагонран хӗрарӑмсем шари ҫухӑрни илтӗнсе каять, анчах пур сасӑсем те «Мов»-ӑн хӗпӗртӳллӗ шӑв-шавӗнче часах ҫухалаҫҫӗ — вӗсем ҫине сасартӑк йывӑр та нӳрӗ, пусарса хуракан витӗнкӗҫ ывӑтрӗҫ, тейӗн.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Шӑлӗсем шатӑртатни, аллисенчи тимӗрсем чӑнклатни, ыратнипе йынӑшса яни, ҫӑткӑнлӑха пула ахлата-ахлата илни, татӑк аш тивменшӗн хирӗлсе кӑшкӑрни, выҫӑпа хаяррӑн ҫухӑрни — ҫаксем пурте пиншер хут ирӗксӗрлесе ҫуркаласа пӗтернӗ тупӑш ҫинче, ҫӗрӗн тӗрлӗ тӗслӗ пылчӑкӗпе вараланса пӗтнӗ виле тупӑш ҫинче янӑраса тӑракан музыкӑпа пӗрлешсе каяҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Йынӑшни те, ҫухӑрни те, тискеррӗн кулни те пур ун ӗхӗрӗвӗнче.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫав секундрах, ашшӗн ҫилӗллӗ сассине хирӗҫ чӗннӗ пек, пӳлӗмрен Павлик чуна ыраттармалла ҫухӑрни илтӗнчӗ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шутсӑр хытӑ ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ, йытӑ клирос ҫине сиксе хӑпарчӗ те ҫухӑрашса чиркӳ тӑрӑх чупкалама тапратрӗ; алтарь тӗлне ҫитсен, тепӗр енчи клирос патнелле чупса каҫрӗ, ухӑ пекех чиркӳ алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ, алӑк патӗнчен — каялла; вӑл пӗтӗм чиркеве янтратса ҫухӑрчӗ, мӗн чул хытӑрах чупрӗ, ҫавӑн чул хытӑрах ӳсрӗ ун ыратни.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Те тӑмана ҫухӑрни, те кашкӑр улани…
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
10. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Пулӑ хапхи умӗнче ҫухӑрни, ытти хапхасем умӗнче ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрӗ, сӑртсем хӑрушшӑн ишӗле-ишӗле анӗҫ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл тӗрӗслӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — юнюхтару; тӳрӗлӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — хаяррӑн ҫухӑрни.И ждал Он правосудия, но вот - кровопролитие; ждал правды, и вот - вопль.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах [Моисей]: ҫук, ку ҫӗнтерекенсем кӑшкӑрни те мар, ӳкекеннисем ҫухӑрни те мар; эпӗ юрлакансен сассине илтетӗп, тенӗ.18. Но [Моисей] сказал: это не крик побеждающих и не вопль поражаемых; я слышу голос поющих.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.