Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуталса (тĕпĕ: ҫутал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эй, ара, мӗн кулянса ларатпӑр-ха эпир! — хӗвел тухнӑ пек ҫуталса кайрӗ унӑн илемлӗ сӑн-пичӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗм йӑл-ял ҫиҫет те, пӗтӗм кӗлет ӑшчикки вут хыпнӑ пек ҫуталса каять.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах пӑхса тӑрсан, икӗ ҫыран хушшинче калама ҫук пысӑк кӗмӗл пулӑ ҫурӑмӗ ҫуталса выртнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳлӗме ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнса тирпейленнӗ те ҫамрӑкланнӑ, савӑнӑҫпа ҫуталса тӑракан пит-куҫлӑ Матӗрне вӗҫтерсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь кӑнтӑрлахи пекех ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен айӗнче тем сарлакӑш лаптӑкра утмӑл турат ешерет, чечекрескерсем кӑн-кӑвак ҫуталса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хулари пурӑнмалли вун-вун ҫурт, пысӑк лавккасем епле ҫуталса лараҫҫӗ, ҫынсене ӑшӑ та савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ хӗрӗн типтерлӗ те ӗҫчен аллине пула.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан пӗвере шыв вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫуталса выртни аякранах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫуталса шӑрҫаланакан куҫҫульне хуняшшӗн калавне тимлӗ итлесе ларакансем курасран шурӑ тутрипе шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫуталса ларакан чиркӳсемпе мӑнастир тӑррисен ӗмӗлкисем, Атӑл хӗррине хулан тӗп урамӗсемпе ҫыхӑнтаракан тамбӑ-кӗпер тӑрӑхӗнче ҫунакан лампӑсен ҫутисем шыва ӳкнипе хулан ҫак пайӗ тата илемлӗрех-асамлӑрах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗвелпе ҫуталса тӑракан тимӗр пусма патне ҫитсен, чун хавхаланӑвӗпе вӑй илсе, аялалла вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тути хӗррисем ҫуталса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫап-ҫара уҫланкӑ ҫуталса вырттӑр-и вара кунта?

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сиксе тӑчӗ те хурҫӑн кӗмӗлле ҫуталса тӑракан тӗсӗпе ҫуталчӗ, пружина пек тӳрленсе тӑчӗ, ӳссе, тӑсӑлса кайрӗ тейӗн, палӑк пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Фелицата Васильевна тепӗр хут лӳчӗркеннӗ хут ҫине пӑхса илчӗ те асне килнипе ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Елинким-саламинким, мӗнле пурӑнатӑр? — хӑйӗн ҫутӑ-чакӑр, ялан ырӑ куҫӗсемпе ҫуталса илчӗ Егор Силыч.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах эпӗ ҫеҫ мар, хӑнасем те туйра санӑн ҫуталса тӑракан питӳнте салхулӑхӑн тӗтреллӗ пӑсне асӑрхӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗт пек шурӑ тир, ахаль чухне тӗксӗмрехскер, пурҫӑн пек ҫуталса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех