Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуталса (тĕпĕ: ҫутал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анюк сӑнӗ ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗкленсе, ҫуталса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Акӑ, Менделеевӑн хими таблици тӗрлӗ тӗссемпе ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Таранов сӑн-пичӗ йӑл! ҫуталса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Паян ирхине Александровка ялӗ витӗр тухрӑм та - Кӗтне юханшывӗ хӗрринче шап-шурӑ выльӑх витине, ҫуталса ларакан лавккасене, ял ҫыннисен ҫӗнӗ пӳрчӗсене асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Хыҫра, ҫывӑхрах, заводӑн пысӑк чул ҫурчӗсем ҫуталса лараҫҫӗ, станоксен шавӗ лайӑх илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫамрӑк ҫыннӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫсе илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах сӳнсе ларчӗ: тин кӑна хаваслӑн ҫуталса тӑракан сӑн, темшӗн тӗлӗннӗ пек пулса, сасартӑк улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫапла каласан, унӑн пичӗ татах та ҫуталса, хитреленсе кайрӗ, куҫӗсенче хӗвел хӗлхемӗсем вылянса илчӗҫ, ку вара мана тӳрех пӗр япалана уҫӑмлӑн ӑнланса илме пулӑшрӗ: вӑл ӑна, вӑл кӑна мар, вӗсем пӗр-пӗрне чи хӗрӳллӗ юратупа юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Алтаккин пичей, хавасланса, ҫуталса кайнӑскер, ман паталла васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Чирлӗ ҫын, пуҫне пӑрса, ҫав блокнот ҫине пӑхрӗ те, унӑн туйӑмсӑр сӑнӗ сисӗнмеллех улшӑнса кайни палӑрчӗ, куҫӗсем те темле ҫуталса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ун чухне сӗтел ҫинче ларакан сирень ҫеҫкисем, хӑйсене тахҫан-тахҫан ҫуталса иртнӗ юрату хӑвачӗ сиплесе пулӑшнӑ пекех, сарӑлса, ҫурӑлса кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӑйӗн пичӗ самантрах хӗрелсе те ҫуталса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӑл ман пата ҫывхарнӑҫем ҫывхара пуҫларӗ, пит-куҫӗ юмахри пике пит-куҫӗ пек ҫуталса, илемленсе пычӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шӑпчӑк кати ҫуталса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Йӑл-л ҫуталса кайрӗ Ажайкин сӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юлашкинчен мел тупрӗ Изамбаев: плащ тӳмисене вӗҫертсе унӑн аркипе хӗрарӑма картларӗ те, шӑрпӑк чӑл! ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫуталса килет.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу сӑнӗ кӑшт ҫеҫ телейлӗ кулӑпа ҫуталса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех