Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуталса (тĕпĕ: ҫутал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашкӑр ами мирлӗ шӑплӑхпа усӑ курса хӗрарӑм еннелле хырӑмӗпе шуса пыма пуҫларӗ, вӑл хӑйӗн ҫӑварӗ уҫӑлнине хӑй те сисмерӗ ахӑр, асав шӑлӗсем ҫуталса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, пиншер ҫухрӑм йӗпенмесӗр утнӑ аттисене киле ҫитсен йӗпетмӗ-ха, кил-йыш умне тӗкӗр пек йӑлкӑшса, ҫуталса тӑракан атӑпа ҫитсе тӑрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Чӑлтӑрр! ҫуталса кайрӗ каччӑ чӗринче темӗскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑшпӗр ҫӗрте хӗвел ҫуттипе тӑварлӑ кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ.

Местами блестели на солнце соленые озера.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Каҫсерен вара электричество ҫуттипе ҫап-ҫутӑ ҫуталса ларакан комбинат ҫурчӗсем ҫинчен пӗлӗтелле ӳкнӗ ҫутӑ темиҫе вунӑ километртан курӑнса тӑрать.

По вечерам за десятки километров видно зарево над залитыми электрическим светом зданиями комбината.

Березники // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑш-пӗр чухне пӗлӗт ҫинче поляр ҫутти ҫуталса каять.

Порой на небе вспыхивает полярное сияние.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл хӑйӗн хунарне ҫутса янӑ самант пӗлӗтре ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ҫуталса кайнине е чечек хӗмленсе чӗрӗлнине аса илтерет.

Когда он зажигает свой фонарь — как будто рождается еще одна звезда или цветок.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ шалт тӗлӗнсе сӑнарӑм: ҫырлахусӑр кӑмӑллӑ пӗчӗк тусӑн сӑн-пичӗ кӗтмен ҫӗртен ҫуталса илчӗ:

Но как же я удивился, когда мой строгий судья вдруг просиял:

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чи ансат сӑмахсенех хӑйӗн чунӗ ҫав тери савӑнса, ҫуталса тӑнӑ пӗк калать.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн куҫӗсем ҫав тери ҫуталса илчӗҫ те, эпӗ тӳрех ӑнлантӑм: шӑп кирли ҫинчен каларӑм иккен.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Выключатель чаклатса илчӗ, мачча айӗнче матовӑй абажурлӑ лампочка ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫыратӑр-и?! — шанса кӑшкӑрса илчӗ те Павлик, унӑн сӑмси ҫинчи чӗкеҫ шатрисем тата ытларах ҫуталса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йывӑҫсем кӑна пулчӗҫ вӗсен йӗри-тавра, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ ҫуталса тӑчӗҫ вӗсем ҫинче.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йӑл-йӑл ҫуталса, ҫил вӑркӑштарса пычӗ вӑл Васса патне.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Парти работникӗн вара ку енӗпе алмаз пек тап-таса ҫуталса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунсӑр пуҫне Вассан ҫуталса тӑракан илемӗ те кашни кун, вӗҫӗмсӗр илӗртрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Нумаях та пулмасть тунката ҫинче эрех кӗленчи ҫуталса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн куҫӗсем хаваслӑн ҫуталса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Куҫӗсем яланхи евӗрлех ҫуталса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун кулли ҫумӑр пӗлӗчӗ айӗнчен пер самантлӑха йӑлтӑр ҫуталса илнӗ хӗвел пекех сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех