Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр те, тӳпе те, шыв та ҫурхи илемпе витӗннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑла ҫурхи шыв тулнӑ вӑхӑтра сиреньсем чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑраҫҫӗ, тет, вара катрам-катрам сивӗ пӑрсем те вӗсенчен пӑрӑнса иртеҫҫӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Таврара никам та ҫук чухне, уйӑхлӑ ҫурхи каҫсенче унта купӑс сасси илтӗнет, теҫҫӗ, вара Атӑлтан шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрача ишсе тухать те сирень ҫеҫкисенчен чечек ҫыххисем тӑвать, теҫҫӗ, хӑй макӑра-макӑра юрлать, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуринчен ытларах Августа Моисеевна ҫурхи сӑнсене ӳкерме юратать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫуралнӑ эп ҫурхи чӗрлӗхпелен, Кӗрленӗ эп кӗрхи кӗрлӗхпелен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мускавра пичетлесе кӑларнисем хушшинче: П. Хусанкайӑн, Я. Ухсайӑн, С. Шавлин сӑвӑ кӗнекисем, А. Кӑлганӑн «Сар-Иван» поэма-юмахӗ, Хв. Уярӑн «Таната», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр», М. Кибекӗн «Кайӑк тусӗ» романӗсем; «Чӑваш калавӗсем», «Чӑваш лирики», Н. Терентьевӑн «Куккук ҫаплах авӑтать» пьеси; Украинӑра пичетленсе тухнӑ «Ҫурхи ҫил», Болгарире пичетлесе кӑларнӑ «Нарспи» поэма т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ҫурхи ака-суха пӗтнӗ ятпа район центрӗнче пысӑк уяв иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫурхи каскӑн ҫил вӗрнипе, пӗлтӗрхи типсе хытнӑ ҫулҫӑсем кӑштӑртатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Уҫӑ чӳречесенчен патефон сассисем илтӗнетчӗҫ, ҫурхи каҫсенче унта-кунта ҫеҫ туп-туп! туплататчӗҫ урамра пир каскисем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи шывпа тулса сарӑлать те ҫу варринче ҫеҫ типет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи пӑрланнӑ юр лаша ури айӗнче кӗленче пек сас парса ванать, ҫавӑнпа ял урамӗпе сас-чӳсӗр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи шывран пуҫласа юр ларичченех Хура Ҫимунсен килӗнче пурӑнатчӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йышлӑ халӑх староста кил хушшине ҫурхи шыв пек кӗрлесе кӗчӗ те пӗтӗм кӗтесе саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне чӗри ҫурхи хӗвел ӑшшинчи юр пекех ирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурхи ҫил усаллине хӑвах чухламалла.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл чаксан, ку утрав ҫине ҫӗршер ҫынна, кирлӗ пулсан, икӗ общинӑри мӗнпур халӑха хӑваласа анӗ те, ҫурхи шыв юхтарса кайма ӗлкӗреймен патак-шатаксене, йӑмра-хӑва тункатисене тасаттарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле мирлешнине эпир вара пӗлсех каймастпӑр, анчах аслисем каярах, ҫуркунне, ҫурхи шыва юхтарса яма тарӑн траншейӑсем пӗрле тӑрӑшса чавнине астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫурхи ҫил пӗрре хытӑ кӑна вӗрнӗ те пуҫ ҫинчи карттусне юхакан шыва илсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Сала варрипе Тӗрер юхан шывӗ, ҫырмасенчи ҫумӑрлӑ кунсенчи те ҫурхи юр шывӗсемпе тулса, Кӗҫӗн Ҫавала васкать.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех